Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси.





Скачать 140.94 Kb.
НазваниеУрок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси.
Дата публикации19.09.2014
Размер140.94 Kb.
ТипУрок
100-bal.ru > Астрономия > Урок
Определени
Урок теми: Предложенин кĕçĕн членĕсем. Определении.
Урок тĕсĕ: хутăш урок.
Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси.

Воспитании тĕллевĕ: «Туслăх – чи хаклă пуянлăх» ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне уçса парасси, туслăх кирек мĕнле йывăрлăхра та ÿсĕм тĕрекĕ пулнине кăтартасси, туслăх хакне, вăл пурнăç тĕрекĕ пулнине туйтарасси

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ,

Пуплеве аталантарасси: кĕскен каласа пама, ыйтусем çине туллин хуравлама вĕрентесси, харпăр хăй шухăшне çирĕплетсе тата хирĕçлесе калаттарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан презентации, тăван литература (6 класс), «Кил илемĕ» кĕнеке, «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» кĕнеке (5 том), чăвашла-вырăсла словарь, компьютер, проектор, музыка центрĕ.

Словарь ĕçĕ: килен, ешер, чăвашларан вырăсла куçарасси.

Урок эпиграфĕ: «Туслăх – чи хаклă пуянлăх». (Ваттисен сăмахĕ.)


  1. Вĕреннине аса илсе çирĕплетесси.

Кашни чĕлхери пекех, чăваш чĕлхинче те предложенисем сăмахсем йĕркеленнипе пулаççĕ. Ыйту пама май пур сăмахсене предложени членĕ теççĕ. Предложенире мĕнле вырăн йышăнса тăнине кура членсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: тĕп членсем тата кĕçĕн членсем. Тĕп членсем шутне подлежащипе сказуемăй, кĕçĕн членсем йышне дополнении, определении, обстоятельство кĕреççĕ.

Предложенин тĕп тытăмне, кăшкарне тăвакансем – подлежащипе сказуемăй. Кĕçĕн членсем тĕп членсем çумне хушăнса вĕсене тĕрлĕ енчен ăнлантарса параççĕ, предложение анлăлатаççĕ. Тĕслĕх: Юр çăвать. Паян иртенпех кăпăшка юр çăвать.

Предложенири ĕçе тăваканĕ кам е мĕн пулнине подлежащи кăтартать. Сказуемăй вара подлежащи ĕç – хĕлне, паллине, ун çинчен мĕн каланине пĕлтерет.

Подлежащи мĕнле пуплев пайĕсенчен пулма пултарать –ха?

Подлежащи мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тепĕр хут çирĕплетсе çакăн пек таблицăпа усă курăпăр.

Тĕслĕхсенчи подлежащисем мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнă – ши?.


Подлежащи пулăвĕ

Тĕслĕхсем

1.Япала ячĕ

Кукка купăс калама юратать.

2.Паллă ячĕ

Чирли паян ура çине тăчĕ.

3.Хисеп ячĕ

Вун пиллĕк виççĕ çине пайланать.

4.Местоимени

Вăл чи малтан çитрĕ.

5.Причасти

Ĕçлекен яланах хисепре.

6.Инфинитив

Ачасене пурăнма аван.

7.Наречи

Нумай та пĕтет, сахал та çитет.

8.Междомети

Малта урра! илтĕнчĕ.

9.Сăмах майлашăвĕ

Ваççапа Петĕр утă çулакансенчен чи малтисем пулчĕç. Икĕ хĕр кÿлĕ хĕррине çитрĕç.

Сказуемăй вара мĕнле пуплев пайĕсенчен пулать –ши?


Сказуемăй пулăвĕ

Тĕслĕхсем

1.Сăпатлă формăри глагол

Çанталăк уяртрĕ.

2.Сăпатсăр формăри глагол (причасти)

Çанталăк уяртмалла.

3.Паллă ячĕ

Кĕрхи кун кĕске.

4.Хисеп ячĕ

Шăллăм вуннăра.

5.Евĕрлев сăмахĕ

Уçă çилĕ вăштăр-вăштăр.

6.Сăмах пĕрлешĕвĕ

Хĕл çывхарса килет.

7.Япала ячĕ

Тăри кăвак тÿпене юратакан кайaк.

8.Местоимени

Ку кĕнеке манăн.


Предложении шухăшне палăртас енĕпе те, ытти сăмахсене пĕр пĕрлĕхе пуçтарас енĕпе те сказуемăй подлежащирен кирлĕрех. Çавăнпа ăна предложенин тĕп шăнăрĕ теме пулать.

Подлежащипе сказуемăй çинчен вeреннине çирĕплетсе хăваврма çакăн пек ĕç тăвар. Предложенисенчен подлежащипе сказуемăй çыхăнăвне çырса илĕр.
1.Кĕтÿ кĕпер çине кĕчĕ. 2.Хапха патĕнче чăхсем çĕр чавалаççĕ. 3.Çулла иксĕмĕр те фермăра ĕçлерĕмĕр. 4.Апатланнă хыççăн пичче, аппа, эпĕ хамăр урама тухса лартăмăр. 5.Аннепе йăмăк ирех пахчара ĕçлеççĕ. 6.Иккĕшĕ киле кайрĕç.


  1. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси.


1. Определени темăна вĕреннĕ чухне унчченхи пĕлÿпе, пуплев пайĕсем çинчен вĕреннипе усă курмалла, малтанхи пĕлĕве анлăлатса, тарăнлатса пымалла.

. Определени пĕлтерĕшĕпе ыйтăвĕсем çинчен ачасем ку таранччен илтмен мар. Ку темăпа 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех паллашнă, ятарлă уроксем те пулнă. 6-7 классенче тĕрлĕ пуплев пайĕсемпе паллашнă чух та калаçнă. Çавăнпа та халĕ ытларах определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине уçса парăпăр.

Кĕçĕн членсене вĕреннĕ чух эпир сирĕнпе çак таблицăпа усă курнăччĕ.


Кĕçĕн член

Паллăрах ыйтăвĕсем

Мĕнпе çыхăнать

Определении

Мĕнле? Ăçти? Хăçанхи? Миçе? Миçемĕш?

Япала ячĕпе

Дополнении

Падеж ыйтăвĕсем

Глаголпа

Обстоятельство

Мĕнле? Ăçта? Хăçан? Мĕншĕн? Миçен?

Глаголпа



Предложенин кĕçĕн членĕсем


Определении-япала ятне ăнлантаракан çĕн член:Зинови ури айĕнче вĕтĕ чулсем юхса шăкăртатрĕç.

(Ю.Скворцов)

Дополнении-ĕçе е мĕнлелĕхе кăтартакан сăмаха ăнлантарса падеж ыййтăвĕсенче тăракан кĕçĕн член:Çирĕклĕх шывне вăрăм çÿç пек усăнакан туратлă çирĕксем хупласа хунă.

(Ю.Скворцов)

Обстоятельство-ĕç мĕнлелĕхне, вăхăтне, сăлтавне, тĕллевне т.ыт.те кăтартакан кĕçĕн член: Урамра чечек шăваракан хĕрсем çеç тулли лейкăсем йăтса газонсем хушшипе утаççĕ.

(Ю.Скворцов)


2.Япала ятне ăнлантаракан кĕçĕн члена определении теççĕ.
Определении, тĕпрен илсен, паллă ячĕсенчен пулать. Çав вăхăтрах япалан паллине ытти пуплев пайĕсемпе те: хисеп ячĕпе те, местоименипе те, наречипе тата евĕрлев сăмахĕпе те, япала ячĕпе глаголăн сăпатсăр формисемпе те кăтартма пулать. Определени япала пахалăхне, вырăнĕпе вăхăтне, хисепне, мĕнрен тунине, паллă е паллă маррине, камăн е мĕнĕн иккенне пĕлтерет.

Определенисен пĕлтерĕшĕсене, ыйтăвĕсене тата вĕсем мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине çак таблицăна пăхса тухса пĕлĕпĕр.


№№

Пĕлтерĕшĕсем

Ыйтăвĕсем

Пуплев пайĕсем

Тĕслĕхсем

1.

Япала пахалăхĕ

Мĕнле?

Паллă ячĕ

Причасти

Наречии

Евĕрлев сăмахĕ

Сăмах майлашăвĕ

Хастар халăх.

Юрлакан кайăк.

Вăрттăн çул.

Вăштăр çил.
Хĕвел çути пек яту.

2.

Япала вырăнĕ

Аçти?

Япаоа ячĕ

Сырмари юр.

3.

Япала вăхăчĕ

Хăçанхи?

Япала ячĕ

Çурхи вăхăт

4.

Япала хисепĕ

Миçе? Мĕн чухлĕ? Миçешер?

Хисеп ячĕ?

Икĕ кĕнеке.

Ултă çурт.

Вуншар пан улми.

5.

Мĕнле япаларан туни

Мĕнле?

Япала ячĕ

Тимĕр кĕреçе.


6.

Япала йĕрки

Миçемĕш

Хисеп ячĕ

Япала ячĕ

Виççĕмĕш космонавт.

Пуçламăш урок.

7.

Япалана кăтартни

Хăш?

Кăтарту местоименийĕ

Ку кĕнеке. Çав кун. Леш урам.

8.

Япалла паллă марри.

Мĕнле?

Паллă мар местоимени

Темĕнле машина.

Темиçе çул.

9.

Япала камăнни, мĕнĕнни

Камăн? Мĕнĕн?

Япала ячĕ

Местоимении

Причасти

Сантăр утарĕ.

Пирĕн çĕр-шыв.

Юрлакансен сасси.

10.

Япала паллă пулни

Мĕн чухлĕ?

Паллă местоимении?

Пĕтĕм тĕнче.


3.Определени яланах хăй ăнлантаракан сăмах умĕн тăрать. Хăй анлантаракан сăмахпа определении вырăнĕ-йĕркипе те, аффкссемпе те, хыç сăмахсемпе те çыхăнать.

Сăмах диктанчĕ.

Тимĕр кĕреçе, пурçăн кĕпе, сивĕ шыв, кăвак пĕлĕт, вылякан ача, виçĕ çăл, усал сăмах, вун тăххăрмĕш ĕмĕр, япăх çул, ирхи çăлтăр, пахчари кĕлет, хĕллехи каç, вунна яхăн кĕнеке, шăнкăрав пек чечек, курăс евĕр мунчала, вăштăр- вăштăр çил.


Определени пайăр ятран та пулма пултарать. Петров агроном пухура тухса калаçрĕ. Коля тусăм паян ирех вăрмана кайнă.

Кĕнеке, хаçат-журнал, кинокартина ячĕсем те определени пулаççĕ. Кун пек определенисене кавычкăна хупаççĕ, пысăкран пуçласа çыраççĕ: Эпĕ «Тантăш» хаçата вуласа тухрăм. «Кайăк тусĕ» повесть мана питĕ килĕшрĕ.


  1. Вĕреннĕ темăна çирĕплетесси.


1.Учебникри 3, 4, 6, 7, 10, 11, 14-мĕш хăнăхтарусемпе ĕçлесси.
3-мĕш хăнăхтару.

Халĕ вара çакăн пек ĕç туса пăхар-ха. Вырăсларан чăвашла куçарăр. Ăнлантару сăмахĕ вырăсла тĕслĕхсенче мĕнле пуплев пайĕ пулнине кăтартăр. Чăвашлисенче мĕнле пуплев пайĕ пулать?


Вырăсла

Чăвашла


Ржаное поле

Ыраш уйĕ

Заячий след

Мулкач йĕрĕ

Медвежья шкура

Упа тирĕ

Каменный мост

Чул кĕпер

Берёзовый веник

Хурăн милĕкĕ

Липовый мёд

Çăка пылĕ

Отцова шуба

Атте кĕрĕкĕ


Ăнлантару сăмахĕ вырăсла тĕслĕхсенче паллă ячĕ пулать. Чăвашла тĕслĕхсенче вара япала ячĕ пулать. Апла пулсан, ăнлантару сăмахне пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарнă чух вырăнĕ йĕркипе улшăнать.
4-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлар.Определенисене пĕлтерĕшĕсем тăрăх çак ушкăнсем çине пайласа тухăр:

1)япалана мĕнрен тунине кăтартаканнисем: ăвăс шалча, сăран атă, ылтăн вăчăра, тимĕр сÿре,капрон тутăр;

2)национальнăçа кăтартаканнисем: эвенк сунарçă, чăваш врач, тутар студент;

3)чĕрчуна е ÿсен-тăрансен тĕсне-ушкăнне кăтартаканнисем: ĕне выльăх, çăрттан пулă,пилеш йывăç;

4)виçене кăтартаканнисем: курка шыв, купа утă, кило сахăр,центнер тырă,ывăç мăйăр, тонна цемент;

5)евĕрлĕхе (мĕн евĕр пулнине) кăтартаканнисем: мăк сухал, кĕреçе сухал, качака сухал.

Кану вахăчĕ
Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Кăшт ларар-ха ĕçсĕр.

Тăваттă пурте тăрăр,

Пиллĕк-шăппăн ларăр.
5-мĕш хăнăхтару.
Çак сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарăр?
Кайăк хур дикий гусь

Кайăк кăвакал дикая утка

Кайăк вăкăр дикий бык, зубр

Кайăк лаша дикая лошадь

Кайăк тĕве дикий верблюд

Кайăк сысна кабан
Кайăк сăмах ку тĕслĕхсенче мĕнле пĕлтерĕшлĕ? Тĕрĕс, Кайăк сăмах ку тĕслĕхсенче дикий пĕлтерĕшлĕ. Чăвашла каласан алла вĕренмен, алла хăнăхман, килти мар тени пулать.
6-мĕш хăнăхтару.

Определенисене тупăр та вĕсем мĕнле пупле пайĕсем пулнине тата вĕсен пĕлтерĕшне калăр.
Сарă кĕрĕк, хыçлă çуна, вĕтлĕх вăрман, тилĕ йĕрри, чупакан лаша, темиçе çул, пĕччен пуç, ушкăн йыш, катари аслă çулпа, тулли лавсем, пăтăр-пăтăр тар пĕрчисем, ăмăрт кайăк лашам, унăн йăви.
7-мĕш хăнăхтару.
Хисепе кăтартакан определениллĕ 5 предложени тупăр.
Хисепе хисеп ячĕсемпе кăна мар, чылай, йышлă, нумай, сахал йышши сăмахсемпе те палăртма пулать. Хисеп ячĕсем паллă хисепе кăтартаççĕ пулсан кусем вара паллă мар хисепе кăтартаççĕ.
Нумай- много - нумай енлĕ килĕшÿ-многосторонний договор, нумай хваттерлĕ çурт-многоквартирный дом, нумай çул-многие годы.

Йышлă-многочисленный, большой - йышлă çар-многочисленная армия, йышлă çемье-большая семья.

Чылай- изрядный, значительный, порядочный - чылай пысăк çурт-довольно большой дом, чылай вăхăт иртрĕ- прошло порядочное время.

Сахал-мало - сахал çар-малочисленное войско, сахал маар укçа- немалые деньги, сахал йышлă халăхсем-малочисленные народности, сахал сĕтлĕ ĕне-малодойная корова, сахал юрлă хĕл-малоснежная зима, сахал вĕреннĕ çын- малообразованный человек.

10- мĕш хăнăхтару.

Çырса илĕр. Палăртнă определенисем хăш пуплев пайĕ пулнине, хăйсем ăнлантаракан сăмахпа епле çыхăннине, мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарăр.


  1. Хĕр дежурнăй – хĕр определени япала ятĕнчен пулнă, хăй ăнлантаракан сăмахпа вырăнĕ-йĕркипе çыхăннă; çынни кам?

  2. Хĕр парашютист – хĕр определени япала ятĕнчен пулнă, çынни кам?

  3. Партизан санитар – партизан определени япала ятĕнчен пулнă, çынни кам?

  4. Хĕр тус – хĕр определении япала ятĕнчен пулнă, çынни кам?

  5. Разведчик самолёт – разведчик определени япала ятĕнчен пулнă, япали мĕн?

  6. Алла яхăн пăсара – алла определени хисеп ятĕнчен пулнă, яхăн-хыç сăмах, мĕн чухлĕ?

11- мĕш хăнăхтару.

Определенисем сăмах майлашăвĕсенчен те тăраççĕ. Пуринчен ытларах тĕл пулакан сăмах майлашăвĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: а) темиçе паллă ячĕ юнашар тăрса япала ятне тĕрлĕ енчен кăтартса параççĕ: Ăçта пăхнă унта шап-шурă тикĕс юр выртать.; ă) япала ячĕпе хыç сăмах пĕрлĕшеççĕ: Ача чухнехи кунсем час-часах аса килеççĕ.
Çак тĕслĕхсенче миçешер определени? Вĕсене каласа тухăр.



  1. Çутăлас умĕнхи ачаш çил – 3 определени;

  2. Тĕпелти урлă сак çинчи тĕркелесе хунă вырăн – 6 определени

  3. Ун умĕнхи каç – 2 определени

Вăрманти партизансем – 1 определени
Словарь ĕçĕ: урлă сак – нары, çутăлас умĕнхи ачаш çил – утренний ветерок, ветерок до восхода сонца.
IY.Анлă тата ансăр предложенисем çичен ăнлантарасси.
Кĕçĕн членлă предложение анлă предложени теççĕ.
Тĕслĕхрен: Ăшă çил вĕрет.
Анçăр предложенисене определени хушса анлăлатмалла.
2. Çыру ĕçĕ.
Нумай точка вырăнне тивĕçлĕ определенисем лартса текста çырса илĕр. Автор определенийĕсемпе танлаштарăр та пахалăх енчен хаклăр.
Çуллахи вăрман.

Хаваслă та-çке …………(çуллахи) вăрманта. Уйра халĕ тÿсме çук ……….(вĕри) сывлăш. (Пĕвесенчи) шыв юри такам ăшăтнă пек лĕп,…….(унти) пулăсем ăшăпа аптранă, ……..(вăрманти) сывлăш чуна уçать. ……(Пин-пин) чечек куçа савать, кайăк юрри кăмăла çĕклентерет. ……….(Лапсăркка) çăкасем хушшинче пыл шăрши кĕрет. Унта вĕлле хурчĕсем хура тул ани синчи пекех сĕрлеççĕ. Сывлăм та типсе çитмен-ха. …..

(Ансăр) сукмакăн ……(икĕ) енĕпе ÿсекен упа сари çулçисене сĕртĕнетĕн те, шапăр! кăна тăкăнать…….(çутă) сывлăм тумламĕ.
(А.Артемьев çырнинчен).
Y. Пĕтĕмлетÿ.
Паянхи урокра мĕн çĕннине пĕлтĕмĕр?



  1. Предложенин кĕçĕн членĕпе, определенипе, паллашрăмăр.

  2. Определенисем мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине пĕлтĕмĕр.

  3. Определенисен пĕлтерĕшĕсене, ыйтăвĕсене пăхса тухрăмăр.

  4. Определенисем пайăр ятран, кĕнеке, хаçат-журнал,кинокартина ячĕсенчен пулнине палăртрăмăр.

  5. Определенисем сăмах майлашăвĕсенчен тăнине тишкертĕмĕр.

  6. Ансăр предложенисенчен анлă предложенисем турăмăр.

  7. Подлежащипе сказуемăй çинчен вeреннине аса илтĕмĕр.


Урокра мĕн вĕреннине çирĕплетме 8-мĕш хăнăхтарÿпа ĕçлĕпĕр.
«Туслăх вăйĕ» текстпа ĕçлесси.
Определенисене тупăр та вĕсем е япала ячĕпе тÿрремĕн, е унăн ушкăнĕпе çыхăннине кăтартăр. Хăйсем ăнлантаракан сăмахсемпе определенисем мĕнле мелпе çыхăннине асăрхăр.


Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси. Ачасем туслăх, юлташлăх, тус,юлташ çинчен мĕнле ваттисен сăмахĕсене пĕлетĕр?
1. Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пекех.

2. Туслăхра вăй.

3. Туслăх çынна çунат хушать.

4. Туслăх ĕçре те, кĕрешÿре те пулăшать.

5. Туслăха упрама пĕлекен çын илемлĕ.

6. Туслăх- пурнăç тĕрекĕ.

7. Шанчăклă тусăн хакĕ çук.

8. Туслăхра-вăй та, çитĕнÿ те.

9. Туссăр этем уй варринчи тунката.

10.Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр тус пултăр.

11.Тусран юлни-туссăр юлни.

12.Туспа çул кĕскелет.

13.Юлташна ан пăрах-юлмăн хăрах.

14.Иккĕн иккĕнех: инкек пулсан та çурмалла.

15.Туслăх чи кирлĕ пуянлăх.

16.Юлташпа вăйсăрри те вăйлă.

17.Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр.

18.Тусу çук тăк тупма тăрăш, тупсан упрама тăрăш.

19.Тус пулсан мул та пур.
Текстпа ĕçленĕ хыççăн ачасене Г.Н.Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекипе паллаштарни. Ахальтен мар шкул ачисене халлаланă кĕнекине «Кил илемĕ» тесе ят панă. «Кил» тени авторшăн çуралса ÿснĕ çурт çеç мар, çарран чупса çÿренĕ улăх-çаран кăна та мар, пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕ. Пурнăçра нихăçан та хакне çухатман пуянлăх çинчен – ырă кăмăллăх, туслăх, юрату, çураçупа килĕшÿ çинчен калаçать Г.Н.Волков çамрăк вулаканпа.

Çак кĕнекерех «Акам» ятлă хайлав пур. Хайлавăн тĕп шухăшĕ акă мĕнре – туслăх-пурнăçра чи кирли, чи асли. Çыншăн çын - тус, юлташ, тăван.
Ачасем астăватăр-и, 6-мĕш класра Митта Ваçлейĕн «И мĕн пуян сăввипе паллашнăччĕ, пăхмасăр та вĕреннĕччĕ. Ачасене сăвва тепĕр хут вÿласа паратăп.

Автор шучĕпе, çыншăн чи кирли-сывлăх, туслăх, халăх.
Сывлăх пуян! Мĕншĕн тесен сывлăхсăр телей те пулмасть, ĕç те ăнмасть, кăмăл та сÿрĕк, пурнăç та тĕксĕм.

Туслăх пуян! Мĕншĕн тесен туссемпе пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулать, тус пурри пурнăçра ÿсĕмсем тума çунат парать.

Халăх пуян! Мĕншĕн тесен халăхра тĕлĕнмелле ăс-тăн, шухăш-кăмăл, историпе культура еткерĕ палăрать.
Ыйту: Туслă пулар, халăх ирĕкĕнчен ан тухар тенине эсир мĕнле ăнланатăр-ха?

Хурав:Тăвансемпе, кÿршĕсемпе, ял-йышпа килĕштерсе, туслă пурăннине, халăх йăли-йĕркине тытса Пынине чăвашсем мĕн ĕлĕкрен пысăка хурса хакланă. Çавăнпа сăвăç пире çак йĕркене малалла та çирĕп тытса пыма хистет.

Ыйту: Ку сăвă мĕне вĕрентет?

Хурав: Ку сăвă пире сывлăха упрама, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, пурнăçра шанчăклă юлташ тупма, туслăха упрама, халăх йăли-йĕркине çирĕп тытса пыма вĕрентет.
«И мĕн пуян» сăвă авторĕ Митта Ваçлейĕ , «Туслăх вăйĕ» текст авторĕ те чи пысăк пуянлăх халăх, туслăх, сывлăх пулнине палăртаççĕ.. Пирĕн çакна яланах асра тытмалла: сывлăха упрама, туслăха çирĕплетме, халăха юратма пĕлмелле.
YI.Килте тумалли ĕç: учебникри 13-мĕш хăнăхтарăва пурнăçласси

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Наречипе пулашу пелтерешле пуплев пайесем синчен аса илниЫйту-хуравХанахтарусем пурнасланиСловарь есе
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок\ Урок т\ллев\сем: П\лъ т\ллев\
Анчах яланах ыр=па тав=ратп=р-и-ха эпир ёак ыр=л=хсемш\н? Итлесе п=хар-ха ёут ёантал=к тус\семпе ун=н с=т=рёисен шух=ш\сене. Ачасем...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ? Паян çанталăк мĕнле? Çумăр çăвать-и? Хĕвел пăхать-и? Çил вĕрет-и? Паян мĕн кун? Ыран мĕн кун пулать?...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconЧувашской Республики Муниципальное бюджетное образовательное учреждение...
Иртне уроксенче тата иртне сулсенче чаваш халах юррисем синчен мен вереннине аса илсе сиреплетесси
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Глаголён пурлё тата =уклё формисем: пулас форми? Глаголён наклонени тата вёхёт формисем? В. семпе кала=ура вырёнлё усё курасси тата...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок конкурс 10. Интегрированный урок >11. Межпредметный урок 12....
Изменение временных рамок, оптимальный временной вариант –1,5 астрономических часа. (Нерегламентированный урок)
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconРасписание звонков: 1 урок 00 45 2 урок 55 10. 40 3 урок 10. 50 11....
Муниципальное образовательное учреждение «Домозеровская средняя общеобразовательная школа» расположена по адресу: 162645, Вологодская...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок формирования знаний
Конференция, урок-диспут, урок-лекция, урок-экскурсия,, урок-поиск, урок снежный ком и др
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconТехнологическая карта развития творческих способностей учащихся на уроке
Уроки когнитивного типа: урок-концепт, урок-наблюдение, эксперимент, исследование объектом, лабораторный урок, урок конструирование...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Наряду с обычными уроками я провожу следующие формы уроков: урок-исследование, урок-экскурсия, урок-путешествие, урок-обзор, урок-расследование,...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Современный рынок труда. 28 урок. Пути получения профессии. 29 урок. Навыки самопрезентации. 30 урок. Стратегия выбора профессии....
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок пресс-конференцию, урок-викторину, урок-соревнование, урок-презентацию...
Зачастую дети принимают все, что видят по телевизору и в Интернете, за чистую монету. Они не всегда умеют распознать манипулятивные...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок немецкого языка Классный час Урок химии Урок химии Уроки химии...

Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Обосновывается ли место данного урока в теме, разделе, курсе, его тип (вводный урок, урок изучения, урок закрепления изученного ранее...
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок – последний урок в теме. Учебный предмет
Урок входит в тематический блок "Россия первой четверти XVIII века", проводимый урок – последний урок в теме
Урок тĕсĕ: хутăш урок. Вĕрентÿ тĕллевĕ: вăтам шкулăн пĕрремĕш пусăмĕнче предложенин кĕçĕн членĕсем çинчен вĕреннине аса илесси; определени мĕнле пуплев пайĕсенчен пулнине тата хăй ăнлантаракан сăмахпа мĕнле мелпе çыхăннине тишкересси. iconУрок русского языка в 6 классе «Словари копилки слов»
Данный урок- это один из нетрадиционных уроков, который можно проводить как вводный, так и обобщающий. Примером обобщающего урока...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск