Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать





Скачать 235.45 Kb.
НазваниеРеферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать
Дата публикации05.11.2014
Размер235.45 Kb.
ТипРеферат
100-bal.ru > Культура > Реферат
« И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне

урокра тата класс тулашĕнче вĕрентесси»


УМ СĂМАХ

ЧАПЛĂ ТА СУМЛĂ ЯТ
Чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яков-

лев пулнă. Вăл чăваш историне тăван халăха çутта кăларас енĕпе, улăпла ĕç-

сем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă.

И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ.

Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхĕшĕн тăрăшнипе эпир халĕ ытти халăхпа пĕр тан, çавăнпа паянхи пурнăçра çĕнĕ технологирен (компьютертан) юлма пултараймастпăр.

Умра ХХI ĕмĕр. Вăл пирĕн пурнăçа нумай улшăну илсе килчĕ. Пур çĕрте те çĕнĕлĕх. Çавăнпа пĕрлех вĕрентÿ методикинче те кăткăс лару-тăру «хуçаланать». Çĕршыври вĕрентÿ ĕçĕн содержанийĕ улшăннă май пирĕн шкулсем те ĕлĕкхиллех ĕçлеме пултараймаççĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан халăх нихçан та пĕтмĕ.

Ку тĕпчев ĕçне «И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне урокра тата класс

4

тулашĕнче вĕрентесси» темăпа çырнă. Ку тема анлă та тарăн пĕлтерĕшлĕ,

мĕншĕн тесен Иван Яковлевич ятне чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче чылай чухне асăнаççĕ. Нумай çыравçăн пултарулăхĕ Иван Яковлевпа, унăн ĕçĕсемпе, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, К. В. Иванов, М. Д. Трубина, Ф. П. Павлов, И. С. Максимов-Кошкинский, Г. И. Комиссаров, Г. А.

Кореньков, Н. В. Шупуççынни (Васильев) çинчен вĕреннĕ чухне И. Я. Яковлев ятне асăнмасăр иртместпĕр, мĕншĕн тесен çак çыравçăсем И. Я. Яковлев вĕренекенĕсем.

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать:

- И. Я. Яковлев ĕçĕсем, шухăшĕсем паянхи литературăшăн тарăн пĕлте-

рĕшлĕ пулнине палăртасси;

- И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне урокра тата класс тулашĕнче мĕн-

ле вĕрентнине кăтартса парасси;

- «Чăваш халăхне» халал вилĕмсĕр пулнипе паллаштарасси;

- И. Я. Яковлев ячĕ чăваш халăх чĕринче пурăннине çирĕплетесси.

Çак тĕллевсене пурнăçлама нумай кĕнеке-журналпа усă курма пулать. Тĕс-

лĕхрен, çаксем – «Халăх шкулĕ» журнал, 8-мĕш класăн тăван литератури, 10-

мĕш класăн чăваш литератури, «Чăваш литературине шкулта вĕрентессипе

çыхăннă меслетсем» статьясен пуххи, «Родной край» кĕнеке, «Воспомина-

ния» кĕнеке, «И. Я. Яковлев ячĕллĕ» кĕнеке, «Судьба просветителя» кĕнеке,

«Мальчик из чувашского села» кĕнеке т.ыт. те.

Тăван халăхне çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн, Иван Яковлевич

Яковлевăн, ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре

пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсем хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса ис-

торие кĕрсе юлнă, тĕнчери тĕрлĕ çĕршывсенче ырă ята тивĕçнĕ.

5

1§. И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне шкулта

вĕрентесси
1.1. И. Я. ЯКОВЛЕВ ĔÇĔ-ХĔЛĔ

Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе

юлнă Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар-

стан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Унăн амашĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă. Вăл Иван Яков-

левича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă. Унтан И. Я. Яковлева, сĕм тăлăха,

Пахомовсен çемйи усрава илнĕ.

Иван Яковлевича усрав ашшĕпе амăшĕ тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ. Вăл ытти ар

çын ачасемпе пĕрле каçпа лаша çитерме выртмана кайнă. Çулла тата кĕркун-не аслисемпе пĕрле Теччĕ хулине хăяр тата çĕр улми сутма çÿренĕ. Лашапа уй-хир сÿреленĕ, ыраш акнă, çулнă, лашасене шыв ĕçтерме кайнă. Иван Яков-

левич шкула кайиччен Хаким ятлă тутарпа кĕтÿ кĕтнĕ. Вăл Ваньăна тутар чĕлхине, флейта калама, пушă явма, çăпата хуçма вĕрентнĕ.

И. Я. Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл тăван

халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă.

ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит

йĕркеленĕ, букварь, учебниксем кăларнă, К. Д. Ушинскин тата унăн вĕренеке-

нĕсен педагогика еткерне усă курса вĕрентÿ методикине хатĕрленĕ. Хăйне пу-

лăшса пыракансемпе пĕрле А. С. Пушкин, М. Ю. Лермонтов, Л. Н. Толстой,

Н. А. Некрасов произведенийĕсене чăвашла куçарнă, 1912 çулхине Псалтырь,

1918 çулхине Моисейĕн тăватă кĕнекине пичетленĕ.

И. Я. Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть, тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă.

И. Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн

6

пĕлтерĕшлĕ. Çак халалри кашни сăмахра, кашни йĕркере Патриархăн чĕри ка-

нăçсăр тапни сисĕнет. «Сирĕншĕн эпĕ чун-чĕрене нумай ырттарнă, халĕ те

сирĕн çинчен шухăшлатăп, çавăнпа эпĕ хамăн юлашки ĕмĕтĕме калатăп», - те-

се çырнă вăл 1921 çулхине çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче.

И. Я. Яковлев тунă ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, Ленин та, хамăр тата ют çĕр-шыври ăсчахсемпе ятлă çынсем лайăх пĕлнĕ, ырланă. Халĕ те пĕлеççĕ, унран тĕлĕнеççĕ. Епле-ха пĕр çынах нумай енлĕ аталаннă çын пулма пултарать. Вăл пĕр вăхăтрах педагог тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ пулма пултарнă. Çавăнпах-и ăна Атăлçи Коменскийĕ, Чăваш Ломоносовĕ, Ушинскийĕ, Песталлоцийĕ тесе час-часах калаççĕ.

И. Я. Яковлевăн сăваплă та пархатарлă ĕçне малалла та аталантарса пырасчĕ.


7

1. 2. И. Я. ЯКОВЛЕВ ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХНЕ УРОКРА

ВĔРЕНТЕССИ

Аслă классенче вĕренекенсем И. Я. Яковлев пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе туллин паллашаççĕ. Çавăнпа та аслă класри ачасемпе ун пурнăç çул-йĕрĕпе карта тăрăх çул çÿреве тухни усăллă. Çакăн пек ĕçе 9-10-мĕш классенче тума пулать. Тутарстан Республикин картти çинчи Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялне тупса кăтартмалла, ун ачалăхне аса илмелле, Пăрăнтăкра вĕреннĕ кунĕсем пирки хăйĕн аса илĕвĕсемпе усă курса калаçтармалла. Карта çинче Чĕмпĕр хулине кăтартмалла. Ку Яковлевăн пурнăç çулĕ Чĕмпĕрти мишавайсем вĕрентсе хатĕрлекенсен шкулне илсе çитерет. 1864 çултан пуçласа Чĕмпĕрпе Самар кĕпĕрнисенче çĕр виçевçи пулса виçĕ çул хушши ĕçлет. Карта тăрăх унăн пурнăç çулĕпе пымалла, каллех Чĕмпĕре çитмелле. 19 çулти яш çын 1867 çулта Чĕмпĕрти гимназин 5-мĕш класне вĕренме кĕрет.

1870 çул. И. Я. Яковлев – Хусан университечĕн студенчĕ. Карта тăрăх Хусана çитмелле. Пĕр вĕренекене Яковлевăн Хусанти пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаттармалла.

1875 çул. И. Я. Яковлев яланлăхах ĕçлеме Чĕмпĕре таврăнать. Вăл – пĕтĕм

Чăваш шкулĕсене пăхса тăракан инспектор.

1930 çул. Мускавра вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Карта тăрăх Яковлев пурнăçĕн çул-йĕрĕпе çул çÿревре çÿренĕ май ушкăнпа синхронлă таблица тусан вырăнлă.

Аслă классенче ачасене И. Я. Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх çакăн пек таблица тутарсан та лайăх.

Çулсем

Ку вăхăтри çĕршыври паллăрах событисем

И.Я. Яковлев пурнăçĕ

Литературăри

ĕçĕ

1848 çул-

хи ака

уйăхĕн

25-мĕшĕ

Францири, Германири

буржуаллă революцисем

Тутарстан Республикин-

чи Теччĕ районне кĕре-

кен Кăнна Кушкинче

çуралнă




1861 çул

Раççейри хресченсене

крепостла правăран

ирĕке кăларнă

Пăрăнтăк шкулĕнче вĕ-

реннĕ




1864 çул-

хи çу

уйăхĕ

Патша правительствин

земство, суд, цензура

реформисем

Чĕмпĕрти çĕр виçевçи-

сен шкулĕнчен вĕренсе тухнă




1864-1867 çул-сем

Патша правительствин

шкул реформи

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи ял-

сенче çĕр виçсе çÿренĕ




1868 çул-

хи чÿкĕн

10-мĕшĕ



Чĕмпĕрти чăваш шку-

лĕ уçăлнă

И. Н. Ульянов инспек-

торпа паллашнă





1869 çул




Чĕмпĕрти арçын ачасен

гимназийĕнчен ылтăн

медальпе вĕренсе тухнă





1870 çул




Хусан университетне

вĕренме кĕнĕ, Н. Иль-

минский профессорпа

паллашнă

Литература ĕç-

не пуçăннă

1871-

1872 çул-

сем





Н. Белилин, С. Тимря-

сов, А. Рекеев, И. Ива-

нов т. ыт. те пулăшни-

пе чăваш чĕлхин çĕнĕ

алфавитне тунă





1873-

1875 çул-

сем




Хусан университечĕн

историпе филологи фа-

культетĕнчен вĕренсе

тухнă

Букварь пичет-

лесе кăларнă

1876-

1903 çул-

сем




Хусан вĕрентÿ округĕн-

чи чăвш шкулĕсен тата

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн

инспекторĕ


1903 çул





Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн

инспекторĕнче ĕçлеме

тытăннă


«Автан», «Ар-

ман туни»,

«Сармантей»

çырнă


1908 çул







Вăл тăрăшнипе

«Чăваш хала-

пĕсем» кĕнеке

пичетленсе

тухнă


1918-1922 çул-

сем

Граждан вăрçи çулĕ-

сем

И. Я. Яковлев çырăвĕ-

семпе В. И. Ленин теле-

граммисем



1922-

1930 çул-

сем


Вăрçăпа юхăннă çĕр-

шыва ура çине тăрат-

нă

Мускавра пурăннă




1927 çул

Пĕрремĕш пилĕк çул-

лăх планне йышăннă

И. Я. Яковлев 80 çул,

Чĕмпĕрти чăваш шкулне

уçнăранпа 60 çул тул-

тарнине уявлани



1930 çул




Мускавра вилнĕ, Ва-

ганьково масарне пы-

тарнă



Кун пек таблицăна ытти писательсен пултарулăхне вĕреннĕ чух та тума май пур.

И. Я. Яковлевăн пултарулăхне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ачасене сочинени

çыртармалла. Сочинени темисем тĕрлĕ пулма пултараççĕ: « И. Я. Яковлев –

чăваш улăпĕ», «Чăваш халăхĕн улăпĕ», «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ – ÿнер ăстисен

сăпки», «Вак халăхсен культури чĕрĕлсе пыни» т. ыт. те. Ачасем çак темă-

сенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çыраççĕ. Кайран кашни ачан ĕçне пăхса тухмалла, тишкермелле. Унтан чи лайăх сочинение «Тăван ен» хаçата пичетлеме ярса пама пулать. Хаçатра пичетленнĕ ачан ĕçне пăхса тухар. Сочинение «Чăваш халăхĕн улăпĕ» ятпа çырнă. Халĕ ачан ĕçĕнчи хăш-пĕр шухăшпа паллашар: « … Иван Яковлев, чăннипех, чăваш халăхĕн улăпĕ-çке.

Çакна А. Абрамова-Элекина сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ: «… Иван Яковлев-

ичăн тăван çырулăхпа çут ĕçĕнчи тата культурăри çутă сăнарĕ халĕ те чăн-чăн

Улăп пек курăнса тăрать, малашне те вăл çаплах пулĕ».

Иван Яковлевич – чăваш халăхне парăннă аслă çын. Унăн сăмахĕсем те çакнах калаççĕ: «Манăн пĕртен-пĕр парти: чăваш хресченĕ, чăваш халăхĕ. Çынсем кирек мĕн калаччăр – эпĕ хура халăх управинчен тухаймарăм...»

И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла. Чĕлхене аталантарсан халăх нихăçан та пĕтмĕ.

И. Я. Яковлев ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр, вĕсем чăвашăн чун-чĕринче упранаççĕ.

11

Ун çинчен шкулта вĕренетпĕр, унăн музейĕсем, палăкĕсем ÿссех пыраççĕ. Шăпах çаксем пире ун çинчен манма памаççĕ.

Эсир, И. Я. Яковлев, ялан пурăнăр пирĕн чĕрере! Пире, ачасене, пĕлÿ енчен çĕкленме вăй-хăват парсамăр!»

Сочиненире ача темăна тарăннăн çутатса панă. Вĕренекен ĕçе литература чĕлхипе çырнă. Ача Яковлев пултарулăхĕпе интересленни сисĕнет.

Çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхне вĕреннĕ вăхăтра лайăх вĕренекен ача-

сене доклад хатĕрлеме е реферат çырма хушма пулать. Кун пек туни ачасене

литературăпа ĕçлеме вĕрентет, çавăн пекех вĕренекенсен шухăшлавне, тавра курăмне аталантарать. Халĕ вара И. Я. Яковлев пултарулăхне вĕреннĕ май 8-мĕш класра вĕренекен «И. Я. Яковлевăн ачалăхĕ тата çамрăк чухнехи пурнăçĕ» темăпа çырнă доклада пăхса тухар:

«Чăвашсен ырă йăлисем И. Я. Яковлев чĕрине ача чухнех кĕрсе вырнаçнă.

Ача чухнех, пăртак ăс кĕрсен, унăн çак ырă кăмăллă çынсене ырă тăвас шу-

хăш çуралнă. Уснĕçемĕн, вĕреннĕçемĕн ку шухăш-ĕмĕт аталанса, амаланса пынă, сарăлнă та ĕмĕт, тарăнланнă та шухăш: пĕтĕм халăха ырă тăвасчĕ, вăй

çитнĕ таран ырлăх кÿресчĕ. Çамрăк чухне çуралнă çак шухăш-ĕмĕт И. Я. Яковлев чĕринчен, пуçĕнчен мĕн виличченех тухман…

Пăрăнтăкра И. Я. Яковлев Мушкеев хушаматлă вырăс хресченĕ патĕнче пурăннă. Çак çемье те тăлăхскере питĕ лайăх пăхнă. Мушкеев ачисем ăна питĕ кăмăлланă, арăмĕ вара час-часах ачашлакаланă, хăш-пĕр чух тутлă апат-çимĕçпе те хăналанă, чĕнме те ăна Ванюшка тесе кăна юратса чĕннĕ. Вырăс

çыннисен çемьери ырă йăлисем те И. Я. Яковлевшăн ĕмĕр асăнмалăх пулнă.

И. Я. Яковлев лайăх чухланă: халăха çутта кăларас тесен унăн хăйĕн пысăк

вĕреннĕ çын пулмалла. Май пур таран кулленех вĕренме тăрăшнă вăл…

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи йĕркелĕх унта курма пыракансене яланах тĕлĕнтернĕ. Табак тавраш туртасси, эрех-сăра ĕçесси е картла-мĕнле вылясси,

ашкăнасси кунта асра та пулман. Пĕртен-пĕр наказани çеç пулнă кунта:

ытлашши иртĕнсе, ашкăнса кайма пуçласанах шкултан кăларса янă. И. Я. Як-

12

овлевăн пĕр воспитанникĕ кун çинчен акă мĕн каласа парать: «И. Я. Яковлев

йĕрке пăсакан ачасене кăларнă пирки ак çапла каласа хучĕ пĕррехинче. Çимĕç

кÿмен хĕсĕр йывăçран çимĕç пулассине вырăнсăр кĕтме каламан, терĕ»…

И. Я. Яковлев туса хунă шкул чăваш халăхне наци тĕлĕшпе питĕ вăйлă аталантарнă, ăна вырăс халăхĕпе çывăхлатнă, халăх хушшинче культура сарнă…

Чăваш халăхĕ çеç мар, вырăс халăхĕ те, Чĕмпĕрти чăваш шкулне туса хураканăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пысăка хурса, çак шкула «Яковлев шкулĕ», тет…

Яковлев шкулĕн калама çук чаплă ĕçĕсене чăваш халăхĕ нихçан та манмĕ».

Доклад хатĕрлесе е реферат çырса ача хăйĕн пĕлĕвне ÿстерет. Докладра

И. Я. Яковлевăн ачалăхĕ çинчен, унăн ĕçĕсем çинчен, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ

çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăнпа та ку ĕç ачасемшĕн питĕ усăллă та кирлĕ пулса тăрать.

Тест формипе ĕçлени те паянхи пурнăçра вырăнлă. П. П. Блонский тест пĕлтерĕшне çапла ăнлантарать: «Тестăн пысăк пĕлтерĕшĕ – вĕрентекен «мана çавăн пек туйăнать» тенине вĕренекен «эпĕ çакна пĕлетĕп» теме пултарнинче». Вăл ачасен пĕлĕвне кĕске вăхăт хушшинче тĕрĕслеме май парать. Патриарх пурнăçĕпе пултарулăхне вĕреннине çирĕплетнĕ чухне тест ирттерме пулать. Ăна пăхса тухар:

1. И. Я. Яковлев çуралнă ял (Кăнна Кушки) халĕ хăш республика çĕрĕ çинче вырнаçнă?

а) Пушкăртстан;

ă) Тутарстан;

б) Чăваш Республики.

2. Шкула кайиччен пĕчĕк Ванюк кам пулса ĕçленĕ?

а) чашăк-тирĕк çăвакан;

ă) атă-пушмак çĕлекен;

б) кĕтÿ пăхакан.

13

3. Яковлев чи малтан илнĕ професси.

а) учитель;

ă) çыравçă;

б) çĕр виçевçи.

4. Яковлев Пăрăнтăкра камсен килĕнче пурăннă?

а) Мушкеевсен;

ă) Раевскисен;

б) Ильминскисен.

5. Яковлев университетра хăш хулара вĕреннĕ?

а) Хусанта;

ă) Чĕмпĕрте;

б) Чулхулара т. ыт. те.

Тест формипе ĕçлеме ачасем кăмăллаççĕ. Уйрăмах вăл лайăх вĕренекен

ачасемшĕн интереслĕ. Тест тепĕр чухне ачасене вĕренме хавхалантарать, хистет. Çавăнпа кашни учитель хăйĕн ĕçĕнче çак формăпа анлă усă курать.

Литература урокĕсенче ачасем тĕрлĕ хайлавпа паллашаççĕ. Вуланă хайлавăн тĕп шухăшне Яковлев халалĕн пилĕсемпе çыхăнтарса хăварма пулать. Литература хайлавĕсем вĕренекенсене ĕçе юратма, сывлăха упрама, ăслă-тăнлă, ырă пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме т. ыт. те вĕрентеççĕ. Çак шухăшсем И. Я. Яковлев халалĕнче те пур. Тĕслĕхрен, 6-мĕш класра Валентина Элпи çырнă «Аппапа пĕрле» калавпа паллашççĕ. Вера шкул пĕтерсен сысна ферминче тăрăшса ĕçлет. Вăл сыснасене юратса пăхать, чирлесен çĕр çывăрмасăр сиплет. Толя аппăшне шеллет, çавăнпа вăл ăна пулăшма çÿрет. Çапла вара Толя та çак ĕçе кÿлĕнет.

Кайран вĕсене тăрăшса ĕçленĕшĕн парне параççĕ, лайăх ĕçленĕшĕн мухтаса хаçатра çыраççĕ.

Ку калав ачасене ĕçе юратма хушать. Çак тĕп шухăша И. Я. Яковлев халалĕнчи йĕркесемпе çирĕплетсен вырăнлă: «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă – çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит

14

пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ыт ахальтен анчах ĕçлесен чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать».

Ытти произведенисене вĕреннĕ чухне те çавăн евĕрлĕ ĕçсем туса пырсан аван. Яковлевăн шухăшĕсем паянхи пурнăçшăн та хăватлă.

И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентесси чăваш чĕлхипе литература урокĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнса тăрать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тепĕр чухне урокăн çул-йĕрне уçса парать. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех учитель пултарулăхĕнчен килет. Урок ирттернĕ чухне И. Я. Яковлев пултарулăхĕнчен нумай ырă шухăш, нумай ырă ăс илме пулать. Çавăнпа И. Я. Яковлев паянхи урокшăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш историйĕнче ĕмĕрлĕхех паллă çын пулса юлчĕ. Чăваш халăхĕ ăна яланах пуç тайĕ.


15

1. 3. И. Я. ЯКОВЛЕВ ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХНЕ КЛАСС

ТУЛАШĔНЧЕ ВĔРЕНТЕССИ

Аслă Аксу шкулĕнче И. Я. Яковлев пултарулăхĕн еткерлĕхĕ пысăк вырăн йышăнать.

Пирĕн шкул историйĕ те Иван Яковлевич ячĕпе çыхăннă. Василий Фёдорович Бильдяков, Прокопий Петров, Петр Сергеевич Пайзе ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче Аксу ялĕнче шкул уçасси пирки ыйту хускатаççĕ. Çак ыйтава И. Я. Яковлев патне те çитереççĕ. Вăл хушнипе, тăрăшнипе 1886 çулхине Аслă Аксура пĕр класлă шкул уçăлать. 1890 çулччен шкул Осипов Константин хваттерĕнче пулнă.

1890 çулхине чăваш шкулĕсен инспекторĕ И. Я. Яковлев тата В. Н. Теняев

пачăшкă хăйсен укçипе йывăçран чиркÿ-шкул тутараççĕ.

Шкула икĕ çул урлă тин вĕренме илнĕ, 60 çын таран вĕренме пултарнă. Шкулта тĕп предметсем çаксем пулнă: Турă законĕ, Турă юррисене юрлани, арифметика, вулавпа çыру. Вĕренекенсем ирхине тата каçхине кĕлĕ каланă, юрланă. Вырсарни кун тата уявсенче ятарласа чиркĕве кайнă. Ун чухне турă законĕсене тĕпе хурса вĕрентнĕ. Ытти уроксенче тĕрĕслĕхе, чăнлăха, атте-аннене, аслисене юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, пĕр-пĕринпе туслă, килĕшÿллĕ пурăнма хушнă.

Çапла вара пурнăç улшăннăçемĕн шкул та çĕнелсе пынă, унти йĕрке те улшăннă.

2000-мĕш çулта Аслă Аксура çĕнĕ шкул уçăлчĕ. Çĕнĕ шкул паянхи пурнăçа тивĕçтерет. Эпир паян та Иван Яковлевич ятне манмастпăр. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хамăр шкулта И. Я. Яковлев кĕтесне турĕç. Унта тĕрлĕ мероприяти иртет.

Класс тулашĕнчи ĕçре те Иван Яковлевич пултарулăхне вĕрентесси пысăк

вырăн йышăнса тăрать. Кашни çулах пирĕн шкул ака уйăхĕнче Иван Яковлевич çуралнă кунĕпе çыхăнтарса чăваш чĕлхипе литература эрнине

ирттерет, нарăсăн 21-мĕшĕнче тăван чĕлхе кунне уявлать.

16

Иван Яковлевичпа çыхăннă класс тулашĕнчи ĕçе ирттернĕ чухне çакăн евĕрлĕ тĕллевсем лартмалла:

1) И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вĕреннине çирĕплетесси;

2) И. Я. Яковлев ĕçне хисеплеме, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси;

3) ачасен пуплевне, шухăшлавне аталантарасси.

Класс тулашĕнче тĕрлĕ ĕç ирттерме май пур: «И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубне, И. Я. Яковлева халалланă литературăпа музыка монтажне, «Яковлев мăнукĕсем» вăййа, «Вĕрентекенĕмĕр халалне манар мар» уява, «Истори кустăрми» вăййа, «И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» викторинăна, «Телейлĕ самант» вăййа, «Эп чăваш ачи!» мероприятие, «Ăслайçă ачасем» вăййа ирттерни, аслăрах классенче вĕренекенсем кĕçĕн çулхи ачасене И. Я. Яковлев çырнă калавсене вуласа пани т. ыт. те. Вĕсем пурте И. Я. Яковлев пурнăçĕпе унăн улăпла ĕçĕ-хĕлне лайăхрах пĕлме май параççĕ.

2008-мĕш çул – Иван Яковлевич Яковлев çулĕ. Вăл çуралнăранпа 160 çул çитрĕ. Çак пысăк уявпа çыхăнтарса пирĕн шкул тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕ. Акă пĕр тĕслĕх илсе пăхар. 11-мĕш класра вĕренекенсем 5-мĕш класри ачасене И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе паллаштарчĕç.

И. Я. Яковлев калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва гуманизм тĕллевĕсене тĕпе хурса воспитани парас шухăш яр уççăн палăрать. Халĕ хăш-пĕр калавне пăхса тухар.

«Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ.

«Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать.

Чăвашсем авалтанах вăрă ĕçне тăвакана юратман. Ялсенче вăрăпа тытнă

çынна калама çук вăйлă намăслантарнă. «Çухалнă укçа тупăнни» калавра вăрă ĕçĕнчен пăрăнмалли, чыса ачаран упрамалли çинчен каланă.

«Йăлăнтарни» калав та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çыннăнне хапсăнмалла мар

17

тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет.

И. Я. Яковлев калавĕсемпе паллашнă хыççăн ача хăй тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ тума пултарать: хăшĕ лайăх, хăшĕ япăх, мĕн тĕрĕс, мĕн тĕрĕс мар.

5-6-мĕш классенче И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх викторина ирттерме пулать. Вăл ачасемшĕн питĕ интереслĕ. Вĕренекенсем ыйтусем çине хаваспах хуравлаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Халь пăхса тухакан викторина виçĕ пайран тăрать. Кашни пайĕнче мĕнле ыйтусем пулнине пăхса тухар.

I пай. Писатель пурнăçĕпе пултарулăхне пĕлетĕр-и?

1. И. Я. Яковлев хăçан тата ăçта çуралнă?

(Тутарстан республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче 1848 çулхине ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă)

2. И. Я. Яковлевăн амашĕ хăçан вилнĕ?

(Иван çуралсан виçĕ кунтан вилнĕ)

3. И. Я. Яковлев Чĕмпĕр хулинче ăçта-ăçта вĕреннĕ?

(Çĕр виçевçисен шкулĕнче, гимназире вĕреннĕ)…

II пай. Çак ваттисен самахĕсене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ?

1. Шывăн турачĕ çук. («Çуркунне» калавран)

2. Нумая хапсăнсассăн нимĕнсĕрех тăрса юлăн. («Йытăпа унăн мĕлки» калавран)

3. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. («Тилĕпе тăрна» калавран)
III пай. Çак йĕркесене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕнчен илнĕ?

1. – Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вал кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.

(«Йăлăнтарни» калавран)

18

2. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çыхма тытăнтăм.

( «Чăлха çыхни» калавран)

3. Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вăрă камне пĕлчĕç тет вара.

(«Çухалнă укçа тупăнни» калавран)…

Викторина ачасен пĕлĕвне çирĕплетме пулăшать. Çав вăхăтрах ачасен шухăшлавне те, пуплевне те аталантарать.

И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулахĕ тăрăх ачасемпе савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубне ирттерме пулать. Ку вăййа икĕ ушкăн хутшăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ.

Халĕ вăйăра мĕнле ĕçсем пулма пултарнине пăхса тухар.

1-мĕш ĕç. Кашни ушкăн хăйпе паллаштарать.

2-мĕш ĕç. Кашни ушкăн пуçлăхĕ И. Я. Яковлев çинчен сăвă каласа парать.

3-мĕш ĕç. « Эпир И. Я. Яковлева мĕнле пĕлетпĕр?» ыйтусем.

4- мĕш ĕç. Çак ваттисен сăмахĕсене мĕнле калавран илнĕ?

5-мĕш ĕç. Çак йĕркесене И. Я. Яковлевăн мĕнле калавĕнчен илнĕ?

6-мĕш ĕç. Кашни ушкăн И. Я. Яковлевăн пĕрер калавĕн содержанине калать.

7-мĕш ĕç. Яковлев сăмах патне кам нумайрах паллă ячĕ тупать.

8-мĕш ĕç. И. Я. Яковлевăн часах çуралнă кунĕ çитет. Эсир ăна çуралнă кун ячĕпе мĕнле саламланă пулăттăр.

Вĕренекенсем çак ĕçсене пурнăçласа хăйсен ушкăнне хÿтĕлеççĕ. Ăмăртура ачасен шухăшлавĕ, тавра курăмĕ аталанать, вĕсен кăмăл-сипетлĕхĕ анлăланать.

Класпа шкул тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чухне учителĕн ачасене пĕлÿпе воспитани парассине ялан асра тытас пулать. Вĕсем программа материалĕпе çыхăнччăр, вĕренекенсен шухăш-ĕмĕтне тивĕçтерччĕр, çав ĕçсене ачасем хутшăнччăр.

Класпа шкул тулашĕнче ирттерекен ĕçсене урокра вĕреннипе çыхăнтарса

19

пымалла. Çавăнпа та ку ĕçсене системăллă туса пыни кирлĕ.

20

2§. Иван Яковлевич Яковлев халалĕ вилĕмсĕр

8-мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш халăхне» халалпа паллашаççĕ. Çак халал чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

И. Я. Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Пехил вăл – чăваш çынни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăх-çитлĕх пурăнма, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Анчах та И. Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парать.

Иван Яковлевич Яковлев – педагог, чăваш çырулăхне пуçарса яракан. «Эпĕ çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче çуралса, вĕсен пурнăçĕпе пурăнса ÿснĕскер, тăван халăхăн шăпипе пуласлăхĕ çинчен шухăшламасăр тăма пултарайман… Чăннипе калатăп, юрататăп эпĕ чăваша, ăна чунран ырлăх сунатăп… Чăваш çыннине ырă тунисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман…», - тенĕ вăл.

И. Я. Яковлев тăрăшнипе халăха çутта кăларас ĕç аталансах пынă. Тăван чĕлхепе вĕренмелли калавсенче ĕç, пĕлÿ, туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăн йышăннине палăртмалла. Халăх хăйĕн иксĕлми сăмахлăхĕ урлă çамрăк ăрăва пурăнма вĕрентсе пырать. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне асла е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене вăл 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ.

Халал çичĕ çаврăмран тăрать. Халалта И. Я. Яковлев чăвашсен пурнăçĕнче 6 пысăк ĕç тĕп вырăнта тăнине палăртнă.

Хальхи пурнăçра вĕрентекенсем час-часах йăлана кĕмен уроксем

21

ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, 8-мĕш класра И. Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалĕпе паллашнă хыççăн урок-конференци ирттерме пулать. Çак урока 7-мĕшпе 8-мĕш классемпе ирттермелле.

Конференци чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче иртет. Доска çинче Яковлев портречĕ, кашни пил ячĕ. Иван Яковлевич çинчен çырнă кĕнекесен, ун çинчен хатĕрленĕ альбомсен выставкине хатĕрлемелле. Конференцие хутшăнакан ачасем сĕтел хушшинче лараççĕ.

Конференцие ертсе пыракансем уçаççĕ, программăпа паллаштараççĕ, «халал», «пил» сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.

Малалла И. Я. Яковлев çинчен вĕрентекен доклад туса парать. Кайран 8-мĕш класс ачисем сăмах илеççĕ. Вĕсем черетпе класс умне тухса чăвашсен пилĕсемпе паллаштараççĕ тата вĕсемпе çыхăннă «Халалти» сăмахсене, ваттисен самахĕсене вуласа параççĕ. Унтан 7-мĕш класс ачисем кашни сыпăк хыççăн илемлĕ те янăравлă саспа тĕрлĕ поэтăн сăввине вулаççĕ. Çак сăвăсем халал сыпăкĕсен содержанийĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ.

Халĕ урок-конференцирен илнĕ тĕслĕхе пăхса тухар.

Иккĕмĕш пил: «Сывлăха упра»

Таса сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă пулас тесен ÿт-пĕве кашни кун çирĕплетмелле, пурнăçа юратмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ «Сывă ÿтре – сывă шухăш-кăмăл» тесе калаççĕ. Пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр, лăпкă калаçни те, яланах ырă кăмăлпа çÿрени те, пит çинче йăлтăр кулă çиçсе тăни те – пурте сывлăх. Пĕр-пĕрин сывлăхĕшĕн тăрăшас пулать, сывлăха тавăрма çук. Сывлăх – чи хаклă пуянлăх, ăна укçа парса илеймĕн.

Сывлăх пĕлтерĕшĕ çинчен халăхра çапла калаççĕ: «Сывлăх – çын телейĕ», «Сывлăха укçапа илеймĕн», «Нимрен хакли – сывлăх», «Пуçра сывлăх пултăр».

Пиле итленĕ хыççăн 7 класра вĕренекен Митта Ваçлейĕн «И мĕн пуян…»

сăввине вуласа пачĕ.

И мĕн пуян…

22

И мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр ăçта каян?

И мĕн пуян, тăванăм?

Туслăх пуян.

Пин ылтăн мар, пин тус эс туян.

И мĕн пуян, тăванăм?

Халăх пуян.

Унсăр пуçне кама пуç таян?
Эс те пуян, тăванăм,

Эп те пуян:

Пуçăмăрта сывлăх пур паян.
Сывă пулар, тăванăм,

Туслă пулар,

Халăх ирĕкĕнчен ан тухар.
Халалăн ытти сыпăкĕпе те çак йĕркепе паллашмалла.

Халалăн пуçламăшĕнче Иван Яковлевич чăвашсене хăй тусĕсем-тăванĕсем вырăнне хунине пĕлтерет. Халал вĕçĕнче: «Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кÿрентерсе, вăл ман çине çилĕ хывса çÿренĕ пулсан пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн кĕл тăвăр», - тет. Çыннăн хăйне ырă тунă çынна тав тума та пĕлмелле, усал тунă çынна каçарма та вăй-хал çитермелле тесе каласшăн вăл.

И. Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме,

упрама чĕнет.

23

Шкул ачисене тăван чĕлхен сумлă пархатарлăхне курма, пĕлме, туйма

хушать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине, пур-çукшăн чашкăрса çÿреме кирлĕ маррине калать.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнине, ĕçе юратмаллине калать.

«Халалта» И. Я. Яковлев тĕрĕслĕхпе тÿрĕлĕх çинчен вĕрентет.

Яковлев халалĕнче çемье те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемье вăл – халăх тата çĕршыв тĕрекĕ. Кашни çемьен ĕçчен те тирпейлĕ пулма тăрăшмалла. И. Я. Яковлев тăван халăх ĕçчен, юратупа туслăхра çирĕп, сăпайлă, тÿрĕ те таса чунлă пулнине лайăх пĕлнĕ. Çак ырă енсене вăл тăван халăхăн çемйисенче курасшăн пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевич йăнăш та кукăр-макăр çулсенчен асăрханма хушнă.

Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăха, тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

«Чăваш халăхне» панă халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвне аталантарса вĕрентмелли ĕмĕр сÿнми литература палăкĕ пулса тăма тивĕçлĕ.

Пире, çамрăксене, ăс парать, тĕрĕс-тĕкĕл пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă çитĕнÿсем тума хавхалантарать.

24

ХЫÇ СĂМАХ

И. Я. ЯКОВЛЕВ ЯЧĔ ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЧĔРИНЧЕ
Вĕрентекен хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Иван Яковлевич ĕçĕсем, ăслă шухăшĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, вĕсемпе паянхи пурнăçра та анлă усă кураççĕ. Вăл пире çырулăх парнеленĕ, чăваш культурине аталантарма пулăшнă, вырăсларан чăвашла кĕнекесем куçарнă. Пирĕн вара унăн ĕçĕсене хаклама пĕлмелле тата пурнăçăн çĕнĕ условийĕсенче аталантармалла, чăваш чĕлхине, чăваш халăх культурине сÿнсе ларма памалла мар.

И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне шкулта вĕрентессине программăна кĕртни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕрентекенсен урока е класс тулашĕнчи ĕçе интереслĕ тума вăй-хал çитермелле, çĕнĕ меслетсемпе мелсем тупма тăрăшмалла. Çак тĕпчев ĕçĕнче ачасемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттернине кĕртнĕ: йăлана кĕмен урокри ĕçсем, доклад çыртарни, тест ирттерни, тĕрлĕ вăйă ирттерни, хаçатра ачасен ĕçĕсем пичетленни, сочинени çыртарни, ача-пăча калавĕсемпе паллаштарни т. ыт. те. Асăннă ĕçсем ачасемшĕн интереслĕ. Çавăн пекех вĕсем ачасене харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме, шухăшлама, кирлĕ материала тупма, шырама вĕрентеççĕ, ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантараççĕ.

Вĕрентĕве тухăçлă йĕркелес, ачасене пур енлĕн аталантарас тĕлĕшпе учительшĕн яланах çул анлă. Шухăшлама, шырама, пурнăçлама кăна ĕлкĕр.

Тăван халăхăн асап-нушине, юхăннă пурнăçне И. Я. Яковлев пайтах курнă. Шăпах çавăнпа хăйĕн халăхне пулăшма пултарулăхĕ, вăй-халĕ çитнĕ таран тăрăшнă, кĕрешнĕ. Вăл нимĕнле йывăрлăха та парăнман. Çавăнпа чăвашсем ун ятне манма пултараймаççĕ.

Унăн ĕçĕсем, вĕрентĕвĕ, шухăшĕсем, палăкĕсем, музейĕсем, урамĕсем, çуралнă кĕтесĕ Яковлев çинчен манма памаççĕ. Апла пулсан çак çутă сăнара

тата çÿлерех çĕклесчĕ!

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconРабочая программа учебного курса родной язык и литература в 7 классе
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconУрокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем
Тĕллевсем: Малтанхи уроксенче вĕреннĕ материала аса илсе пĕтĕмлетесси, çирĕплетесси. Сухомлинскин вуланă юмахĕсен содержанине кĕскен...
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Кирлĕ хатĕрсем: геометри фигурисем, светофор, шар çине çырнă примерсем, клоун, упа, упăте.ÿкерчĕкĕсем
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? Паян çанталăк мĕнле? Çумăр çăвать-и? Хĕвел пăхать-и? Çил вĕрет-и? Паян мĕн кун? Ыран мĕн кун пулать?...
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconМедиа-план министерства культуры, печати и по делам национальностей...
Министерства культуры, печати и по делам национальностей Республики Марий Эл на май 2011 года
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПрограмма здоровьесбережения Муниципального образвательного учреждения...
Муниципального образвательного учреждения Руднянская средняя общеобразовательная школа им. А. С. Пушкина на период с сентября 2008...
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПлан мероприятий управления культуры администрации Грайворонского района на май 2013г. №

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconОтчёт о проведении недели правовых знаний в маоу сош №59 города Тюмени Май, 2012

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconМай Июнь Июль Авг. Сент. Окт. Ноя дек Всего 2010 Science

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПлан мероприятий Государственной универсальной научной библиотеки...

Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconДомашнее задание
План-график использования учебно-лабораторного оборудования по математике в 6-х классах на март, апрель, май
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconРезюме о себе
Май 2006 – Февраль 2008 – письменный переводчик русского, английского, немецкого, итальянского и нидерландского языков
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПлан мероприятий мау дк «Радий» на май 2013 г
Вечер воспоминаний в клубе «Ветеран», посвященный Дню Победы, «Вспомним, товарищ»
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconБюллетень новых поступлений за май 2011
Экономическое положение. Экономическая политика. Управление и планирование в экономике. Производство. Услуги. Цены 16
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПлан работы школы на май 2010-2011уч г. Дата
Собеседование с классными руководителями на тему: «Контроль учащихся, состоящих на вшу»
Реферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать iconПлан школьных мероприятий на май 2012 г
«Мы смотрели смерти в лицо», посвященного 67-й годовщине Победы в Великой Отечественной войне (5-11 класс)


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск