Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий»





НазваниеПояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий»
страница5/13
Дата публикации19.09.2014
Размер1.88 Mb.
ТипПояснительная записка
100-bal.ru > Военное дело > Пояснительная записка
1   2   3   4   5   6   7   8   9   ...   13

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиени хăнăхăвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкăна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.

Пĕчĕк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (5 ушкăн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ÿ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3)а, ă, ю, ф, д, б, я; 4)с, ç, е, ĕ,ё, ч, ъ , в; 5) э, х,ж, к.

Пысăк саспаллисене йывăрлăх енчен ушкăнласа (4 ушкăн) çырасси: 1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Л, М, А, Ă.

2)О, С, Ç,Х, Е,Ё,,Ĕ, З, Э, Я;

3)Ж,У,Ÿ,Н, К, Ю, Р, В, Ф; 4) Г, П, Т, Б, Д.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмaxceм: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ăмăрт кайăк, библиотека, больница, выльăх, вырсарни кун, герой, дежурнăй, ешчĕк, ёлка, журнал, йăмăк, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тăвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тырпул, улмуççи, учитель, учительница, ÿхĕ, физкультура, хĕлле, чăх-чĕп, шăллăм, шăмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.

II КЛАСС ПĔТЕРЕКЕН АЧАСЕН ПĔЛĔВĔСЕМ, ĂСJlAЙĔСЕМПЕ ХĂНĂХĂВĔСЕМ

II класран вĕренсе тухнă тĕле ачасем алфавитри саспаллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсене, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлмелле

Bĕpенeкeнceм çак ăслайсене хăнăхмалла: 35-40 сăмахлă текста каллиграфи тĕлĕшĕнчeн тĕрĕс те таса, саспаллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр пăхса çырма;

25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма; сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма;

çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене тĕрĕс çырма;

çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллипе пуçласа çырма;

сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе саспаллисен йĕркине тата хисепне палăртма);

япалана, унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама;

предложенин тĕп членĕсене - подлежащипе сказуемăя тупма;

ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма;

предложение пысăк саспаллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма;

30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложениллĕ текст тума.
III класс
Пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхене ансат тишкерме, чĕлхе ăслăлăхĕн терминĕсемпе усă курма вĕрентесси

Маларах вĕреннине аса илсе çирĕплетесси. Ачасен вулавпа çыру хăнăхăвĕсене, çыхăнуллă калаçас, пуплеве тăнласа ăнланас мехелĕсене малалла аталантарасси. Пуплевĕн тĕп ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнуллăн тата вĕсем çине таянса тăван литература чĕлхин пур сийĕсемпе те усă курма пĕлнине лайăхлатасси, чĕлхене тишкерме, лингвистикăн ансат пĕлĕвĕсемпе усă курма вĕрентесси.

Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн пайĕсене уйăрасси, вĕсене ят парасси. Вĕрентỹçĕ ертсе пынипе калуллă текстăн планне тăвасси.

Текста вуласа унăн тĕп шухăшне палăртасси. Текстăн пĕтĕмĕшле тытăмĕ: пуçламăшĕ,тĕп пайĕ, вĕçĕ.

Хатĕр е ушкăнпа тунă планпа усă курса текст тăрăх изложени çырасси.

Темиçе е пĕр ÿкерчĕк тăрăх тата пурнăçра курни-илтни (вăйăсем, ачасен ĕçĕ-хĕлĕ, çут çанталăка сăнани, тĕрлĕ çĕре экскурсие кайни, ялти ватăсене пулăшни) çинчен çыхăнуллă калав йĕркелесси, ун хыççăн сочинени çырасси.

Харпăр хăй ĕçĕ çинчен кама та пулин (юлташа, асатте-асаннене) çыру çырса пĕлтересси.

Пуплев этикечĕ. Сăмах вĕççĕн е çыру çырса хăнана чĕнесси, саламласси. Сăпайлăх сăмахĕсемпе усă курасси. Телефонпа калаçасси.

Çулĕпе аслăрах çынна чăвашла сумласа чĕнмелли сăмахсем (пичче, аппа, инке, мучи, кинемей).

Ěç хучĕсем. Класри е шкулти хаçата заметкăсем çырасси. Библиотекăран илсе вуланă кĕнекесен списокне туса пыма пĕлесси.

Сăмах йышне анлăлатасси. Āру-тăванлăх терминĕсем. Тăванлăха атте, анне енчен кăтартакан таблицăсем.

Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: кĕпе-йĕм, атă-пушмак, шăлавар, костюм, кофта, куртка, тумтир, перчетке, кĕрĕк, пиçиххи, сандалет, сараппан, тапочка, тăлăп, туфли, шарф, шлепке, юбка, кроссовка, атă, çăм, атă, кăçатă, калуш;

япаласен, пулăмсен паллисене пĕлтерекен сăмахсем: кĕрхи, çурхи, хĕллехи, çуллахи, майлă, юрăхлă, тăвăр, аслă, пысăк, меллĕ, ансăр, анлă;
ĕçе-пĕлтерекен сăмахсем: салтăн, ура салт, хыв, хывăн, тăхăн.

Кил-çуртри япаласен ячĕсем: варинкке, куç кĕски, кастрюль, сăпка, валашка, кăкшăм, тенкел, простынь, сăмавар, умывальник, ухват, питлĕх, утюг, хунар, чейник, чăматан, этажерка, холодильник.

Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: ампар, хÿме, хуралтă, крыльца, шаршан, алăк янахĕ, чÿрече хашакки (янахĕ), путвал, пура, карçинкка.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан тĕрлĕ пуплев пайĕсем: арпус, варени, иçĕм, квас, кефир, консерва, котлет, мармелад, пирожнăй, повидло, пÿремеч, рис, салат, сосиска, сухари, тултармăш, халва, хуплу, шăрттан, шоколад, пельмень, çу;

выльăх (ÿсен-тăран), çăвĕ, сарă çу, услам çу, какай шÿрпи, аш (çĕр улми, пулă, кишĕр) котлечĕ, котлет фаршĕ, пан улми мармелачĕ, аш пельменĕ, пельмень чусти, бисквит пирожнăй, çĕр улми пÿремечĕ, аш (симĕс сухан) салачĕ, кăвакал хуплăвĕ, чие(хурлăхан, хурăн) çырли варенийĕ, иçĕм сĕткенĕ, çăкăр кăвасĕ, çырла квасĕ, (пулă, аш) консервĕ, ăшаланă çăмарта, йÿçĕтнĕ улма, типĕ иçĕм, какай шÿрпи;

апат-çимĕç таварĕсем, консерв банки, пĕр порци, салат савăчĕ, çимĕç шкапĕ, çăкăр тутти;

Йывăç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акаци, бамбук, катăркас, кашкăр çырли, кăпчанкă, кедр, лиственница, пальма, уртăш, шурă чăрăш;

бамбук туя, лăсăллă йывăç, катăркас çырли, кедр мăйăрĕ, пальма çулçи, уртăш çырли.

Ÿсентăран ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йÿçĕ курăк, кăвак çеçпĕл, пăлан мăкĕ, хаяр çырли, куккук йĕтĕнĕ, кашкăр çырли, йÿçĕк курăк, тимофеевка, чĕрĕп ути, сÿсен, хĕрлĕ клевер, чăрăш тăрри, йÿçĕ чĕп куç, упа кĕпçи, хир сĕлли, шур ут, кĕтÿç хутаçĕ, утмăл турат, йыт пырши, кăшман курăкĕ, хăмăш, ÿхлĕм, пĕтнĕк, кукша пуç, шапа хупаххи, упа сарри, майра кĕпçи, шур чечек, çерçи кĕпçи, кăшкар ути, анра çарăк;

авăр, çĕр улми аври, хăмла аври, вăрă, йывăç вулли, кĕпçе, кучан, лăсă, чăрăш лăсси, сухăр, хыр сухăрĕ, тĕшĕ, мăйăр тĕшши, кукуруза тĕшши, ÿсен-тăран, хуйăр, юман хуйăрĕ, хуп, çăка хуппи (хупĕ), юман хуппи, хурăн хуппи, шерепе, сĕлĕ шерепи, хăмла шерепи, шерепеллĕ, сухăрлă, тĕшĕллĕ.

Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: анис, антоновка, йĕплĕ çырла, слива, кăвак çырла, кĕтмел, китайка, кÿкен, петрушка, пĕрлĕхĕн, сырлан, укроп, шур çырли, турнепс, редис:

анис улма, китайка улми, петрушка тымарĕ, слива варенийĕ, сырлан тĕмĕ, сырлан çăвĕ, укроп вăрри, улмуççи сып.

Кăмпа ячĕсем: ăвăс кăмпи, кăрăç, кăтра кăмпа, хурăн кăрăçĕ, хыр кăрăçĕ, хура кăрăç, шурă кăрăç, сăвăр кăмпи, мăк кăмпи, сарă кăмпа, симĕс кăмпа, çĕр кăмпи, така кăмпи, кăмпа туни, кăмпа шлепки.

Тискер кайăк ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: арăслан, арлан, ăтăр, йĕке хÿре, калта, кашкăр, кăш, мулкач, пакша, пăлан, пăрăнтăк, пăсара, пăши, сăсар, çĕлен, çĕлен-калта, çĕр мулкачи, çÿлевĕç, тигр, тилĕ, тимĕр шапа, упа, упăте, хир сысни, хурăн пуçлă çĕлен, тыркас, чĕрĕп, хир шăшийĕ, шăши, кашкăр çури, шурă мулкач, пăлан пăрушĕ, пăши ĕни (пăрушĕ), шурă упа, упа çури;

Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: карăк, сар кайăк, чепчен, кукăр сăмса, шурлăх тăмани, карăш, кайăк кăвакал, кăйкăр, вĕлтрен тăрри, хĕрен, çара çерçи, ăмăрт кайăк, пилеш кайăкĕ, ула такка, вĕршĕн, ÿхĕ, чарлан, чайка, текерлĕк, шăкăлчи, пингвин, павлин, страус, пăчăр;

çăткăн, сарă, хĕрлĕ, кăвак;

çавăр (йăва), ÿхлет, кăраклат, куккукла, сăх, тыт, юрла, танкка, чĕвĕлтет; карăш картлатать, путене авăтать, чакак чаклатать;

карăк туйĕ, кăсăя куй сырăшĕ, çерçи йăви.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем: пыл хурчĕ, сăрă, тĕкĕл тура, шыв нăрри, шыв хăнкăли, çĕлен лаши.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: акула, ăптă, кăртăш, осетр, рак, сарă, карас, çуйăн, тритон, уланкă, хура карас, шапа, шапа чĕппи, шăла, шерĕх, шыв çи, пулă чĕппи;

тинĕс пулли, вĕтĕ çупах, шапа хуранĕ, рак хаччи, сазан хуппи, чĕрĕ пулă;

вăлча сап, карп ĕрчет.

Чĕлхене ансатăн тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси. Сăмах тытăмĕ: тымар тата аффиксем. Сăмах тăвакан тата сăмаха улăштаракан аффиксем. Япалана пĕлтерекен сăмахсем çумне –çă(-çĕ), -лăх(-лĕх), -у(-ÿ) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсене сăнасси. Пĕр тымартан пулнă сăмахсене асăрхаса ушкăнласси, аса илсе каласси, çырасси (çыр – çыру – çырулăх, кала – калав – калавçă).

Япала ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем. Япала ячĕсем пĕрреллĕ тата нумайлă хисепсенче пулни. Вĕсем ытти сăмахсемпе çыхăннă чухне тĕрлĕ аффикс йышăнни, ÿкĕм (падеж) термина асăнмасăр вĕсен ыйтăвĕсемпе аффиксĕсене пăхса тухни.

Камăнлăх аффиксĕсем йышăннă япала ячĕсем тĕп мар падежри пĕрреллĕ хисепри (терминсене асăнмасăр) формисемпе пуплевре усă курасси (аттеме, аттемпе, аçуна, ашшĕне, ашшĕпе т.ыт.те).

Глагол. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Глагол вăхăчĕсем: хальхи вăхăт, пулас вăхăт, иртнĕ вăхăт (кайрăм, илтĕм, вулар, пĕлчĕ).

Паллă ячĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ, ыйтăвĕсем. Вăл япала ячĕпе тата глаголпа çыхăнни. Япала ячĕпе тата глаголпа çыхăннă паллă ячĕсем вĕçленменни. Пĕрешкел е çывăх пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (илемлĕ, капăр, хитре, чипер).

Япаласен хисепне пĕлтерекен сăмахсем (пĕрре, иккĕ, саккăр, вуннă, пĕрремĕш, иккĕмĕш, çиччĕмĕш, вуннăмĕш).

Предложени. Калуллă, ыйтуллă тата хистевлĕ предложенисем. Кăшкăруллă предложени. Предложенин тĕп членĕсем --- подлежащипе сказуемăй. Предложенин кĕçĕн членĕсем. Предложенисене кĕçĕн членсемпе анлăлатасси.

Орфографипе орфоэпи. Э, е, ё, ю, я саспаллисемпе усă курма пĕлесси. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ саспаллисене тĕрĕс вулама, çырма пĕлесси.

Сăмах тĕпĕнчи вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспалли çырса палăртасси: а) çăрттан, паттăр, параппан, суккăр, маттур, тăвайкки, тĕттĕм, турилкке; ă) пĕрре, иккĕ, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ,аллă; б) ачашшăн, хуллен, вăрттăн, пысăккăн, симĕссĕн, шуррăн; в) валли, хыççăн.

Хутăш сăмахри ч умĕнчи хупă сасăсен çемçелĕхне ятарласа палăртманни: калча, мунча, пăнчă, шалча, вăлча, анчах, хупăлча.

Ç, ч саспаллисем хыççăн ы е и çырасси: а) çыру, çын, çырма, чылай, чыс, çывăх, çырла; ă)çимĕç, чикĕ, читлĕх, çинче.

Уçă е л сасăпа пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне –лă(-лĕ), -ла(-ле) аффиксем хушăнса пулнă сăмахсенче икĕ пĕр пек саспалли футбол-футболла, лапта --- лапталла, пукане --- пуканелле, шашка --- шашкăлла; ă) сухал --- сухаллă.

Нумайлă хисеп аффиксĕнчи с сасса (вăл умĕнхи ш, ç, сасăсемпе пĕрпекленнĕ тĕслĕхсем) тĕрĕс палăртасси: юлташсем, тантăшсем, чăрăшсем, лĕпĕшсем, чĕкеçсем.

Хальхи вăхăтри пĕрреллĕ хисепри глаголсене тĕрĕс каласси, çырасси: ташлатăп, вĕренетĕп, ĕçлетĕп, юрлатăп, вĕренетĕн, ĕçлетĕн, ташлать, юрлать, вĕренет, ĕçлет
Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиенин хăнăхăвĕсене çирĕплетесси. Пĕр йĕр тăрăх çырма хăнăхтарасси. Кăткăс ĕлкеллĕ саспаллисемпе вĕсен çыхăнăвĕсене хăвăртрах, таса та илемлĕ çырасси.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сăмахсем: автобус, автомобиль, арçын ача, ăс-тăн, ăшшăн, бригада, велосипед, виçĕм кун, грузовик, диктант, ĕç халăх, задача, зарядка, шăнкăрав, инке, йĕлтĕр, йĕпе-сапа, йĕри-тавра, канфет, карçинкка, кăсăя, кравать, Кремль, отличник, параппан, пограничник, пуйăс, радио, расписани, союз, çеçен хир, çĕр улми, çĕршыв, çил-тăвăл, çил-тăман, çулталăк, телевизор, тумтир, тыр-пул, ула такка, хĕр ача, чĕр чун, чукун çул, шăмат кун, шофер, ытлари кун, эмел, эрне кун, юн кун, юхан шыв, ял-йыш, ял хуçалăх, январь
III класс пĕтерекен ачасен пĕлĕвĕсем, ăслайĕсемпе хăнăхăвĕсем:

III класран вĕренсе тухнă тĕле ачасен çаксене пĕлмелле:

сăмахăн пайĕсем --- унăн тымарĕпе аффиксĕсем;

пуплев пайĕсем ---япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ; н т: пыл хурчакХурт-к(й

предложени тĕп (подлежащи, сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем.
Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсене хăнăхмалла:

вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 40-45 сăмахлă текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарăну (пăнчă, ыйту е кăшкăру) палли лартма;

сăмахсен сасă тытăмне сăнама: сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм ÿкни-ÿкменнине пĕлме, хупă сасă хытти-çемçине, янăравлă-янăравсăррине туйма, сăмахри сасăпа саспалли хисепне уяма;

сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) калама;

пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлама;

предложенири сăмахсен çыхăнăвне асăрхама, сăмах майлашăвĕсене уйăрма;

предложени тытăмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вăл калуллă, ыйтуллă е хистевлĕ, кăшкăруллă е кăшкăрусăр пулнине палăртма, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва ыйту лартса тупма); ушкăнпа тунă е хатĕр планпа усă курса 55-65 сăмахлă изложени çырма вĕренсе çитмелле
IV класс

Чĕлхене ансат тишкересси. Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси

Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухăшĕ. Текст тытăмĕ (композици)

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнăçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, сăнани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтассине, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ- амăшне, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси.

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сарделька, студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купăста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçлă, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтăн! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, тăварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт,кĕсел).

Çут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Çурçĕр çăлтăрĕ, ейÿ, лачака, океан, континент , тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

Ÿсен- тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен , ут куçĕ, авăн хаяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йÿçĕ курăк, ниш курăкĕ (лантăш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем: жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна, вис, йĕп вăрри, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт-хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле-хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сăрă хурт, хурт ами, шăрчăк чăрăклатать, эрешмен карти.
1   2   3   4   5   6   7   8   9   ...   13

Похожие:

Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
В работе представлен сценарий урока изучения темы Дыхание для 8 кл по индивидуально-групповой методике. Важнейшей задачей современной...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
В работе представлен сценарий урока изучения темы Дыхание для 8 кл по индивидуально-групповой методике. Важнейшей задачей современной...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
«научить учиться». Важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности универсальных учебных действий,...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Важнейшей задачей современной системы образования является формирование универсальных учебных действий, обеспечивающих школьникам...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
«научить учиться». Важнейшей задачей современной системы образования является формирование универсальных учебных действий, обеспечивающих...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПояснительная записка Общая характеристика учебного предмета, курса «Русский язык»
Федеральном государственном стандарте общего образования второго поколения. В ней также учитываются основные идеи и положения программы...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма формирования универсальных учебных действий у обучающихся...
Программа формирования универсальных учебных действий составлена в соответствии с требованиями федерального государственного общеобразовательного...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПояснительная записка. Планируемые результаты освоения обучающимися...
Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся на ступени начального общего образования
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПояснительная записка. II. Планируемые результаты освоения обучающимися...
Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся на ступени начального общего образования
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма формирования универсальных учебных действий
Одной из важнейших целей начального образования в соответствии с Федеральным государственным образовательным стандартом начального...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconСтатья «Формирование вычислительных навыков при изучении темы логарифм»....
В проекте представлены результаты мониторинга формирования и развития универсальных учебных действий учащихся в соответствии с требованиями...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПрограмма формировании универсальных учебных действий у обучающихся...
Пояснительная записка к основной образовательной программе начального общего образования
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconПояснительная записка 2 Планируемые результаты освоения обучающимися...
Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся на ступени начального общего образования
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» icon1. Пояснительная записка Планируемые результаты освоения обучающимися...
Формирование универсальных учебных действий (личностные и метапредметные результаты)
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconУниверсальных учебных действий у обучающихся на ступени основного общего образования
Цель формирования универсальных учебных действий обеспечение системного подхода к личностному развитию и формированию универсальных...
Пояснительная записка в соответствии с требованиями стандарта второго поколения начального общего образования, важнейшей задачей современной системы образования является формирование совокупности «универсальных учебных действий» iconРабочая программа по технологии разработана на основе Федерального...
Министерством образования РФ и соответствует федеральному компоненту государственных образовательных стандартов начального общего...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск