Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?»





НазваниеУрок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?»
Дата публикации27.08.2014
Размер104 Kb.
ТипУрок
100-bal.ru > Литература > Урок
Татьяна Анатольевна Васильева,

чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕ,

Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

8 класс

Чăваш литератури

Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» пьесипе Д. Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» повеçĕнчи ача сăнарĕ.

Урок тĕсĕ: проект технологийĕпе усă курса килти вулавпа класри вулава пĕтĕмлетесси.

Сапăрлăх тĕллевĕсем:

1) Çыннăн темĕнле йывăрлăхра та илемлĕ чунлă, кăмăллă, ыттисене ăнланма тата пулăшма тăрăшни пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси.

2) Тимлĕ пулма, туслăха хаклама вĕрентесси.

Аталану тĕллевĕсем:

1) Ыйтусене хуравланă, сÿтсе явнă чух пĕр-пĕрин шухăшне итлеме вĕрентесси.

2) Шухăша уçăмлă, пурне те ăнланмалла калас хăнăхăва аталантарасси.

Пĕлÿ тĕллевĕсем:

1) Вуласа тухнă хайлавсем тăрăх харпăр хăй шухăшне каласа пама хăнăхтарасси.

2) Ыйтусене туллин, хăвăрт, уçăмлăн хуравлама вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: тĕкĕр, тулли мар çемье, психологи мелĕ.

Урок мелĕсем, меслечĕсем: вĕрентекен сăмахĕ, ыйту-хурав, калаçу, шырав, танлаштару, пĕтĕмлетÿ, кластер туни.

Пуплев хăнăхăвĕсем:

1) Ыйтусене туллин, хăвăрт, тĕрĕс хуравлама хăнăхтарасси.

2) Кĕскен каласа пама вĕрентесси.

3) Хайлаври ĕç-пуçа тĕрĕс хакласа харпăр хăй шухăшне уçăмлăн пĕлтерме хăнăхтарасси

Курăмлăх хатĕрĕсем:

1) Урок валли хатĕрленĕ презентаци.

2) Ачасем валли Д. Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» кĕнекесем

3) Социаллă видеоролик «История одной семьи»
Урок эпиграфĕ: Литература – пурнăç тĕкĕрĕ.

Урок юхăмĕ:

I. Урока йĕркелесе яни, урок эпиграфĕпе, темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси. Кунтах тĕкĕр, тулли мар çемье сăмах пĕлтерĕшĕсене аса илесси.

Вĕрентекен сăмахĕ (В):

Паянхи урокра эпир Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» тата Д. Суслинăн вырăсла çырса чăвашла куçарнă «Димка ашшĕне шырать» хайлавсене эсир вуласа мĕнле ăнланнине тĕрĕслĕпĕр, хайлавсенчи ĕç-пуçа тата унти сăнарсене эсир еплерех хаклани пирки калаçăпăр. Урок эпиграфĕ: Литература – пурнăç тĕкĕрĕ.

Халĕ эпĕ сире пĕчĕк роликпа паллаштаратăп. Тимлĕ пăхăр та эпир вуласа паллашнă Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» пьесипе хăвăр тĕллĕн вуланă Д. Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» повеçĕпе мĕнле пĕрпеклĕх пулнине калăр.

Ачасен хуравĕ (А): Видеороликра та, икĕ хайлавра та ачасем ашшĕсĕр ÿсеççĕ.

В.: - Эсир роликри ыйту çине мĕнле хуравланă пулăттăр. (Кашни ачан телейлĕ те тулли çемьере ÿсмелле).

Паян эпир ушкăнсемпе ĕçлĕпĕр. Пĕрремĕш ушкăнрисем - XX ĕмĕрти ача сăнарне тĕпчекенсем пулаççĕ, иккĕмĕш ушкăнрисем - XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчине. Пурин те пирĕн урокăн тĕп ыйтăвне хуравламалла пулать.

Урок ыйтăвĕ: XX ĕмĕрти тата XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури тулли мар çемьери ача пурнăçне мĕнле сăнласа парать?

- Мĕнле çемьесене тулли мар теççĕ?

II. Шырав тата тишкерÿ ĕçĕ ирттересси.

1. Кашни ушкăнăн таблицăна тултармалла.
Сăнарсен танлаштаруллă характеристики





Н. Айзман çырнă «Ăçта-ши ман атте?» пьесăри Илюш

Д. Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» повеçри Димка

Портречĕ

1Кĕрнеклĕ, сатур сăн-питлĕскер, 15 çулта

5 класра вĕренет, пичĕ кук тĕрриллĕ, савăнăçлă; шăллĕпе иккĕшне пĕр сăнлă пулнăран йĕкĕрешсем теççĕ.

Характерĕ

Тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă, таса ĕмĕтлĕ, ĕçчен. Амăшне хĕрхенет, ăна пур ĕçре те пулăшма тăрăшать.

Ырă кăмăллă, шăллĕне юратать, тĕрĕслĕхшĕн çине тăрсах тăрăшать, кирлĕ чухне амăшне улталама та пултарать, анчах кайран яланах каçару ыйтать.

Хайлаври ытти сăнарсем тĕп сăнара хаклани

Свисток: Эй, колхоз вăкăрĕ, кил-ха кунта.

Коновалов: Пăшăрханма кирлĕ мар, унăн хăйĕн те ăсĕ çитет. Сана вара, Мелани, пĕтĕм кăмăлтан калатăп: çавăн пек ывăл пăхса ÿстернĕшĕн çав тери пысăк тав!

Феня: Эпĕ вăл Илюша пĕчĕкренех пĕлетĕп. Питĕ тÿрĕ чунлă ача вăл.

Мелани: Ачи ĕçчен пулчĕ, ăслă.

Ман ача ĕмĕрне те çын япалине тĕкĕнмен.

Лешка:

  1. Димка аптăраса ÿкнĕ самантсенче, хам астмăпа чирлĕ мар пулин те сывлаймиех пулса ларатăп эпĕ хăранипе. Питĕ хăрушă пулса каять.

  2. Унччен ырă кăмăллă та хаваслăскер, халĕ арçын ача пек те мар, мемме тейĕн.

  3. Дима манăн тус вĕт. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр.




Ачан ĕмĕчĕ

Илюш каменщик пулма ĕмĕтленет, çÿллĕ пÿртсем тăвасшăн.

Ашшĕне шыраса тупасшăн, хăйсемпе выляма, вĕсене сайра хутра та пулин килсе курма ыйтасшăн.

Ăçта пурăнни

Ялти çĕнĕ пÿрт, хулара общежити пÿлĕмĕ.

Хула ачи. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер, шкаф хыçĕнчи кравать çинче пиччĕшĕпе шăллĕ çывăраççĕ.


В:

- Хăш вăхăтри ачасем амăшне пулăшаççĕ? (Илюш. Вăл кил хуçалăхĕнчи ĕçсене амăшĕ ĕçрен таврăниччен веçех туса хурать, апатне те хăех пĕçерет)

- Камсем шкулта тăрăшса вĕренеççĕ? Кун пирки эпир мĕн пĕлтĕмĕр? (Димкăн вырăс чĕлхипе «2» паллă тухнă)

- Шкулти ĕçсене кам тимлесех хутшăнать? (Илюш)

- Кам спортпа туслăрах: Димка е Илюш? (Илюш)

Пĕтĕмлетÿ (А):

Илюш – идеала çывăх сăнар. Вăл пур çĕрте те маттур, тăрăшуллă, лайăх вĕренет, ырă ĕмĕтпе пурăнать.

Димка – ытти ачасенчен япăхрах вĕреннипе çеç уйрăлса тăрать. Унăн юратнă ĕçĕ – телефонри вăйăсем вылясси. (Хальхи вăхăтри ачасем пекех).

Ачасен пĕрпеклĕхĕ – ырă кăмăллăхĕ, темĕн те пĕлес килни, ашшĕсĕр ÿсни, анчах та вĕсен тăван ашшĕне курас килет.

В: Кашни самана хăйне евĕрлĕ сăнар калăплать. Çакна эпир вуласа паллашнă хайлавсенчи ачасен сăнарĕнче те курма пултартăмăр. Литературăри ача сăнарĕ те нумай улшăнчĕ. Тĕслĕхрен, революци хыççăнхи ача сăнарĕ паттăр та хастар пионер, колхозсем йĕркелес ĕçе хутшăнать, ялан малтисен ретĕнче пулма тăрăшать. Вăрçă вăхăтĕнчи ача – çитĕннисемпе тан ĕçлет, вăл чăтăмлă, паттăр, тăшманпа çапăçать. Вăрçă хыççăнхи ачасем – ытларах çурма тăлăхсем, тăрăшса вĕренеççĕ, Тимур отрячĕсем йĕркелеççĕ, пур ачасемшĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ.
2-мĕш ĕç:
В:

- Димка Лешкăпа иккĕшĕн ашшĕ пирки мĕн шутлать? (Ушкăнăн тупмалла е аса илмелле).
- Илюш хăйĕн ашшĕ пирки мĕн шутлать? (Тепĕр ушкăнăн тупмалла е аса илмелле).
А:

Димка Лешкăпа иккĕшĕн ашшĕ пирки:

  • Пур пирĕн атте. Вилмен вĕт-ха вăл. Таçта çÿрет. Пирĕнпе пĕр хуларах. Апла тăк мĕншĕн эпир ăна пачах та курмастпăр? Мĕншĕн вăл пирĕн çинчен пачах та шухăшламасть? Аса та илмест?

  • Пирĕн аттене ыйтма право пур. Вăл пур, апла тăк унăн та пирĕншĕн тăрăшмалла.

  • Ытти ачасен те ашшĕ-амăшĕ уйрăлни пулкалать. Уйрăлсан та пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ. Авă Лена Фомина амăшĕпе кăна пурăнать, пур пĕрех ашшĕ ун патне шкула пырса çÿрет, килне илсе каять. Мĕншĕн-ха пирĕн атте çавăн пек тумасть?

  • Пиччепе иксĕмĕр аттесĕрех пурăннине аса илсен тÿрех тунсăхлă пулса кайрĕ. Пурин те ашшĕсем пур. Вĕсен пурнăçĕ йĕркеллĕ. Димăпа иксĕмĕр çеç тулли мар çемьесенче пурăнатпăр. Мĕн тери кÿренмелле.

  • Эпир аттене курмасăр ÿсни тĕрĕс мар. Унăн пирĕнпе хутшăнмалла, пирĕншĕн тăрăшмалла. Çавăн пек саккун пур, конвенци ятлăскер. Унта çаплах çырса хунă: «…ашшĕ-амăшĕн ачисене тимлемелле». Аттене эпĕ çавăн çинчен каласа парасшăнччĕ. Вăл пирĕн атте вĕт-ха. Конвенци çинчен илтмен пуль-ха, ăна вара унăн пĕлмеллех. Эпир ăна пур пĕрех тупатпăр. Кашни кун шырасан та.

  • Вăл [атте] Лехăпа иксĕмĕр патне килсе çÿрени, пирĕнпе выляни кирлĕ.

  • Унран япăхрах ашшĕсем те пулаççĕ. Авă Валентин ашшĕ эрех ĕçет те арăмĕпе ывăлне хĕнет. Кирек камăн прави çине те сурса çеç хурать. Костьăн ашшĕ вилчĕ. Халь унăн лайăххи те, япăххи те çук, пирĕн – пур. Тĕл пулса та калаçрăмăр. Лайăх вĕт?

