Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2

Скачать 111.25 Kb.
НазваниеПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2
Дата публикации23.01.2014
Размер111.25 Kb.
ТипЛитература
100-bal.ru > Литература > Литература
Чёваш Республикин Канаш район.нчи «Сухайкассичи п.т.м.шле вётам п.л\ паракан шкулта» чёваш ч.лхипе литератури в.рентекен. Ертсе пыракан. – чёваш ч.лхипе литератури кафедрин доценч. Иванова Надежда Григорьевна

8-мĕш класра К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентесси (4 сехет)

1-мĕш урок

К.В.Иванов пултарулăхĕн паллă енĕсем. «Нарспи» поэмăн теми, тĕп шухăшĕ («Силпи ялĕнче» сыпăк).
Урок тĕсĕ: çыравçă пултарулăхĕпе паллашмалли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: кашни çынра пултарулăх пуррине ĕнентересси, сăвăçăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе паллашса пултарулăха аталантарма хавхалантарасси, «Нарспи» поэма илемĕпе киленме вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхĕн литературăра палăрнă тапхăрĕсем тата вăл пурăннă тапхăрти ĕçсемпе çынсем çинчен вĕрентесси; «Силпи ялĕнче» сыпăкăн темипе тĕп шухăшне кластер тата синквэйн мелĕсемпе тупма хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасене шухăшлама, ĕнентерÿллĕ пĕтĕмлетÿсем тума пулăшасси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ыйту-хурав, илемлĕ вулав, текстпа ĕçлесси, шырав-тĕпчев, «Хайлаври персонажсем, вĕсем хушшинчи çыхăну» ятлă таблица йĕркелесси, кластер тата синквэйн тăвасси.

Пуплеве аталантарас хăнăхусем: çыравçă пултарулăхĕн синхронлă таблицине пăхса пĕтĕмлетÿсем тăвасси; сăнарсене палăртакан кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси; хайлавра илемлĕх мелĕсемпе усă курнине палăртасси; уйрăм сăнарсем çинчен каласа парасси.

Литература теорийĕ: лиро-эпикăллă поэма, «Нарспи сăвви», персонажсем, темăпа тĕп шухăш, композици.

Словарь ĕçĕ:

Классик – наци тата тĕнче культурисенчи пысăк пĕлтерĕшлĕ, литературăпа искусствăн халăх хапăл туса йышăннă чи паха та чи чаплă хайлавĕсене çыракан; сăмахран, чăваш литературинче классиксен шутне К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, Ф.Павлов, С.Элкер, П.Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ тата ыттисем кĕреççĕ.

Иллюстратор – кĕнеке илемлетекен – хайлав содержанийĕпе, тĕп шухăшĕпе тачă çыхăннă ÿкерчĕксемпе гравюрăсем тăвакан; тĕслĕхрен, К.Ивановăн «Нарспи» кĕнекине илемлетекен – П.Сизов художник.

Каллиграфи – илемлĕ çырас ăсталăх.

Корректура – наборланă йĕркесен оттискĕсенчи йăнăшсене тÿрлетекен.

Экстерн йĕрки – шкулти е университетри программăна хăй тĕллĕн вĕренсе экзамен пани.

Реалистлитературăпа ÿнерте пурнăç чăнлăхне (халăхăн истории аталанăвне, пурнăçри социаллё пулăмĕсене) туллин те тĕрĕс кăтартакан.

«Нарспи» сăвви – К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи тăватă йĕркеллĕ çаврасем (катренсем) пилĕкшерĕн-пилĕкшерĕн шухăшпа сăнарлăх тĕлĕшпе пĕрлешсе тăни; 20 йĕркерен тăракан сăвă çыххи (çирĕм йĕркелĕх); тĕслĕхрен, пĕрремĕш сăвă çыххи «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче» тенипе пуçланать те «Чупса çÿрет урамра» йĕркепе вĕçленет.

Лиро-эпикăллă поэма – халăхсемпе уйрăм çынсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ паллăрах самантсене эпикăллё тата лирикăллё каласа пани, чăн пурнăçри лару-тăрăва сăнарсем урлă кăтартни. Унăн паллисем – темиçе сюжет йĕрĕ, геройсен тĕнчине аталанура, характерĕсене туллин кăтартни, вĕсем ĕçĕсенче, шухăш-туйăмĕнче, кил-çурт таврашĕнче курăнни; тĕслĕхрен, К.Ивановăн «Нарспи» поэми.

Тема – хайлавра мĕн çинчен каласа кăтартни.

Тĕп шухăш – çыравçă хайлавра сăнласа кăтартнă пурнăç пулăмĕн пысăк шухăшĕ, пĕлтерĕшĕ.

Композици (хайлав тытăмĕ) – илемлĕ хайлавăн пĕтĕмĕшле тытăмĕ; хайлавăн темăпа тĕп шухăша уçса пама кирлĕ уйрăм пайĕсене, паллисене, сăнарĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса йĕркелени.

Персонаж – литература хайлавĕнчи геройăн пĕтĕмĕшле ячĕ (вăл çын, чĕрĕ чун, асамлă вăй, япала т.ыт.те пулма пултарать).

Анкарти – хыçалти пахча.

Çăтмах – çÿлти патшалăх, леш тĕнчери ырăлăх, çав тери чаплă пурнăç.

Нар – питĕ; нар – красота; нар пек хитре – питĕ илемлĕ;

Калăмĕлĕкхи чăвашсен хальхи Мăн кун уявĕпе пĕр килнĕ çурхи тĕн уявĕ; аслă калăм – уяв пуçламăшĕ, Мăн кун умĕнхи кун.

Кирлĕ хатĕрсем: мультимедиа проекторĕ; слайдсем; К.В.Иванов портречĕ; «Нарспи» телепоэма сыпăкне кăтартни (режиссёрĕ – Вячеслав Оринов; вылякансем – Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен чăваш çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем).
Урок эпиграфĕ: Константин Иванов – чăваш халăхĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ,

çĕнĕ çырулăхĕпе илемлĕ сăмахлăхне никĕслекенĕ, чăваш

поэзийĕн малтанхи алмазĕ. Вăлах – пирĕн фотожурналист,

художник, декоратор, вăлах – ăста педагог, фольклорист,

кĕнекеçĕ, вăлах – ытарайми ал ăсти

Виталий Станьял, филологи наукисен кандидачĕ
Урок юхăмĕ:

I. 1. К.В.Иванов пултарулăхĕ, сăвви-юмахĕ çинчен пуçламăш тата вăтам классенче вĕреннине аса илни.

Сăвăллă юмахĕ: «Икĕ хĕр», сăвăллă халапĕсем: «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм»

II. 1) К.В..Иванов пултарулăхĕн тĕрлĕ енлĕ талантне уçса пани (презентаципе усă курни) Урок темипе, эпирграфпа, тĕллевсемпе паллаштарасси (доска çине çырса хумалла; темине, эпиграфа ачасене тетраде çыртармалла).

План:

  • К.В.Ивановăн чăваш литературинчи вырăнĕ.

  • Поэт пултарулăхĕн паллă енĕсем: поэт (эпик, лирик, драматург), фольклорçă, ÿкерÿçĕ, фотограф, иллюстратор, редактор, педагог, ал ăсти, куçаруçă.

  • «Нарспи» поэма жанрĕ (Нарспи сăвви).

  • «Силпи ялĕнче» сыпăкăн теми, тĕп шухăшĕ .

2) «Нарспи» сăвви ăнлавпа паллаштарни.

3) Хайлав тытăмне ăнлантарасси («Нарспи» поэма 14 юрăран (сыпăкран) тăрать)

7 сыпăк, 3 пусăм

III. 1) «Хайлаври персонажсем, вĕсем хушшинчи çыхăну» таблица тăвасси.

2) Ыйту-хурав: Мĕншĕн хăш-пĕр персонажсен ячĕ çук? Вĕсем поэмăра мĕнле вырăн йышăнаççĕ? Çак персонажсем камăн пурнăçне кăтартаççĕ?

Персонажсем

Хайлав тытăмĕнчи вырăнĕ (пĕлтерĕшĕ)

Персонажсен ĕçĕ-хĕлĕ

Шăхличĕ калакан

кĕтÿç ачи

,ç умĕ, декораци тăвакан персонажсем - (ĕç хăш вăхăтра, хăш тапхăрта, ăçта пулса иртнине кăтартаççĕ)

Хăй кĕтĕвĕ патĕнче

Ача шăхличĕ калать,

Хырăмĕ пит выçнипе

Силпи ялнелле пăхать.

Пулă тытакан старик

Авă кĕпер çийĕнче

Старик ларать вăлтапа:

Йăпăрт-япăрт пуллине

Улталасшăн ăманпа.

Шыва кĕрекен ачасем

Ав ачисем çÿл енче

Шывра ишсе çÿреççĕ,

Пулă тытан ваттине

Хирĕçтерме пĕлеççĕ.

Пĕр çын

Акă пĕр çын кĕперпе

Каçса пырать çырмана;

Çырма урлă каçрĕ те

Кĕрсе карĕ вăрмана.

Ял халăхĕ:

çынсем

ача-пăча

хĕрсем

каччăсем

Урам тăрăх çыннисем

Улпут пекех утаççĕ.

Пÿрт хыçĕнче шавласа

Ачи-пăчи выляççĕ.

Нар пек хитре хĕрĕсем

Акăш пекех утаççĕ.

Чăнкăр-чăнкăр тенкисем

Йăлтăртатса пыраççĕ.

Çĕр çĕмĕрсе каччăсем

Ташлать хапха умĕнче.

Ÿсĕр чăваш çынни

Пурнăçри тÿнтер пулăма, сивлек ене уçса паракан персонаж.

Нумай ĕçле, нумай çи,

Хытă тарла, хытă ĕç!

Эрех тесен ĕç çынни

Нихăшĕ те тиркемест.

Вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр,

Вăхăчĕпе ĕçĕпĕр.

Килте ĕçме пулмасан

Кÿршĕ патне кĕрĕпĕр.

Лирикăлла

калуçă

Ĕç-пуçа йĕркелесе тăракан, автор ăнланулăхне уçса паракан.

1) Пурăнăçсем, ах, аван

Аслă Силпи ялĕнче!

2) Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен: Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать:

Анчах вăйлă этем те

Хăй тĕнчине пăхăнать. Укçапала эрехех

Çынна ăсран кăларать.

2) Ĕçе-ĕçе каçалла

Усĕр чăваш ывăнать,

Çуркуннехи пылчăк та

Канма çемçе туйăнать.

1) Чăваш часах урăлмасть,

Мухмăр иртсе каяймасть.

2) Ĕнтĕ, ÿсĕр чăвашсем

Урăр çине тăрăр-ха!..

3) «Нарспи» поэмăри «Силпи ялĕнче» сыпăкăн темипе тĕп шухăшне кластер тата синквэйн мелĕсемпе палăртни.
ЭТЕМ СИЛПИ ЯЛĔ ПУРНĂÇ
Çут çанталăк

Çут çанталăк

ЭТЕМ

1-мĕш çирĕм йĕркелĕхĕн (Нарспи сăввин) кластер таблици

Япала ячĕсем

Паллă ячĕсем

Глаголсем

Пуш

Уйăх(ĕн)

Вĕçĕ(нче)

Хĕвел

Силпи

Чăваш

Ялĕ(нче)

Юр

Тусем

Сăртсем

Юр(ĕ)

Курăк

Хĕвел

Хĕл

Куççуль(пе)

Кун(шăн)

Путăксемпе

Варсемпе

Шыв

Хĕвел

Хĕл

Куççулĕ

Çырма(ра)

Ачи-пăчи

Урам(ра)

Хуп-хура

Çăп-çăра

Хытă

Сивĕ

Хаяр

Сивĕ

Пăхрĕ

Ăшăтса

Ирĕлчĕ

Васкаса

Кайса

Пĕтнĕрен

Тухать

Хĕртнĕрен

Иртет

Каять

Йĕрсе

Хурланса

Йĕрет

Иртнĕ

Хуйхăрса

Çĕмĕрĕлсе

Кĕрлет

Йĕрсен

Хĕртнĕçем

Хĕртет

Шавласа

Юхса

Кайрĕ

Выляса

Чупса

çÿрет

25 → хĕвел – 3

Хĕл – 2

Куççуль – 2

Юр – 2

6 → сивĕ - 2

26 → кай – 3

Хĕртет – 3

Йĕр – 3

Иртнĕ – 2

3-мĕш çирĕм йĕркелĕхĕн кластер таблици

Япала ячĕсем

Паллă ячĕсем

Глаголсем

Силпи

Ял(ĕ)

Ял

Вăрман

Ăшĕ(нче)

Кантур

Çурчĕсем

Йăмрасем

Айĕ(нче)

Ял(ĕ)

Укăлча

Çатан

Укăлча

Капан(лă)

Анкарти

Çимĕç(лĕ)

Пахча

Урам

Тăршшĕ(пе)

Хăма

Çурчĕсем

Урам

Айкки(пе)

Сачĕсем

Çуртсем

Кил карти

Чул

Хÿме

Хапха

Тăрă(ллă)

Силпи

Ял(ĕ)

Ял

Хула

Чăваш(сен)

Мул(ĕ)

Пуян

Ват

Çĕнĕ

Кив

Тĕрлĕ

Аслă

Ем-ешĕлех

Сарă

Аслă

Ларать

Витнĕ

Çавăрнă

Чĕнтĕрленĕ

пур

36 → ял – 5

çурт – 3

Силпи – 2

урам – 2

9 → аслă – 2

5

6-мĕш çирĕм йĕркелĕхĕн кластер таблици

Япала ячĕсем

Паллă ячĕсем

Глаголсем

Тĕнче(ре)

Этем(рен)

Шывсем

Çĕр

Хуçа

Этем

Тĕнчи(не)

Укçа(пала)

Эрех(ех)

Çын(на)

Ăс(ран)

Калăм

Эрни(нче)

Чăваш

Нÿхреп

Ăшĕ(нче)

Сăра

Йĕрки(пеле)

Праçник(е)

Кун

Урам(ра)

Çынсем

Каç

Вăрмана

Сасă

Çутă

Вăйли

Вăйлă

Аслă

Тарăн

Ÿсĕр

Хытăрах

Пулса

Тăрать

Пăхăнать

Кăларать

Ĕçмен-ши

Пĕтмен-ши

Ĕçнĕ

Çинĕ

Сикнĕ

Тăвас

Тетĕн

Иртнĕçем

Пулнăçем

каять

25 → этем (çын) – 4

тĕнче – 2

7 → вăйлă – 2

14

IV. Автор калас шухăша вĕренекенсем ăнланса илнине çирĕплетме, сыпăка тишкернине пĕтĕмлетсе синквэйн тăватпăр.

1 япала ячĕ

2 паллă ячĕ

3 глагол

Предложени

Синоним (метафора)

Этем

Вăйлă, =утё

Пăхăнать, ĕçет, çиет

Вăйлă, =утё çын та хăй тĕнчине пăхăнать

Пурнăç

Хĕвел

Хытă, хаяр

Каять, хĕртет, йĕртет

Хытă, хаяр хĕвел хĕрхенмесĕр хĕртет.

Пурнăç
Ял

Аслă, ватă

Ларать, çавăрнă, пур

Аслă, ватă яла вăрман ăшне лартнă

Пурнăç

Тема

Тĕп шухăш

Проблема

Ĕлĕкхи пурнăç

Силпи тёрёхёнчи т.сл.хпе чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне кăтартни

Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать
V. 1) К.В.Иванов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан кĕнекесемпе альбомсем тата вĕренÿ кĕнекинчи 114-117 стр. ум сăмах тăрăх çыравçă пултарулăхĕн синхронлă таблицине тăвăр.

2) «Силпи ялĕнче» сыпăка туллин вулăр;

3) Вуланё сыпăкра илемлĕх мелĕсене тупăр.

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Проектно-образовательная деятельность по формированию у детей навыков безопасного поведения на улицах и дорогах города
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Цель: Создание условий для формирования у школьников устойчивых навыков безопасного поведения на улицах и дорогах
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
«Организация воспитательно- образовательного процесса по формированию и развитию у дошкольников умений и навыков безопасного поведения...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Цель: формировать у учащихся устойчивые навыки безопасного поведения на улицах и дорогах, способствующие сокращению количества дорожно-...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Конечно, главная роль в привитии навыков безопасного поведения на проезжей части отводится родителям. Но я считаю, что процесс воспитания...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Поэтому очень важно воспитывать у детей чувство дисциплинированности и организованности, чтобы соблюдение правил безопасного поведения...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Всероссийский конкур сочинений «Пусть помнит мир спасённый» (проводит газета «Добрая дорога детства»)
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Поэтому очень важно воспиты­вать у детей чувство дисциплинированности, добиваться, чтобы соблюдение правил безопасного поведения...

Школьные материалы

При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск