Скачать 43.55 Kb.
|
Мăнçырмари вăтам шкул 1 класра математикăпа вăйă мелĕпе ирттернĕ уçă урок планĕ. Ĕçе пурнăçлаканĕ: пуçламăш классенче вĕрентекен Васильева Е.Н. Урок планĕ: Урок теми:1,2,3,4,5,6,7 хисепсем. Слайд 1 Тĕллевĕ:1. 1,2,3,4,5,6,7 хисепсем çинчен вĕреннине çирĕплетесси. 2.Ачасен шухăшлавне аталантарасси. 3.Çул-йĕр правилисене пăхăнма вĕрентесси. Слайд 2 Кирлĕ хатĕрсем: геометри фигурисем, светофор, шар çине çырнă примерсем, клоун, упа, упăте .ÿкерчĕкĕсем. Урок юхăмĕ: 1.Урока йĕркелени: Шăнкăрав сасси янрарĕ, Урока пире васкатрĕ. Парта хушшине ларатăп, Урисене тăп пусатăп, Çурăма йăрăс тытатăп, Алине тĕрĕс хуратăп, Тимлĕ итлесе ларатăп. 2.-Урокра мĕн кирлĕ? -Тимлĕх, тавçăрулăх. Урокăн тěллевне пěлтересси.
3. Ăсра шутламалли ĕçсем: 1)Вăйă «Мĕнле число пытаннă?»
2)Хисепсен кÿршисене аса илесси. □3□ □2□ □5□ 4.Карточкăпа хăйсем тĕллĕн ĕçлени. -Фигурăсене хисепсемпе пĕрлештерĕр: ∆ 6 5 3 4 - Икě ушкăна мěнле уйăрма пулать? - Çак тěссене ăçта курнă? - Симěс тěс мěне пěлтерет? Хěрлě тěc мěн тума хушать? - Светофор çинче тата мěнле тěс пур? - Светофор çинчи тěссене тěрěс вырнаçтарăр. (Икшерěн ěçлеççě) (Слайд 3) - Мĕншĕн светофор кирлине каярах пĕлĕпĕр. 5.Задачăсем шутласси: «Светофор» вăйă. Задачăра + действии пулсан симĕс тĕс, - действи пулсан хĕрлĕ тĕс кăтартаççĕ. - Ольăн 7 пукане пулнă. 1 пуканине вăл юлташне парнеленĕ. Ольăн миçе пукане юлнă? - Мĕншĕн хĕрлĕ тĕс çĕклерĕр? - Урамра 5 ача вылянă. Вĕсем патне 2 ача пынă. Урамра миçе ача пулчĕ? - Мĕншĕн симĕс тĕс кăтартатăр? - Турат çинче 4 кайăк пулнă. Тăваттăшĕ те вĕçсе кайнă. Турат çинче миçе кайăк юлнă? -Мĕнле действипе шутларăр? Ăнлантарса парăр. Пěтěмлетни: нумайлансан хушатпăр, сахаллансан кăларатпăр. 6. Учитель вуланă сăвва итлесси. Шупашкарăм, тăван Шупашкар, чунтанах юрататăп сана. Куллен-кун эс çĕклен, çунат сар, сăнупа илем кÿр таврана. Шупашкарăм, тăван Шупашкар, ан хавшат улăпла утăмна. Ĕмĕрех пул чипер, пул хастар, çулсерен эс ÿстер ху чысна. - Сăвăра мĕн ятлă хула çинчен каланă? -Эпир паян Шупашкар хулине экскурсие каятпăр. Пирĕнпе пĕрле Незнайка пырать. Слайд 4 - Çак фигура ячĕсене тĕрĕс каласан мĕн курма кайнине пĕлĕпĕр. ∆ Слайд 5 -Мĕншĕн светофор кирлĕ пулчĕ? -Хăшĕ ытлашши? Мěншěн? -Мĕн курма каятпăр? ∆ Слайд 6 - Кам тавçăруллă? Циркра клоун, упа тата упăте хутшăнаççĕ. Вĕсем сцена çине мĕнле йĕркепе тухаççĕ:клоун юлашки тухман, упа клоунран маларах тухнă. Хăшĕ маларах тухнă?(Упа, клоун, упăте.) Слайд7 6. Упа ĕç хушать. - Хисепсене пысăкланса пынă май калăр. 1,4,5,3,2 . . 7.Физкультминутка. 1,2,3,4- кăшт ларар-ха ĕçсĕр. 5- пурте тăрăр. 6,7-шăппăн ларăр. -Çак хисепсенчен хăшě пěчěкки? -1-рен пěчěкрех хисепсем пур-и? -Мěнле хисеп? -Чи пысăкки? -Паян юпа уйăхěн миçемěш числи? -Мěнле хисеп çыртăм? -17 -17 çырма мěнле хисепсем кирлě? -Çак хисепсемпе усă курса примерсем тăвăр. -Икě пример мěн енчен пěр пек? -Уйрăмлăхě мěнре? Пěтěмлетни: Пысăк хисепе малтан каласан пулатьне тупма çăмăл. 7. Тетрадь çине çырасси 1 2 3 4 5 6 7 -7-рен 1 таран каялла çырăр. -Икě йěре танлаштаратпăр. -1-мěш йěр мěнле пулнă? -2-мěш йěр мěнле пулнă? 8.Клоун кěнекепе ěçлеме хушать. 1)Мěнле хисепсем пытаннă? 1□ 3□ 5□ 7 2)Задача условийěпе ěçлесси. -Ϋкерчěкре мěн куратăр? -Стоянкăра миçе машина? -1 машина кěрсен миçе машина пулать? -Мěнле тупрăр?Мěншěн? -Пример туса калăр. □+□=□ 6 + 1 = 7 -Стоянка вăл- машинăсем чарăнса тăракан вырăн. -Кăларас действипе шутламалли задача шухăшлăр. □-□=□ -Миçе машина юлнă? 9. Упăте фигурăсене танлаштармалли ěç хушать. -Миçе виçкěтеслěх? -Миçе çаврашка? -Хăшě сахалрах? -Миçе сахалрах? - 6 7-рен мěнлерех? -Хăшě ытларах? Çаврашка е виçкěтеслěх? -Миçе ытларах? -7 6-ран мěнлерех? 10. Тетрадь çинче ěçлесси. -Пěрремěш йěр çине 4 тăваткал ÿкерěр. -Иккěмěш йěр çине 1 тăваткал сахалрах. -Иккěмěш йěр çине миçе тăваткал ÿкертěр? -Хăш йěркере тăваткал ытларах? -4 3-рен мěнлерех? -3 4-ран мěнлерех? 11. Примерсем шутласси. Цирк директорě сире валли парне хатěрленě. -Пример пулатьне шар çинче тупăр. -Вăл сире тем каласшăн. -«Маттур ачасем. Тăрăшса вěренěр.» 12.Пěтěмлетни. -Незнайка урок пуçламăшěнче мěнле? -Халě вăл мěнле? Мěншěн? |