В:

- Димкăпа Лёшка ашшĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Ачасем ашшĕне ăнланаççĕ-и? Ăна каçараççĕ-и?

- Ашшĕ вырăнне вĕсем мĕнле ырă кăмăллă тăванне шыраса тупаççĕ?

- Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе килĕшÿллĕ, аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсене хăйсем пăхнă, вĕсене тавралăхпа паллаштарнă, ăс панă. Çак йăла сирĕн кăмăла каять-и?

Пĕтĕмлетÿ:

Повеçре ачасем ашшĕне шыраса тупаççĕ, анчах вăл ялан ĕçлĕ, ачисемшĕн вăхăт сая яма килĕшмест. Арçын ачасемшĕн ку тепĕр кĕтменĕх пулса тухать. Ашшĕ хăйсемпе хутшăнма кăмăл туманнине ăнланса илсен вĕсен чунĕсенче ырату, кÿренÿ тăрса юлнине туятпăр эпир. Апла пулин те вĕсем ашшĕне каçараççĕ. Çут тĕнчере ашшĕ пурри те ачасемшĕн савăнăç иккен.

Коржиксен тăрăшни сая каймасть – вĕсем ырă чунлă, юратакан аслашшĕпе паллашса туслашаççĕ. Текех вĕсем пĕччен мар.
В:

- Илюш хăйĕн ашшĕ пирки мĕн шухăшлать?

А:

Илюш хăйĕн ашшĕ пирки:

  • Вăл ман… пулман та…

  • Атте çукки пĕтерет çав, вăл пулнă пулсан…

  • Ман хамăн та питĕ курас килет ăна. Яла килкелесе кайнă теççĕ, хам курман.

  • Пĕлместĕп. Ытла чунсăрах пулман пуль. Анне калать: суда памасăрах мана валли укçа ярса тăратчĕ тет. Халь акă пĕр çулталăк ярса паман терĕ-ха. Укçинчен ытларах… Вăл килте пулнă пулсан, тен, эпĕ те пĕр чăрмавсăрах вĕренме кайнă пулăттăм.

  • Эппин манăн та ĕмĕтĕм çитрĕ! Манăн та атте пур! Атте, анне!

Пĕтĕмлетÿ: Илюш ашшĕне шыраса тупасси пирки ĕмĕтленнипе ĕмĕтленменни пирки хайлавра малтанах паллă марччĕ, анчах «Манăн та ĕмĕтĕм çитрĕ!» тени унăн ăшри вăрттăн чун ыратăвне куç умне кăларса тăратрĕ.

3-мĕш ĕç.

В:

- Ку пьесăра Илюша хирĕçле сăнарсем – Свистокпа Жоржик пирки мĕн калама пултаратăр?

- Автор мĕн тĕллевпе ку сăнарсене кĕртнĕ-ши? (А: танлаштаруллă характкристика кăтартма)

- Мĕнле шутлатăр эсир: Илюш амăшĕнчен ыйтмасăрах Феня хыççăн килтен тухса кайрĕ. Жоржик та амăшĕнчен вăрттăн Свисток хыççăн çÿрет. Эппин, Феня вырăнĕнче Свисток пулнă пулсан Илюш та Жоржик пек вăрă ĕçне кĕрсе каймастчĕ-и?

- Иртнĕ ĕмĕрти чăваш литератури те, хальхи ĕмĕрти те мĕнле çынсене сăнласшăн çырать?

(А: Ырă кăмăллă, ĕçчен, тăрăшуллă, тÿрĕ чунлă…)

В: Çыннăн пурнăçри темĕнле йывăр саманта та тивĕçлĕ, чуна сутмасăр, таса ирттерме пĕлмелле.

III. Пĕтĕмлетÿ.

Урок ыйтăвĕ çине хуравласси.

В: XX ĕмĕрти литературăра ашшĕсĕр ÿсекен ача сăнарĕ, пĕтĕмĕшле илсен, ырă кăмăллă, ĕçчен. Вăл çемьере ашшĕ çуккишĕн кулянать пулин те ку ыйту уншăн тĕп вырăнта тăмасть. Ку чухнехи сăнарсемшĕн вĕренсе çĕр-шывшăн тивĕçлĕ çын пуласси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çыравçăсем ачан шалти психологине мар, ытларах унăн ĕç-хĕлне сăнласа параççĕ.

XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи хайлавсенче ачан психологийĕ мала тухса пыни курăнать. Кунта ача сăнарĕ ашшĕсĕр тунсăхлать, унпа тĕл пулса калаçмалли мелсем шырать. Эпир тишкернĕ хайлавра ку мелсенчен пĕри – çемье тата çын прави çинчен калакан законсем пулчĕç.

IV. Раççейри статистика кăтартăвĕсемпе паллаштарасси (ку ĕçе малтанах хатĕрленме пĕр-икĕ ачана парсан аван. Вĕсем кирлĕ информацие урок умĕн учителе кăтартаççĕ, урокра ачасене каласа параççĕ).

Тулли мар çемье е ашшĕсĕр çемье текен пулăм паянхи обществăшăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çемьесем арканасси, ачасем ашшĕсĕр тăрса юласси, качча каймасăр ача çуратасси Раççейре питĕ анлă сарăлнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх:

  • Кашни çулах çур маллиона яхăн ача ашшĕ-амăшĕ уйрăлнине тÿсет.

  • Çемье арканасси кашни виççĕмĕш ачана пырса тивме пултарать.

Унсăр пуçне:

Уйрăлнă çемьери ачасем, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, обществăри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ, хăйсене тытма пĕлмеççĕ. Ун пек ачасен:

  • Хăйсене вĕлерес хăрушлăх 5 хут ÿсет;

  • Килтен тухса тарасси 33 хут ытларах тĕл пулать;

  • Хăйсене тытма пĕлменни 20 хут ытларах палăрать;

  • Пурнăçа тĕрмесенче ирттерес хăрушлăх 20 хут ÿсет.


В: Шухăшласа пăхсан юлашки 10-15 çул хушшинче наркомани, преступлени, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем нумайланса кайрĕç. Çак пулăм ачасем ашшĕсĕр ÿснипе те çыхăнман-ши?

(А: Кашни çын –хăйне уйрăм тĕнче, çапах та йăнăш çул çине тăрасран асăрханма пĕлмелле, спортпа туслă пулмалла, вăхăта тĕрĕс усă курма хăнăхмалла)

В: Ку – статистика кăтартăвĕсем. Çапах та кашни çыннăн хăйĕн шухăшлама пĕлмелле. Статистика асăрхаттарать, пирĕн вара çакна шута илсе пурнăçа тивĕçлĕ çын пулса пурăнса ирттермелле, çĕр çинче ырă ĕçсем туса ырă ят хăварма тăрăшмалла.

- Тен, амăшĕсем ачисене тĕрĕс воспитани параймаççĕ? Хайлавсенчи амăшĕсен сăнарĕсем пирки мĕн калама пултаратăр? (А: Вĕсем яланах питĕ ĕçлĕ, ачисене пăхма вăхăт çитереймеççĕ, мĕншĕн тесен çемьене вĕсен пĕччен тытса тăмалла. Ку вара – пысăк йывăрлăх.)

В: Пур ача амăшĕ те хăйĕн ачине питĕ юратать, унран ырă кăмăллă, тивĕçлĕ çын ÿстерме тăрăшать. Ачасен вара харпăр хăй амăшне ăнланма пĕлмелле, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла, кулянтарасран асăрханмалла. Çемьере килĕшÿпе юрату пуласси пĕр çынтан çеç мар, пуринчен те килнине ан манăр.

V. Ачасен пĕлĕвне хакласси.

Ачасем пĕр-пĕрин хуравĕсене хаклаççĕ.

VI. Киле ĕç пани.

Йывăртарах ĕç: Килтен «Камшăн кам яваплă?» шухăшлав сочиненийĕ çырса килмелле: Ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи яваплăх пирки хăвăр мĕн шутланине çырса ĕнентерсе парăр. Тĕслĕхсемпе çирĕплетме ан манăр.

Çăмăлтарах ĕç: «Манăн çемье» сочинени çырмалла: çемьери хутшăнусем пирки, кам камшăн тăрăшни, эсир çемьешĕн мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каласа кăтартăр.

1 Иккĕмĕшпе виççĕмĕш юпана ачасем çырса тултараççĕ.


Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» icon2. Организаторы ман
Малая академия наук школьников Республики Башкортостан (далее ман) является добровольным творческим объединением обучающейся молодежи,...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» icon«Удосконалення торгово-посередницької діяльності тов «Акрос»». Актуальність теми
Актуальність теми. Зовнішня торгівля є вагомою рушійною силою економічного зростання в будь-якій країні світу
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconУрок теми: Стихван Шавли «В\ёк\н Ваёёа»
Япала яч\
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconФеминистская теология и гендерные стереотипы в христианстве
Традицию и отстаивает Предание (ортодоксы), теми, кто пытается реформировать религиозные институции внутри самих институций (реформаторы)...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconПетрушкина Светлана Вячеславовна 9-м ĕ ш класра ирттерн ĕ урок план ĕ. Урок теми
П. л\ т ллев.% В?Деменкова =ырнё Туслёх сёвва вуласа: ырё кёмёллёха: юлташлёха: туслёха =ырав=ё м нле кётартнине тупма: ёнланма в...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconЛитература Тема урока: Урок теми
О. Туркай «Оля – Улькка» калав, И. С. Тургенев «Живые мощи», история о Василии Блаженном
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconРисовани урок.?
Паянхи урок теми% «Юмахри асамлё кайёк»? +ак урокра эпир сир нпе юмах т нчине кайёпёр: юмахри асамлё кайёксемпе паллашёпёр: в сене...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Учитель: Паян эпир сир\нпе тулли изложени ёыр=п=р. Ку изложенири \ёсем Асл= Атте в=рёи в=х=т\нче пулса иртеёё\
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconМан наука есть: ясное познание истины
Внедрение в учебный процесс современных педагогических технологий и средств обучения
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconУрок 111 Тема: Римская письменная нумерация
На второй карточке – китайская нумерация. Она одна из старейших и прогрессивных, с теми же принципами, что и в современной арабской,...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Ему. Инстинктивно люди чувствуют, что не разбогатеют, работая за зарплату. В определенной мере именно поэтому их тянет к рынку ценных...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Ку роза мĕн тĕслĕ?, Пакша ăçта пурăнать?и др., тренировка навыков чтения, расширение словарного запаса, развитие речи, внимания,...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconЗаконодательное регулирование имущественных отношений отражает юридическое...
Уильям Стаффорд (1554–1612),Томас Мен (Ман) (1571–1614), Антуан де Монкретьен (1575–1621)
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconСтандарты (протоколы) диагностики и лечения болезней органов пищеварения
Рф академик ман, проф. П. Я. Григорьев зав кафедрой гастроэнтерологии ргму, руководитель федерального гастроэнтерологического центра....
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconПоль де Ман Аллегории чтения. Фигуральный язык Руссо, Ницше, Рильке и Пруста
Всё о загадках полётов во вне и наяву, или рассказы об основной мечте человечества – возможности полётов, преодоления человеком силы...
Урок теми: Н. Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» iconВзяточничества: «Судьям то и полезно, что в кар- ман полезло», «Всяк...
Работа с учебником. Развитие навыков художественного пересказа, инсценировка сказок


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск