Скачать 21.42 Kb.
|
Урок теми: Эссе – литература жанрĕ. Урок тĕллевĕсем:
Урока кирлĕ хатĕрсем: 2 презентаци УРОК ЮХĂМĔ
Аван-и? Пурте сывах-и? Апла пулсан урока пуçланă май ирĕк парсамăр сире хамăнпа паллаштарма. Мана Людмила Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ – сирĕн ентеш. Тусайĕнче нумай çул каялла çуралнă. Паянхи кун Пикшик вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Сирĕнпе туслашасса, малашне те çыхăну тытасса шанас килет. Уяв урокне литература хайлавне вулама тытăннинчен пуçлас кăмăлăм пур. Сирĕн умри задача: хайлава мĕнле жанрпа çырнине тупса палăртасси. Хăвăр хуравăра мĕншĕн? ыйту çине эп ыйтмасăрах хуравласа пуянлатсан пит аван пулмалла. 2.„Каçа юлнă куккук сасси” эссен илемлĕ вулавĕ. (8 мин) Çапла вара, ................................. 3. Ыйтусем çине хуравлани:
4. Пирĕн паянхи тĕллев – „Чăваш чĕлхи кунĕ” ятпа эссе çырасси (презентаци кăтартмалла) II. Çĕнĕ темăна ăнлантарни. Хуть те мĕнле ĕçе тытăниччен çав ĕçĕн çимĕçĕ мĕнле пулассине лайăх пĕлсе тăмалла. Унсăрăн ĕçĕн результачĕпе кăмăлсăр юлас хăрушлăх пур. Çавăнпа та эпĕ сире Лель юлташăм сĕннĕ презентаципе усă курса эссепе тĕплĕнрех паллашма сĕнетĕп. Ăна вырăсла хатĕрленĕ.
6 слайд хыççăн лайăх ĕçленĕшĕн тав тумалла. Маттурсем! Эпĕ сирĕнте нихăçан та иккĕленмен.
III. Çирĕплетÿ тапхăрĕ. „Чăваш чĕлхи кунĕ” эссе çырни. Вăчăраллă çырав. Хальхинче чи нумай балл пуçтарнисем пуçлаççĕ.(20 мин – 43 мин) IV. Урока пĕтĕмлетни. Эссе çырма пĕлнине пурнăçра ăçта усă курма пулать? (2 мин- 45 мин) |