Рабочая программа по предмету «Родной язык»





Скачать 477.12 Kb.
НазваниеРабочая программа по предмету «Родной язык»
страница1/4
Дата публикации23.06.2014
Размер477.12 Kb.
ТипРабочая программа
100-bal.ru > Культура > Рабочая программа
  1   2   3   4
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Алдиаровская средняя общеобразовательная школа»

Янтиковского района Чувашской Республики»



Рассмотрено:

на заседании ШМО учителей

начальных классов

Протокол № от ______ 2012 г.


УТВЕРЖДЕНА

приказом № 81/1 от «30» августа 2012 г.

Директор школы:

___________________ Л.А. Кабакова



Рабочая программа по предмету

«Родной язык»

4 класс
2012 - 2013 учебный год


Учитель: Ильина Надежда Анатольевна

Программа разработана на основе:


  1. Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Арте­мьева, О.И.Печников, Р.Н.Петрова, Д .С.Филиппова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издатель­стви, 2008ç.




  1. Чăваш чěлхи: 4 класс валли / Виноградов Ю.М., Кульева А.Р.- Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2007ç.




  1. О.Г. Кульев, А. Р. Кульева. «Ĕç тетрачĕ» Шупашкар, 2011 ç.




  1. Э.Ф.Дмитриева, Т. Г. Эверскова «Диктант пуххи» Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2001ç.




  1. Т. В. Артемьева, О. И. Печников «Изложенисен пуххи» Шупашкар 2006ç.


УМĔН ĂНЛАНТАРНИ

  1. Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем

Тăван чĕлхене вĕрентессин тěллевěсем: 1) вулама - çырма вĕрентесси; 2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.


  1. Вěрену содержанине кěртнě концепци

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унан тĕп инструменчĕ -тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе - ÿсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла; вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.


  1. Асãннã программãн уйрãмлãхě

Класра вěренекен ачасем икě чěлхепе калаçса ÿсеççě. Тãван чěлхери сãмахсене вырãс чěлхинчи сãмахсемпе пãтраштараççě. Вěрену содержанине тата творчествăлла çыру урокěсене планланã чух çак уйрãмлãха шута илнě. Сăмах йышне пуянлатасси, чěлхе тасалãхне вěрентесси çине тимлěх уйãрнã.

4. Асãннã программãна 2012 - 2013 – мěш вěренÿ çулěнче ěçе кěртме палãртнã.

  1. Вěрентÿ меслечěсем, ачасен пěлěвне тěрěслесси

Кашни урокрах ачасене вĕренӱ кенекипе уса курма, кирлĕ темăна, правилăна, хăнăхтарăва хăвăрт шыраса тупма, хăнăхтарура мĕн хушнине йěркипе тума вěрентсе пымалла. Çавăн пекех вěсене хăйсем пурнăçланă хăнăхтару мěн тума кирлине, мěне вěрентнине ăнкарма хистемелле.

IV класс пĕтернĕ тĕле ачасем вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен çирĕп пĕлмелле.

Вĕренекенсен çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла:

вĕреннĕ орфограммăсенчен тăракан 55- 60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма;

пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;

сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;

япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;

предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тĕллевпе интонации тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;

харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80 – 90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени çырма);

хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма.

Ачасене вӗренÿре хавхалантарас тесе тăван чӗлхе урокӗсенче тӗрлӗрен вӗрентÿ вăййи, вăйăллă хăнăхтарусем (сăмах каçмăшсемпе шараçăсем, ребуссем шутлани, сăмахсем шыраса тупни, тăван сăмахăн вăрттăнлăхне, кун-çулне кăтартакан пӗчӗк калавсене вулани т.ыт.те) йӗркелемелле. Вӗсем ачасен тимлӗхне
ÿстерме, ывăннине сирсе яма, вӗренÿ тухăçне пысăклатма пулăшаççӗ. Урок тытăмӗ пӗр евӗрлӗ пулни кӗçӗн класри ачасене час ывăнтарать. Унтан хăтăлмашкăн урока тӗрлӗ ӗç кӗртсе черетлентермелле: калаçу, чӗлхе сăнавӗ- тишкерӗвӗ, кӗнекепе тата тетрадьпе ӗçлени, класс хăми çине çырни, грамматика вăййисем ирттерни т.ыт.те.
II—IV классенче диктанта çак виçесемпе хакламалла:
«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пачах туман, орфограммăсене тÿрлетмен, каллиграфи виçисене пăхăнса (саспаллисен ĕлкисене уçамлă, пĕрешкел чалăштарса т.ыт.те) çырнă, анчах уйрăм çитменлĕхсем (сиктерсе хăварнă саспаллисене кĕртсе лартни, саспалли ĕлкине тÿрлетни т.ыт.те) пур пулсан.

«4» паллă çакăн пек чухне лартмалла: çыру ĕçĕнче ор­фографи йăнăшĕсем 2, пунктуаци йăнăшĕ1 ытла мар, е 1 орфографи, 2 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейлĕ çырнă, анчах темиçе çĕрте каллиграфи виçисене тивĕçтермен, пĕр-пĕр орфограммăна тÿрлетни пур пулсан.

«3» паллă çакан пек чухне лартмалла: орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем 6-ран ытла мар, диктантра (вариантсем) орфографи йăнăшĕсем 3-рен 5-е çити, пунктуаци йăнăшĕсем 3 таран, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 ор­фографи, 1 пунктуаци йăнăшĕ, ĕçе тирпейсĕр, каллигра­фи виçисене пăхăнса çырман тата тĕрлĕ орфограммăна тÿрлетни 1-2 пулсан.

«2» паллă çакан пек чухне лартмалла: диктантра ор­фографи йăнăшĕсем 6, пунктуаци йăнăшĕ 3—4-ран ытла, ĕçе тирпейсĕр, каллиграфи виçисене пăхăнмасăр çырнă, 3—5 тÿрлетни пур пулсан.
Диктантра çаксене йăнăш тесе шутламалла:

а) самаха орфографи правилисене пăсса çырни, сас­паллисене сиктерсе хăварни, саспаллисене е сăмах сыпăкĕсене ылмаштарса лартни, пĕр сăмаха тепĕр сăмахпа улă-штарни;

а) вĕреннĕ правилăсене пĕлменнипе чарăну паллă лартман е тĕрĕс мар лартнă пулсан.

Диктантра çаксем йăнăш шутланмаççĕ:

а) ку таранччен вĕренмен орфографи тата пунктуаци правилисемпе çыхăннă йăнăшсем (кун пек сăмахсене класс хăми çине çырса кăтартмалла);

а) предложени вĕçĕнче пĕр хутчен пăнчă лартмасăр хăварнă, тепĕр предложени пуçламăшне пысăк саспаллипе çырнă пулсан;

б) текст шухăшне улăштармасăр пĕр сăмах вырăнне тепĕр сăмах улăштарса çырнă пĕр тĕслĕх кăна пулсан;
çаксене пĕр йăнăш тесе шутламалла:
а) тĕрĕс мар çырнă сăмах икĕ е темиçе хутчен тĕл пул­сан, çав правилăпа çыхăннă йăнăша тепĕр сăмахра та тунă пулсан, вĕсене пĕр йăнăш тесе шутламалла;

а) пысăках мар 2 çитменлĕхе (кăлтăка) пĕр йăнăш тесе шутламалла;
çаксем пысăках мар çитменлĕхсем (кăлтăксем) шутланаççĕ:

а) сăмахра пĕр саспаллинех асăрхамасар икĕ хут çырни (паяян, ыраан т.ыт.те);

а) сăмаха çырса пĕтерейменни (каранта..., кенек... т.ыт. те);

б) пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарнă чухне сăмахăн пĕр пайне асăрхамасăр пăрахса хăварни (кĕ(не)-ке, те(ле)-фон т.ыт.те);

в) преçложенире пĕр сăмахах икĕ хут çырни.
Пуплев тишкерĕвне хакламалли виçесем:

Чĕлхе тишкерĕвĕ евĕрлĕ тĕрĕслев ĕçĕсене хакланă чух­не çак виçесемпе уса курмалла:

«5» паллă ача ĕçĕ пĕр йăнăшсăр пулсан, вăл терминсемпе правилăсене лайăх пĕлни тата хай пĕлĕвĕпе тĕрлĕ йышши ĕçсем тунă чухне усă курма пултарни палăрсан лартмалла.

«4» паллă ача терминсемпе правилăсене лайăх пĕлсен, вĕсемпе грамматика тишкерĕвĕ тунă чухне пĕлсе усă курсан, сăмахсемпе предложенисене тишкерес ĕçĕн 3/4 пайне тусан лартмалла.

«3» паллă ача вĕреннĕ материала ăнланни палăрсан, хăй пĕлнипе усă курса тишкерĕвĕн çуррине пурнăçласан лартмалла.

«2» паллă ача вĕреннĕ материала начар пĕлсен, вăл «3» паллă илмелĕх хуравламасан е пуплев тишкерĕвĕн ытларахăш пайне пурнăçламасан лартмалла.
Пуплеве пур енлĕн аталантарасси, чĕлхене ансат тишкересси, чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллаштарасси (85 сехет)

Сыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн темипе тĕп шухашĕ. Текст тытамĕ (композици).

Изложенипе сочинени планĕсене ушкăнпа тата пĕччен тăвасси. Планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх тулли е кĕске изложени çырасси.

Пурнаçра пулса иртнĕ пĕр-пĕр ĕç (курни-илтни, санани, экскурсире пулни, театра кайни, сумлă çынсемпе тĕл пулни) çинчен ушкăнпа хатĕрленнĕ хыççăн пĕчĕк ăслав (сочинени) хайласси.

Пуплев этикечĕ. Каланине хирĕçлесси: вашаватлăх тата тÿрккеслĕх. Каçару ыйтасси, ÿкĕнĕве палăртасси, ашшĕ-амăшпе, тус-тăвана уяв ячĕпе саламласси.

Ĕç хучĕсем. Шкулти хаçатпа, Шупашкарта тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕпе çыхăну тытма хистесси. Пĕлтерÿ çырма хăнăхтарасси.

Сăмах йышне ÿстересси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси. Сăмахсене тĕрлĕ мелпе ушкăнласси

Апат-çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуп­лев пайĕсем: апельсин, груша, какао, кофе, крахмал, лимон, мандарин, пăрăç, персик, рагу, рассольник, сар­делька. студень, сыр, тефтель, шницель;

йÿçĕ (тутлă) чуста, çĕр улми крахмалĕ, грек мăйăрĕ, арахис мăйăрĕ, шĕшкĕ мăйăрĕ, кедр мăйăрĕ, тутлă пăрăç, хура пăрăç, аш рассольникĕ, груша компочĕ, шăратнă сыр, чăмламалли резинка, çăра чей, симĕс чей, йÿçĕтнĕ купаста (пан улми);

чуста хур, чуста хăпарнă, чей пĕçер, консервла, пăрăçла, хĕрхÿлен (тĕслĕх, çу), чĕлхÿне çăтан! (питĕ тутлă);

кĕрпек, сĕтек, таварак, хĕрхÿ (апат), шывак (сĕт, кĕсел).

Сут çанталăкпа, йĕри-тавралăхпа çыхăнакан сăмахсем: Алтăр çăлтăр, Шурăм пуç çăлтăрĕ, тÿпе, Сурçĕр çăлтăрĕ, лачака, океан, континент, тÿремлĕх, вулкан, материк, полюс, тундра; юшкăнлă, шурлăхлă, лачакаллă.

ÿсен-тăран ячĕсем: ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ, тал пиçен, ут куçĕ, хăяр ути, куян купăсти, алоэ, кактус, йуçĕ курăк, ниш курăкĕ (лангаш), шапа пăтти, сарă чăпăл курăкĕ, шыв лилийĕ, шыв курăк (водоросли).

Тискер кайăк ячĕсем: жираф, дельфин, кит, крокодил, морж, ондатра, песец, пурăш, сăвăр, тюлень, хăнтăр, шашка, шăши, юс; ондатра тирĕ, сăсар çуха.

Хурт-кăпшанкă ячĕсем: ăман, вăрăм туна, кăпшанкă, кăткă, кĕве, лĕпĕш, нăрă, пăван, сăвăс, сăвăслан, сăпса, сĕлĕх, таракан, уяр, хăнкăла, хурт, шăна, шăрчăк, шĕвĕрĕлчен, шĕкĕ, эрешмен; хурт-кăпшанкă, хурт- хăмăр, шăна-пăван, личинка, вĕлле хурчĕ, кăткă тĕми, кĕве хурчĕ, купăста лĕпĕшĕ, лĕпĕш хурчĕ, тислĕк нăрри, шыв нăрри, сăпса йăви, тĕкĕл тура йăви, сарă хурт, хурт ами, шăрчăк, эрешмен карти.

Чĕлхене ансат тишкересси

Чĕлхе пĕлĕвĕн терминĕсемпе паллашасси. Самах пулавĕ. Аффикссем хушăнса çĕнĕ сăмахсем пулни. Хутлă сăмахсем. Мăшăр сăмахсем. Сăмахсене икĕ хут калани.

Япала ячĕ. ÿкĕмсем (падежсем). Текстри, предложенири япала ячĕсем мĕнле падежрине вĕсен ыйтăвĕсем тăрăх пĕлесси. Хупă сасăпа (юлташ, телей, сунар, пĕлĕт, хĕвел, кун) тата [а], [э], [а], [ĕ], [у], [у], [и] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ.

Сăпат ылмашĕсене текстра тупасси, вĕсем хаш падежрине палăртасси.

Глагол вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнни. Унăн пурлă тата çуклă формисем.

Паллă ячĕсен тĕп, танлаштаруллă тата вăйлă степенĕсем, вĕсемпе пуплевре усă курасси. Паллă ячĕсем -ак/-ск, -ак/-ск, -кан/-кĕн, -чан/-чĕн, -ла/-лĕ аффикссем хушăнса пулни.

Предложени. Предложении пĕр йышши членĕсем. Вĕсем пĕтĕçтерÿпе (союзпа) (анчах, çапах, тата, та(те) тата пĕтĕçтерÿсĕр (союзсăр) çыхăнни.

Пĕр йышши членлă предложенисем тума пĕлесси.

Орфографи тата орфоэпи. Мăшăр сăмахсене çырасси: сĕтел-пукан, сĕт-çу.

Икĕ хут калакан самахсене çырасси: ял-ял, хĕрлĕ- хĕрлĕ, пин-пин.

Сăпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси: эпĕ (эп), эсĕ (эс), эпир (эпĕр), эсир (эсĕр); манăн (ман), санăн (сан); манра, манран, санра, санран, пирĕнте (пирте), сирĕнтен (сиртен); вăл унăн, ăна, унран.

Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси: çыру - çырăвăн, çырăва; сăвă - сăввăн, сăвва; пĕрчĕ - пĕрчĕн, пĕрче; мăкăнь - мăкăньте е мăкăньре; район - районта е районра.

Глаголăн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси:

  1. хальхи вахатăн сапат формисене (çыратăп - çырмастăп, çыратăн - çырмастăн (çырап - çырмап, çыран мар, ташлатпăр - ташламастпăр, ĕçлетпĕр - ĕçлсместпĕр, вулатпăр - вуламастпăр, вĕренетпĕр - вĕренместпĕр, ташлатăр - ташламастăр, ĕçлетĕр - ĕçлеместĕр, вĕренетĕр - вĕренместĕр, килетĕр - килместĕр, çырать - çырмасть (çырат - çырмас мар);

  2. пулас вăхăт формисене (ту - тăвăп, тăвăн, тăвĕ; çи - çийĕн, çийĕп, çийĕ);

  3. [р] сасăпа пĕтекен йĕр, кĕр, кур, пар, пер, пыр, тар, хур, яр глаголсен иртнĕ вăхăт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр ([р] сасă тухса ÿкет).

çемçе [л'], [н'], [т'] сасăсемпе пĕтекен сăмах тĕпĕ çумне -ла(-лĕ) аффикс хушăнса пулнă сăмахсенче ь çырасси: кукальлĕ, супаньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

Паллă ячĕсен вăйлă степенĕнче (хуп-хура, тÿп-тÿрĕ, ем-ешĕл, çап-çутă, сап-сарă, кăн-кăвак) дефис лартасси.

Пунктуаци. Пĕр йышши членлă предложенисенче хÿреллĕ пăнчă лартасси.

Таса та илемлĕ çырасси. Графика хăнăхăвĕсене малалла аталантарса пырасси. Сăмахсемпе предложенисене хăвăртрах çырма хăнăхтарасси. (Кирлĕ сăмахсемпе предложенисене учитель хай суйласа илет.)

IV класс пĕтернĕ тĕле вĕренекенсем çакăн пек ăслайсемпе хăнăхусем туянмалла:

вĕреннĕ орфограммасенчен таракан 55-60 самахла текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, дик­тант çырма;

пĕр ăышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма;

сăмахăн сасăпа саспалли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма;

япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне, сăпачĕпе вăхăтне палăртма;

предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тĕллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп членĕсемпе кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхама;

харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни- иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнулла пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени çырма);

хутшăну культурин правилисемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма. Вĕренÿ çулĕнче вĕрентсе çыртармалли ěçсен шутне çапларах пайланă:




Чĕрĕксем

Пурě

1

2

3

4

Изложенисем

1

-

2

1

4

Сочиненисем

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

4

Тĕрĕслев çиктанчĕ

1

(35-40 сăмах)

2

(35-40 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

5

Çырса илни

(тĕрĕслев)

1

(35-40 сăмах)

1

(35-40 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

4

Изложени

(тĕрĕслев)

-

-

-

1

1

Словарь çиктанчĕ

10-11 сăмах

10-11 сăмах

10-11 сăмах

10-11 сăмах






  1   2   3   4

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по учебному предмету «Русский язык»
Русский язык — это родной язык русского народа, государственный язык Российской Федерации; средство межнационального общения, консолидации...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconУрок литературы в 7 классе на тему : «Стихотворения о родной природе»
Цели урока: знакомство учащихся со стихотворениями о родной природе; отработка навыков выразительного чтения и анализа стихотворений;...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа Учебная дисциплина история
Профиль подготовки: Родной язык и литература, инсотранный язык (финский /английский)
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по предмету «Русский язык» для 4 класса
Данная рабочая учебная программа по учебному предмету Русский язык в начальной школе составлена на основе следующих документов
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по учебному предмету «Чтение и развитие речи» (9 кл.)
Настоящая программа по «Чтению и развитию речи» для 9 класса составлена на основе программы В. В. Воронковой «Русский (родной) язык»...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по предмету «Русский язык»
Рабочая программа по предмету «Русский язык» для 3 класса составлена на основании следующих документов
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по предмету «Русский язык»
Программа по предмету «Русский язык» для 2 класса четырёхлетней начальной школы общеобразовательных учреждений базового уровня
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по родной литературе для 5-9 классов ориентирована...
Рабочая программа по родной литературе для 5 класса разработана на основе нормативных документов
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по учебному предмету учебного плана Русский язык
Рабочая программа составлена на основе Программы общеобразовательных учреждений русский язык 5-9 классы Авторы М. Т. Баранов, Т....
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconПротокол №1 от 31 августа 2012 г Директор школы А. В. Меха
Русский язык — это родной язык русского народа, государственный язык Российской Федерации; средство межнационального общения, консолидации...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconПояснительная записка к тематическому планированию по русскому языку
Русский язык — это родной язык русского народа, государственный язык Российской Федерации; средство межнационального общения, консолидации...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconПояснительная записка к тематическому планированию по русскому языку
Русский язык — это родной язык русского народа, государственный язык Российской Федерации; средство межнационального общения, консолидации...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа по предмету «немецкий язык»
Перечень компонентов учебно-методического комплекта по учебной дисциплине «Немецкий язык»
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Русский язык — это родной язык русского народа, государственный язык Российской Федерации; средство межнационального общения, консолидации...
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconРабочая программа учебного курса родной язык и литература в 7 классе
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă
Рабочая программа по предмету «Родной язык» iconПримерная программа начального общего образования по предмету «Английский язык»
Работа предназначена для проведения процедуры итоговой диагностики индивидуальных достижений выпускниками начальной школы планируемых...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск