Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2

Скачать 342.03 Kb.
НазваниеПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2
страница1/4
Дата публикации29.03.2014
Размер342.03 Kb.
ТипРабочая программа
100-bal.ru > Литература > Рабочая программа
  1   2   3   4
Муниципальное бюджетное образовательное учреждение

«Старосуркинская средняя общеобразовательная школа»

Альметьевского муниципального района РТ
Рассмотрено: Согласовано: Утверждаю:

на заседании МО Зам. Директора по УВР Директор __________

Протокол №___от ___________________ __________________

«___»_______200__г. «___»_________200__г. «__»_________200__г.

Рабочая программа

учебного курса родной язык и литература в 8 классе
Учителя 2 категории

Бикбовой Ирины Леонтьевны

Рассмотрено на заседании

педагогического совета школы

Протокол №_____________

от_________________2012г.

2012-2013 уч.г.
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă

программă тăрăх йĕркелесе çырнă.
Кĕнекесем:

1.Чăваш чĕлхи 8-9 класс. И.А. Андреев. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2010

2.Чăваш литератури. 8 класс.В.П. Никитин(Станьял). Шупашкар.

Чăваш кĕнеки издательстви. 2003

3.Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательстви пайĕ, 2004

8-9- мĕш классенчи чăваш чĕлхи урокĕсем. Л. Г. Петрова. Шупашкар:Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2007

4.Шкул ачисен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсене хакласси. Ю. М. Виноградов,Л. Г. Петрова. Шупашкар:Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательство пайĕ, 2004

5.Сăмах диктанчĕсем.Вăтам шкул валли. Л. П. Петрова, И. Г. Яковлева. Шупашкар.2006

6. Диктант пуххи. 5-11 классем валли. Л. Г. Петрова, В. А. Егорова. Шупашкар. 2004

7. Хальхи чăваш чĕлхи. И. А. Андреев. Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви, 2005
Эрнене—3 сехет. Пĕтĕмпе—105 сехет.
Тĕрĕслев диктанчĕсем—4.

8-мĕш класра вĕреннĕ ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле:
-сăмах майлашăвĕпе предложени хушшинчи уйрăмлăхсене ăнлантарма;

-анлă сăмах майлашăвĕсене ансăррисенчен уйăрма;

-сăмах çыхăнăвĕн мелĕсене палăртма;

-предложенири шухăш тĕшшине тупма(ыйту тăрăх та, шухăш тĕшшине палăртмалли мелсем тăрăх та);

-предложенири сăмахсене предложенин шухăшне кура йĕркелеме;

-ыйтăва сăпайлăрах тума;

-предложение членсем тăрăх тишкĕрме;

-хутсăр предложенире чарăну паллисене тĕрĕс лартма, вĕсене ăнлантарма;

-тÿрĕ пуплеве тÿрĕ мар пуплеврен уйăрма.
Чăваш литературипе вĕренекенсен пĕлмелле:

Класра вĕреннĕ хайлавсен тата килте вуланă кĕнекесен авторĕсене, ячĕсене, жанрĕсене, çивĕч ыйтăвĕсемпе темисене тата вĕсене хăш тапхăрта çырнине;

-çак ăнлавсене пĕтĕмĕшле пĕлмелле: илемлĕ сăнарпа сăнарлăх, темăпа тĕп шухăшĕ, ĕç йĕркипе тытăмĕ, рифмăпа сăвă йĕрки, жанрсем, ретсемпе ушкăнсем (эпика, лирика, лиро-эпика, драматурги; романсем, новеллăсем, публицистика хайлавĕсем, комедисем, приключенипе фантастика, питлев), литература сулăмĕсем тата пултарулăх меслечĕсем (классицизм, романтизм, реализм);

-лирика, лиро-эпика, драматурги речĕсенчи хайлавсен жанрĕсене, тытăмне, сăнарсен ушкăнĕсене, хайлаври вăхăтпа вырăна тата вĕсен çыхăнăвĕсене;

-çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕн литературăра палăрнă тапхăрĕсем тата вĕсем пурăннă вăхăтри паллă ĕçсемпе çынсем çинчен;

-чăваш литературин аталану тапхăрĕсене, вĕсем халăх историйĕпе çыхăнса тăнине тата кашни тапхăрти çыравçăсемпе хайлавсене.
Вĕренекенсен пултармалла:

-кирек мĕнле текста та уçăмлă, йĕркеллĕ, такăнмасăр вулама, пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăсемпе сыпăксене халăх умĕнче илемлĕ каласа пама;

-вуланă хайлав тĕсне, жанрне, ĕç йĕркипе тытăмне, сăнарсен ушкăнĕсене, тавлашу йĕрĕсене ăнлантарса пама;

-хайлавра хускатнă çивĕч ыйтусене тупма;

-илемлĕх мелĕсем хайлав шухăшне вăйлатнине ăнлантарса пама, çыравçă хавхине палăртма;

-сăнарсемпе хайлав çинчен мĕн шухăшланине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ĕнентерме;

-çыравçăпа унăн хайлавĕ литературăра мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарма;

-вуланă кĕнекери ĕçсене пурнăçри тĕслĕхсемпе танлаштарса çыхăнуллă калаçма, ыттисен сăмахне çирĕплетсе, тиркесе е тÿрлетсе харпăр хăй мĕн шухăшланине хÿтĕлеме;

-каламалли е çырса памалли шухăшсен планне, тезисĕсене тума;

-вĕрентекен каланине е лекцилле калаçăва кĕскен çырса пыма;

-литература темипе пĕлтерÿ, хыпар, реферат е доклад хатĕрлеме;

-хăй тĕллĕн вуланă кĕнеке, курнă спектакль, концерт, кинофильм, телекурăм çинчен рецензи е информаци çырма;

-пурăнакан вырăнти халăх сăмахлăхĕ, литература палăкĕсене, алçырăвĕсене пухма, вĕсене тирпейлесе вырнаçтарма;

-пуçламăш классенче литература ыйтăвĕсемпе калаçусем, сăвă сехечĕсем т. ыт. те ирттерме;

-тĕрлĕ йышши сăмах кĕнекипе ( словарьпе ), справочникпа, энциклопедипе усă курма, вĕсенчи кирлĕ вырăнсене çырса илме, вырăсла ăнлантарнисене чăвашла куçарма.

Вĕренӳ содержанийĕ

Синтаксиспа пунктуаци.
Теори пĕлĕвесем.

Синтаксиспа пунктуаци – челхе наукин пайесем.

Предложени тата самах майлашаве. Самах майлашавен тытаме, уйрамлахе- сем. Ансар тата анла самах майлашавесем, весенчи самахсен йерки.Самах майлашавенчи тата предложенири самахсен сыханаве, ана палартмалли мелсем.

Хутсар предложени.Хутсар предложенин тесесем. Ыйтусар тата ыйтулла предложенисем.Кашкарулла предложенисем.

Предложенин теп членесем.Весем выраненче сурекен самахсем.Теп членсен предложенири выране.Подлежащипе сказуемай хушшине тире лартасси.

Предложенин кесен членесем.Определени, унан пелтерешесем. Дополнени, обстоятельство, весене пер-перинчен уйарасси, шухаша кура чарану палли- семпе уйарасси.

Пер йышши членла предложенисем.Пер йышши членсем союзсар тата союзсемпе сыханни.Пер йышши членла предложенисенче чарану палли лартасси.

Чену.Куртем самахсемпе предложенисем. Ченусен предложенири выране.Чарану паллисемпе уйарасси.Куртем самахсем, весен пелтерешесем. Чарану паллисемпе уйарасси.

Пер теп членла предложенисем.Подлежащисер предложенисем, сказуемай- сар предложенисем.

Тулли мар предложенисем.Весемпе текстра уса курасси.

Предложенири уйрамлатакан самахсем.Предложенири самахсене интонаци- пе уйрамлатнин теллеве.Весене сырура чарану паллипе уйарасси.

Туре тата туре мар пуплевле предложенисем.Туре пуплевпе автор самахесем епле вырнасни. Туре мар пуплевле предложенисем. Диалог.Туре пуплевле предложенире тата диалогра чарану паллисем лартасси. Цитата, ана чарану

паллисемпе уйарасси.

Ăнлантару çырăвĕ

Ку программăна И. А. Андреев профессор çырнă патшалăх стандарчĕпе ( Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхи. Патшалăх стандарчĕ.) тата программăпа ( Чăваш чĕлхи программи : Чăваш шкулĕн 5-9 мĕш класĕсем валли И. А. Андреев хатĕрленĕ ) усă курса çырнă.

Синтаксисăн системăллă курсă 8 класра тин пуçланать. Ăпла пулин те, тарăннăн та тĕплĕн вĕренме тытăниччен ачасем синтаксисăн хăш- пĕр ыйтăвĕсемпе вăтам пусăмрах паллашаççĕ. Программăра каланă тăрăх, синтаксиса алла илнĕ май вĕренекенсен нумай пĕлÿ илсе тĕрлĕ ĕç тума хăнăхмалла: 1) сăмах майлашăвĕпе предложенири уйрăмлăхсене ăнлантарма; 2) пуплеври сăмах çыхăнăвĕн мелĕсене палăртма; 3) предложенири сăмахсене содержание кура вырнаçтарма; 4) предложенин членĕсене тупма тата вĕсен çыхăнăвне палăртма; 5) хутсăр тата хутлă предложенисен тытăмне ăнлантарса пама; 6) урăх çын сăмахĕсене тÿрĕ е тÿрĕ мар пуплевпе йĕркелеме. Çавăн пекех, ачасем тĕрлĕ ĕлкепе предложенисем йĕркелеме, вĕсемпе çырупа калаçура усă курма, чарăну паллисене тĕрĕс лартма хăнăхмалла. Учителĕн вĕренекенсене логикăллă шухăшлама, хăйсем тĕллĕ ку е вăл тĕслĕх тупма хăнăхтарса пымалла.

Вăталăх пусăм ( 8 - 9 ) ачисен ÿнерсен аталану тапхăрĕсене пĕлмелле, пысăк жанрсене алла илсе пымалла, çыравçăсен хăйне евĕрлĕхне, вĕсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çыхăнса тăнине ăнкармалла. Литература речĕсемпе жанрсен тытăмне йăлтах чухласа тăмалла. Çавăнпа ку вĕренĕве вăхăт тапхăрĕсем тăрăх йĕркеленĕ.Анчах 8 класăн кĕнекинче вăхăт йĕркине палăртса кăна панă, çак вăхăт çинчен каярах çырнă хайлавсене те кĕртнĕ. Çавна май чăваш литературин 8 класс валли 2003 çулта кăларнă 3- мĕш кăларăмĕ малтанхисенчен чылаях уйрăлса тăрать.

Темăсен ячĕсем

Сехет шучĕ

Вĕрентÿ меслечĕсем

теори

практикă

1

Тăван чĕлхе – асаттесен пехилĕ.

2

1

1

2

Предложении тата сăмах майлашăвĕ.

6

5

1

3.

Хутсăр предложении тĕсĕсем.

1

1

0

4.

Предложенин тĕп членĕсем.

5

4

1

5.

Предложенин кĕçĕн членĕсем.

6

5

1

6.

Пĕр йышши членлă предложенисем.

6

4

2

7.

Чĕнÿ. Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем.

6

6

0

8.

Пĕр тĕп членлă предложенисем.

2

2

0

9.

Тулли мар предложенисем.

3

2

1

10.

Предложенири уйрăмлатакан сăмахсем.

5

4

1

11.

Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем.

7

6

1

12.

Вĕреннине аса илни.

3

3

2

13.

Пĕтĕмпе.

52

42

10

Темăсен ячĕсем

Сехет

шучĕ

Вĕрентÿ меслечĕсем

Теори

практикă

1.

Кÿртĕм.

1

1

0

2.

И. Я. Яковлев.

2

2

0

3.

Авалхи еткертен.

4

3

1

4.

Вăтам ĕмĕрсенчи сăмахлăх.

4

3

1

5.

XVI-XIXĕмĕрсенчи литература.

3

3

0

6.

XX ĕмĕрти чăваш литератури.

8

7

1

7.

Усал- тĕселе -- кулăш саламачĕ.

6

5

1

8.

Çĕр- шывăмăр, Тăван çĕр-шывăмăр.

7

6

1

9.

Тĕлĕнтермĕш тĕнче ытамĕ.

4

3

1

10.

Тăванлăх, туслăх, тивĕç.

13

12

1

11.

Пĕтĕмпе.

52

45

7
  1   2   3   4

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Проектно-образовательная деятельность по формированию у детей навыков безопасного поведения на улицах и дорогах города
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Цель: Создание условий для формирования у школьников устойчивых навыков безопасного поведения на улицах и дорогах
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
«Организация воспитательно- образовательного процесса по формированию и развитию у дошкольников умений и навыков безопасного поведения...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Цель: формировать у учащихся устойчивые навыки безопасного поведения на улицах и дорогах, способствующие сокращению количества дорожно-...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Конечно, главная роль в привитии навыков безопасного поведения на проезжей части отводится родителям. Но я считаю, что процесс воспитания...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Поэтому очень важно воспитывать у детей чувство дисциплинированности и организованности, чтобы соблюдение правил безопасного поведения...
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Всероссийский конкур сочинений «Пусть помнит мир спасённый» (проводит газета «Добрая дорога детства»)
Программа по формированию навыков безопасного поведения на дорогах и улицах «Добрая дорога детства» 2 iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Поэтому очень важно воспиты­вать у детей чувство дисциплинированности, добиваться, чтобы соблюдение правил безопасного поведения...

Школьные материалы

При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск