Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем





Скачать 102.69 Kb.
НазваниеУрокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем
Дата публикации03.07.2014
Размер102.69 Kb.
ТипУрок
Урок тĕсĕ: Аса илÿ,пĕтĕмлетÿ, тĕрĕслев урокĕ.

Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем.

Тĕллевсем: 1). Малтанхи уроксенче вĕреннĕ материала аса илсе пĕтĕмлетесси, çирĕплетесси. Сухомлинскин вуланă юмахĕсен содержанине кĕскен калаттарса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси.

2). Тĕрĕс вулама хăнăхтарасси.

3). Ачасене урокра ушкăнра ĕçлеме хăнăхтарасси.

Асра хăвармалли сăмахсем: пĕкĕ пек, ниепле те ăнкарса илеймен, çырă çунатлă, инçе каяймăн, хĕртĕнсе выртнă, сĕртĕннĕ, хĕрхеннĕ, имшер, этем (çын), кĕвĕ (кĕвве), вăйăçă.

Кăтарту хатĕрĕсем: ушкăнсем валли хатĕрленĕ ĕçсем (4 карточка). Пулăшу карточкисем. Доска çинче асра хăвармалли сăмахсем. Юмах содержанийĕпе çыхăнна ÿкерчĕксем; саспалли пуххисен тата аудировани валли тунă плакатсем, маскăсем.
Иртнĕ урокра ачасене 4 ушкăна пайланă:

1 -мĕш ушкăн (4 ача)

2-мĕш ушкăн (2 ача)

3-мĕш ушкăн (2 ача)

4-мĕш ушкăн (4 ача)

Ĕçсене , пулăшу карточкисене, дидактика материалне урок умĕн валеçсе памалла. Ушкăнсен ĕçĕ тĕрлĕ, кăткăслăхĕпе пĕр шайра.

1-мĕш карточка (1 ушкăн) 4 ача валли.

Тема: «Мĕнрен тĕлĕннĕ мăр-мăр кушак?»

Ĕçсем:
1). «Мĕнрен тĕлĕннĕ мăр-мăр кушак?» Юмаха тĕрĕс вуласа парăр.

2). Юлташна мĕнле юмах килĕшет? Ыйтса пĕл.

А1→А2

3). В.А. Сухомлинскин юмахĕсене аса ил, ячĕсене кала. Сана хăш юмахĕ ытларах килĕшет? Каласа пар.

A3 (монолог)

2-мĕш карточка (2 ушкăн) 2 ача валли.

Тема: «Чăрсăр тăмана чĕппи» юмах.

Ĕçсем:
1). «Чăрсăр тăмана чĕппи» юмахри тăмана чĕппипе чарлан калаçăвне рольсемпе вулăр.

2). Юлташунтан ăна мĕнле юмах килĕшнине ыйтса пĕл.

А1→А2

3-мĕш карточка (3 ушкăн) 2 ача валли.

Тема: «Тилĕ çури – шкул ачи» юмах

Ĕçсем:
1). «Тилĕ çури – шкул ачи» юмахăн малтанхи виçĕ (3) абзацне черетпе тĕрĕс вуласа парăр.

2). «Тилĕ çури – шкул ачи» юмах тăрах калаçу (диалог) йĕркелемелле.

А1 класс

3). Тилĕ çури - шкул ачи çинчен каласа пар.

А2 (монолог)

4-мĕш карточка (4 ача валли) 4 ушкăн.

Тема: «Сĕрме купăспа уйăх» тата «Акăшпа çĕр шапи çури»
юмахсем.

Ĕçсем:
1). «Сĕрме купăспа уйăх» юмаха рольсемпе тĕрĕс вулăр.

2). «Сĕрме купăспа уйăх» юмахăн кĕске содержанине каласа парăр.

3). Çĕр шапи хăйĕн çypипe калаçнине выляса кăтарт.

УРОК ПЛАН – КОНСПЕКЧĔ
I. Урока йĕркелени, хатĕрлени:

  1. Сывлăх сунни.

  2. 100 таран теçеткесемпе малалла, каялла шутласси.

  3. Дежурнăйпа калаçасси.


(Паян эпĕ дежурнăй. Класра пурте пур. Паян нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕ, кĕçнерни кун.

Урамра çанталак сивĕ. Тÿпе сăрă тĕслĕ. Хĕвел пăхмасть. Юр çăвать. Урамра шурă юр выртать. Йывăçсем çара. Сивĕ çил вĕрет).

  • Маттур, лар, тархасшăн.

  • Ачасем, паян пирĕн аса илÿ, пĕтĕмлетÿ, тĕрĕслев урокĕ пулать. Эпир
    Сухомлинский çырнă юмахсемпе ĕçлĕпĕр.


Эсир калаçма пĕлнине: монолог, диалог тума, юмахăн содержанине каласа пама, тĕрĕс вулама, ушкăнра ĕçлеме пĕлнине тĕрĕслетпĕр.
П. Малтан вĕреннине аса илесси, çĕнĕ пĕлÿсем илесси, çирĕплетесси.

1. Доска çинче урокра усă курмалли сăмахсем. Вĕсене вуласа

вырăсла куçаратпăр.
пĕкĕ пек сĕртĕннĕ

ăнкарса илеймен хĕрхеннĕ

çырă çунатлă имшер

инçе каяймăн кĕвве

хĕртĕнсе выртнă вăйăçă

- Халĕ кашни ушкăн хăйĕн ĕçĕсемпе паллашать. Кам мĕнле ĕç
пурнăçланине пĕр-пĕрин хушшинче уйăрăр, пĕр-пĕрне пулăшăр.


(Ачасем ĕçлеççĕ, учитель вĕсем мĕнле ĕçленине сăнатъ, пулăшатъ).

- Халĕ сирĕн ĕçсене тĕрĕслетпĕр.

l-мĕш ĕç «Кам тĕрĕсрех вулать?»
Кашни ушкăн карточкăра кăтартнă пек вулать.

(Учитель хăш ушкăн, кам тĕрĕсрех вуланине, камăн тимлĕрех пулмаллине палăртса хăварать).

- Малалла ушкăнсем 2-мĕш ĕçĕсемпе паллаштараççĕ, пурнăçлаççĕ.
1-мĕш ушкăна сăмах паратпăр.

Ёçсем:

2. Юлташна В. A. Gyxомлинскин хăш юмахĕ килĕшет? Ыйтса пĕл. А1→А2.

  • Артём, эсĕ Сухомлинскин мĕнле юмахĕсене вуланă?

  • Сана хăш юмахĕ ытларах килĕшет?

  • Мĕншĕн? (Ку юмах питĕ интереслĕ. Мана чăх чĕппи кушак аçи çумне сĕртĕнни тата Мурчик ăна хĕрхенни килĕшрĕ).

  1. В.А. Сухомлинскин, юмахĕсене аса ил, ячĕсене кала, сăна хăш юмахĕ ытларах килĕшет?. Каласа пар.

A3 (монолог)

Эпĕ Сухомлинскин çак юмахĕсене пĕлетĕп:

«Акăшпа çĕр шапи çури»,«Мĕнрен тĕлĕннĕ мăр-мăр кушак?», «Чăрсăр тăмана чĕппи», «Тилĕ çури – шкул ачи», «Сĕрме купăспа уйăх».

Мана «Мĕнрен тĕлĕннĕ мăр-мăр кушак?» юмах килĕшет.

Унта Мурчик ятлă кушак аçи пÿрт çумĕнче хĕртĕнсе выртнă. Кил картинче пĕр чăх чĕппи çÿренĕ. Вăл амăшне шыранă.

Чăх чĕппи кушак аçине курсан ун патне пынă. Кушак аçи çумне сĕртĕннĕ. Кунта ăна ăшă, лайăх пулнă.

Мурчик куçĕсене уçсан чăх чĕппине курах кайнă, анчах ăна вăл хĕрхеннĕ: «Ытла та имшер-ха вăл, ăшăнтăрах ĕнтĕ» шутланă кушак аçи.
2-мĕш ушкăн (2ача)
1. Юлташунтан ăна мĕнле юмах килĕшнине ыйтса пĕл.


А1→ А2.

  • Эсĕ Сухомлинскин мĕнле юмахĕсене вуланă?

  • Сана хăш юмахĕ ытларах клĕшрĕ? (Мана «Чăрсăр тăмана чĕппи» юмах килĕшрĕ).

  • Тăмана чĕппи çинчен каласа пар-ха.

  • Тăмана чĕппи пысăк куçлă, пысăк çăварлă, çырă çунатлă чĕпĕ пулнă.
    Вăл кăнтăр кунĕнче йăваран вĕçсе тухнă та çаран çине анса ларнă. Хĕвел çине пăхсанах курми пулса тăнă.

  • Ун патне мĕн пынă?

- Ун патне чарлан пынă. Тăмана чĕппи унран пулăшу ыйтнă. «Мана анне патне илсе кайăр» тенĕ вăл?

-Тăмана чĕппи хăйĕн амăшĕ çинчен мĕншĕн çапла каланă?

- Мĕншĕн тесен анне пуриншĕн те тĕнчере чи хитри, ырри, лайăххи.
3-мĕш ушкăн (2ача) валли

Ĕçсем:

2).«Тилĕ çури - шкул ачи» юмах тăрăх калаçу (диалог)йĕркелемелле.

А1→класс

  • Тилĕсен мĕн пулнă?

  • Тилĕ çури миçемĕш класра вĕреннĕ?

  • Вăл мĕн тума юратман?

  • Тилĕ çурин шăлĕ ыратнă-и?

  • Тилĕ çури шăлĕ ыратмасăрах амăшне мĕншĕн ырататъ тесе суйнă?
    (Мĕншĕн тесен тилĕ çурин шкула каяс килмен)

- Тилĕ çурине мĕнле ачасемпе танлаштарма пулатъ? (Наян, начар вĕренекен ачасемпе танлаштарма пулать)

- Юмах содержанийĕпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсене кала-ха.

- Суяпа инçе каяймăн.
Тĕрĕслĕх хĕвелтен те çутăрах.

3). Тилĕ çури - шку ачи çинчен каласа пар.

А2 (монолог)

Тилĕсен сарă тĕслĕ çура пулнă. Вăл пĕрремĕш каласра вĕреннĕ. Тилĕ çури тăрăшса вĕренмен. Питне те çуман, шăлĕсене те тасатман.

Тилĕ çури шăлĕ ыратмасăрах амăшне ырататъ тесе суйнă. Мĕншĕн тесен унăн шкула каяс килмен. Амăшĕ упа патне каятăп тенĕ. Тилĕ çури питĕ хăраса ÿкнĕ. Мĕншĕн тесен вăл суйнă, унăн шăлĕ ыратман.
4-мĕш ушкăн (4 ача) валли

Ĕçсем:

1). «Сĕрме купăспа уйăх» юмахăн содержанине каласа парăр.

(Вăйăçă кунĕпех сĕрме купăс каланă. Çĕрле сĕрме купăс стена çумĕнче çакăнса тăнă, чĕнмен, ире кĕтнĕ).

Пĕррехинче çĕрле пÿлĕме уйăх çути ÿкнĕ. Уйăх сĕрме купăса каласа савăнтарма ыйтнă.

Сĕрме купăс уйăха савăнтарайман. Мĕншĕн тесен вăйăçă каçхине канать. Кĕвве вара сĕрме купăс пĕччен калаймасть. Ăна этем калать.

2). Çĕр шапи хăйĕн çурипе калаçнине выляса кăтарт.

Ушкăнсен ĕçĕсене хаклани, пĕтĕмлетни.

– Малалла доска çине пăхăр. Çакăн пек ĕç. Разделите эти буквы на слова, чтобы получилось предложение. Сухомлинскинюмахĕсемпирепитĕкилĕшеççĕ.



Ш. Физкультминутка.

IV. - Халĕ Сухомлинскин юмахĕсене астуса юлнине тĕрĕслеме çыру ĕçĕ пулать.

Аудировани. Тетрадьсене уçăp, паянхи числона çырса хурăр. Эпĕ предложенисем вулатăп. Вăл тĕрĕс пулсан «+», тĕрĕс мар пулсан «-» лартатăр.

  1. Çĕр шапи хăйĕн çурипе вăрманта ларнă

  2. Акăш сарлака, шурă, мăйне, пĕкĕ пек авнă, пĕчĕк пуçлă, çивĕч шăллă.

  3. Чăрсăр тăмана чĕппи шыва кĕме кайнă.

  4. Кăнтăрла тăманасем нимĕн те курмаççĕ.

  5. Тилĕ çури манăн шăл ырататъ тенĕ.

  6. Мурчик чăх чĕппине çисе янă.

  7. Вайăçă кунĕпе сĕрме купăс каланă.

  8. Чăх чĕппи йытă çумне сĕртĕннĕ.

  9. Сухомлинский «Мулкач çури — шкул ачи» ятлă юмах çырнă.

  10. Тăмана чĕппи пысăк куçлă, пысăк çăварлă чĕпĕ пулнă.

1 6

2 + 7 +

3 8

  1. + 9

  2. + 10 +

- Халĕ пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслетпĕр. Оценка лартатпăр. Отвечĕсем доска çинче.

Йăнăш çук пулсан «5»
1 -2 йăнăш «4»

3-5 йăнăш «3»

- Камăн «5» - ура çине тăрăр.

«4» -

тăрăр, пăхатпăр.

«3» -
V. Отметкăсем лартасси. Урока пĕтĕмлетесси:

- Эпир урокра мĕн турăмăр?

-Сана урокра мĕн килĕшрĕ?

VI. Сывпуллашасси.


Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconРегламент Московских межрегиональных педагогических чтений им. И....
Назин Константин Иванович, школьный психолог, моу сош «Веста», г. Черноголовка «Василий Александрович Сухомлинский. Востребованность...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconВасилий Дмитриевич захарченко, Вадим Александрович чернобров
Написание и защита дипломного проекта является заключительным этапом подготовки студента по специальности «Менеджмент организации»....
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
«Забота о здоровье детей — важнейший труд воспитателя. От жизнерадостности, бодрости зависит их духовная жизнь, миро­воззрение, умственное...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconСочинение на тему «Моя семья»
Мою маму зовут Ирина Васильевна, папу- игорь Венедиктович, бабушку- валентина Григорьевна, дедушку- василий Александрович. Мы с мамой...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconТезисы участников Московских межрегиональных педагогических чтений...
Тезисы участников Московских межрегиональных педагогических чтений им. И. И. Брагинского
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconРеферат: Тема жизни и смерти в поэме А. Т. Твардовского «Василий Тёркин»
Большое место в русской литературе занимает философская тема жизни и смерти. Эта тема не нова в литературе и искусстве. У многих...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconРеферат на тему: «Василий Макарович Шукшин. Писатель. Актер. Режиссёр»
«Милая моя родина» так счастливо в одной из статей признавался в любви своим родным местам Василий Макарович Шукшин.[5] И сегодня...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconВасилий Яковлевич (Фридрих Георг Вильгельм) Струве
Альтона, находившемся во владении датского короля (ныне – западный район Гамбурга, Германия), родился будущий русский астроном и...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПунтус Сергей Александрович, Безруков Андрей Викторович, Зайнитдинов...
Охватывает важнейшие общественные отношения, складывающиеся в той или иной стране в экономической, политической, социальной, духовно-культурных...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПавлов Евгений Александрович, Павлов Владимир Александрович, Казина Евгения Максимовна
Программа предназначена для автоматического составления и визуализации оптимальных туристических маршрутов на интернет-картах по...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПлан-конспект открытого урока географии Преподаватель географии:...
Тема урока: «Экономико-географическое положение (эгп) Зарубежной Азии, перспективы развития»
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconНовые поступления за II кв. 2013 Реут, Григорий Александрович
Реут, Григорий Александрович. Политология : учебное пособие для подготовки бакалавров / Г. А. Реут, В. Н. Шевченко; м-во сел хоз-ва...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПояснительная записка Учитель: Ефремов Леонид Александрович Тема...
Форма урок с элемента­ми дискуссии (используются проблемный или частично поисковый метод)
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconТема урока. Дата проведения
Климов Иван Александрович – кандидат социологических наук, доцент кафедры анализа социальных институтов гу-вшэ, старший научный сотрудник...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconАлександр III александрович
Александра II, на престол вступил его сын Александр III. Старший брат Александра III николай умер в 1865 году и после его смерти...
Урокĕ. Тема: Василий Александрович Сухомлинскин юмахĕсем iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Шуляк Сергей Александрович, Генеральный директор dsm group, тема: «Российский фармацевтический рынок – тенденции и прогнозы»


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск