Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă





Скачать 50.66 Kb.
НазваниеТăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă
Дата публикации24.08.2014
Размер50.66 Kb.
ТипДокументы
100-bal.ru > Литература > Документы
1 № лĕ хушса пани

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă

«Уçă урок» иккĕмĕш Фестивалĕн

Положенийĕ
1. Пĕтĕмĕшле калани

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă «Уçă урок» иккĕмĕш фестиваль (малалла – Фестиваль) Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ 2013/2014 вĕренÿ çулĕнче ирттерекен мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕ пулать.

Фестиваль пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам тата професси паракан вăтам вĕренÿ организацийĕсен чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен квалификацине ÿстермелли традицие кĕмен мелĕ пулса тăрать.

1.1. Фестиваль тĕллевĕсем:

- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе тата меслетсемпе ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, вĕсен тврчествăллă ĕç опытне çын çине кăларасси;

- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учитель профессийĕн хисепне тивĕçлĕ шая çĕклеме май туса парасси;

- ик чĕлхелĕх, тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕн концепцине тата ФГОС стратегине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси.

1.2. Фестиваль задачисем:

- ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарас енĕпе тунă çĕнĕлĕхсене тупса палăртасси;

- чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси.

2. Фестивале хутшăнакансем

Фестивале Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи пĕтĕмĕшле тĕп, вăтам тата професси паракан вăтам вĕренÿ организацийĕсен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем хутшăнма пултараççĕ.

3. Фестивале йĕркелекен комитет

3.1. Фестивале ирттерме йĕркелÿ комитетне тăваççĕ.

Йĕркелÿ комитетĕнче кам тата миçен ĕçлессине Фестивале йĕркелекенсем палăртаççĕ.

3.2. Фестивале хутшăнма тăратнă документсемпе материалсене, укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци копине заявкăпа Йĕркелÿ комитетне дискпа тата хут çине çырса 2014 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕччен тăратмалла.

3.3. Фестиваль материалĕсене чăвашла е вырăсла (вырăс шкулĕнче е професси паракан учрежденисенче литературăна вырăсла вĕрентеççĕ пулсан) çырса тăратмалла.

3.4. Фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ

- фестиваль хăçан тата ăçта иртессине, йĕркине, тытăмне, Фестивале тăратнă ĕçсене хакламалли критерисене тăвать;

- жюри тытăмне тата ĕç йĕркине палăртать.

4. Фестивале ирттермелли йĕрке

4.1. Фестиваль ирттерекенсем тивĕçлĕ пĕлтерÿ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Унта çакнашкал информаци пулмалла:

- фестивале ирттермелли вăхăт;

- фестивале ирттермелли вырăн;

- фестивале хутшăнмалли йĕрке;

- квитанци форми;

- фестивале хутшăнма кирлĕ документсемпе материалсене тăратмалли вăхăтпа йĕрке.

4.2. Фестиваль икĕ тапхăрпа – кĕрет мар тата кĕрет иртет.

4.3. Фестивалĕн 1-мĕш тапхăрĕнче ярса панă материалсене (заявка, укçа тÿленине ĕнентерекен квитанци копийĕ, педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса хатĕрленĕ урок конспекчĕ (7 страницăран ытла мар), урок тĕп тапхăрĕн методика комментарийĕ (2 страницăран ытла мар), технологи картти, Pover Point (Open Office.ord Impress) программăпа ачасем валли хатĕрленĕ презентаци) жюри экспертиза тăвать.

4.4. Фестивалĕн кĕрет тапхăрĕнче учительсем хăйсен ĕçне творчествăллă презентацилеççĕ – мультимеди презентацийĕпе усă кураççĕ, сăмахпа каласа урокăн тĕп тапхăрне методика енчен ăнлантараççĕ.

Методика комментарийĕнче мĕн-мĕн пулмалла:

- урок содержанийĕ тĕрлĕ культура çыхăнăвне кăтартма май пани;

- урок темине вĕрентме усă курнă технологисен, меслетсемпе мелсен, формăсен кирлĕлĕхĕ, вырăнлăхĕ тата тухăçлăхĕ.

Методика комментарине хакланă чухне акă мĕне шута илеççĕ:

- тĕрлĕ культура хутшăнăвне, вĕсем пĕр-пĕрне витĕм кÿнине шута илсе урока хатĕрленине;

- тăван чĕлхене тата литературăна вĕрентнĕ чух усă куракан тухăçлă технологисемпе методика тĕлĕшĕнчен пĕлсе усă курнине;

- презентацин содержани пуянлăхне тата творчествăллă хăйне евĕрлĕхне (ытти ĕçсенчен уйрăлса тăни);

- урок тапхăрне педагогика тата методика енчен пĕлсе тишкернине.
5. Фестиваль срокĕсем

Материалсене 2014 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕ тĕлне тăратмалла.

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 10-17-мĕшĕсенче – I тапхăр (кĕрет мар) – укçа тÿленине çирĕплетекен квитанци копине, материалсене заявкăпа пĕрле Йĕркелÿ комитетне электрон носительпе тата хут çине çырса тăратмалла.

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 18-19 мĕшĕсенче – II тапхăр (кĕрет) чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен творчествăллă презентацийĕ: урокăн тĕп тапхăрне методика тата педагогика енчен тишкерни (Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет).

6. Фестиваль условийĕ

Фестивале укçалла ирттерме палăртнă. Фестивале хутшăнакансем 250 тенкĕ тÿлеççĕ, çавна май

- фестивале хутшăнма ирĕк илеççĕ;

- фестивале хутшăннине çирĕплетекен хут (сертификат) илеççĕ;

- чи пултаруллисем диплом илеççĕ.

Фестивале хутшăнма ирĕк паракан взноса Раççей Сбербанкĕн пур уйрăмĕнче те тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн кассинче тÿлеме пулать. Сканерпа кăларнă квитанци копине, заявкăна, материалсене 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла chrio11@mail.ru .

7. Материалсене çак формăпа ярса памалла

7.1. Фестивале хутшăнакансен çакăн пек материалсем ярса памалла:

- заявка (2 №лĕ хушса пани);

- укçа тÿленине ĕнентерекен квитанци копийĕ (5 №лĕ хушса пани);

- педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) меслетсемпе усă курса çырса хатĕрленĕ урокăн тулли конспекчĕ (текст 7 страницăран ытла мар);

- урокăн тĕп тапхăрне методика тата педагогика енчен тишкерсе пани (сăмахпа каласа памалли текст (2 страницăран ытла мар), Pover Point мелĕпе усă курса хатĕрленĕ презентаци, урокăн технологи картти).

7.2. Материалсене çакăн пек йĕркелемелле:

- заявка, урокăн тулли коспектне тата методика ăнлантарăвне электрон тата пичетленĕ вариантсемпе 2003 Office, 2010 Office форматпа ярса памалла (чăваш текстне Times New Roman c Alt шрифтпа наборламалла – чăваш раскладкине лартмалли меле баннерта панă), презентаци материалне Pover Point программăпа хатĕрлемелле, технологи карттин таблицине Word программăпа тумалла.

Фестиваль материалĕсене рецензилемеççĕ, каялла тавăрса памаççĕ.

8. Конкурса пĕтĕмлетни

8.1. Фестиваль пĕтĕмлетĕвне жюри Положенире палăртнă хаклав критерийĕсене шута илсе тăвать. Пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ алă пусса çирĕплетет.

8.2. Фестиваль протоколĕсене фестивале хутшăнакансене кăтартмаççĕ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем пирки аппеляци йышăнмаççĕ.

8.3. Çĕнтерÿçĕсене диплом парса чыслаççĕ.

8.4. Фестиваль ирттерекен ен Фестивале тăратнă материалсемпе коммерциллĕ мар проектсенче кăна усă курма пултарать.

8.5. Фестивале ирттерекен енĕн Фестивале тăратнă ĕçсене чи лайăх учительсен опытне сарас тĕллевпе пичетлеме е сайта тăратма ирĕк пур.
9. Çыхăну адресĕ

Фестивале йĕркелекенсен адресĕ:

428001 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 225 пÿлĕм.

Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн электрон почтин адресĕ - chrio11@cap.ru Çыхăну тытмалли телефон 8-937-378-87-60 – Альбина Витальевна Волкова.

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРабочая программа по предмету «Родной язык»
Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М. К. Волков, Л. П. Сергеев, Т. В. Арте­мьева, О. И. Печников, Р. Н. Петрова,...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательстви пайĕ, 2004
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconУчебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар....
Вулавпа вẽренỹ урлă илемлẽх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси,...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРабочая программа учебного курса родной язык и литература в 7 классе
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconНă реферат Ĕçе чăваш чĕлхипе литературин
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРеферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
«Центр дополнительного образования для детей «юнитэкс» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики направляет...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
Автономное учреждение Чувашской Республики «Центр дополнительного образования для детей «юнитэкс» Министерства образования и молодежной...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
«Космическая эра», посвященную 55-летию со дня запуска в космос первого искусственного спутника Земли, 105-летию со дня рождения...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconПрограмма и маршрут автопробега «Мост Дружбы»
...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconЧăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен...
Чăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен шучӗ 68 сехет. Кунта тӗрӗслев урокӗсем 10 сехет, капла уроксен шучӗ...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРеферат теми: «Шупашкарăм, савнă Шупашкар»
Чăваш Республики Российăн Европа пайăн варринче Атăл шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Хĕвеланăç енчен республика Чулхула облаçĕпе...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconУрок юхăМĔ Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр, ачасем! Ырă кун,...
Хулари чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен семинарĕнче 8Б класра икт- па усă курса панă уçă урокăн анлă планĕ
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconМосква Издательство "Республика"
Художник и фантазирование: Пер. К. М. Долгова. — М.: Республика, и настоящее. Isbn 5—250—02522—6
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРеспублика узбекистан
Административное деление: г. Ташкент, Республика Каракалпакстан, 12 областей Андижанская, Бухарская, Джизакская, Кашкадарьинская,...
Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă iconРеспублика узбекистан
Административное деление: г. Ташкент, Республика Каракалпакстан, 12 областей Андижанская, Бухарская, Джизакская, Кашкадарьинская,...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск