Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси





Скачать 33.88 Kb.
НазваниеПуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси
Дата публикации09.10.2014
Размер33.88 Kb.
ТипУрок
100-bal.ru > Информатика > Урок


Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси.

Иванова Раиса Александровна, Тёвай район.нчи Т.мер шкул.нче пу=ламёш класс ачисене в.рентекен

Юлашки çулсенче вĕрентÿ ĕçĕнче компьютерпа çыхăннă технологисем анлă сарăлчĕç. Тĕрлĕ предметпа усă курма калăпланă электронлă пособисем те йышлансах пыраççĕ. Вĕсем шкул пурнăçне те анлăн кĕрсе пыраççĕ. Пуçламăш классем валли те электронлă пособисем туса хатĕрлени питĕ паха япала. Хальлĕхе чăваш чĕлхипе 1-мĕш тата 2-мĕш классем валли туса хатĕрленĕ. Ку пособисем (авторĕсем Т.В. Артемьева, А. Р. Кульева, В. Ю. Андреев) чăваш чĕлхине вĕрентмелли вĕрентÿ комплексĕн хатĕрĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем чăннипех те ачасен паянхи аталанăвне тивĕçлĕ, вĕрентме анлăрах майсем туса паракан хатĕрсем. Чăваш чĕлхи урокĕсен задачисене туллинрех, тарăнрах пурнăçлама пулăшаççĕ. Унсăр пуçне тата вĕсем пуплеве аталантарма тата тишкерме пулăшакан хатĕр пулса тăраççĕ.

2-мĕш класс валли хатĕрленĕ электронлă пособине вĕрентÿ стандартне тĕпе хурса программăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унăн тытăмне, содержанине «Чăваш чĕлхи» учебникпа шайлаштарса калăпланă.

Электронлă пособипе усă курса чăваш чĕлхипе ирттермелли урок планне хатерлерĕм. Урокра «Çын ячĕсене, хушаматсене, ашшĕ ячĕсене пысăкран пуçласа çырасси» темăна вĕренетпĕр. Урока çакăн пек пуçлатăп:

Учитель: Паян урокра мĕн çинчен вĕреннине урок вĕçĕнче пурте пĕрле калăпăр.

Доска çинче сăмахсем çырнă карточкăсем. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрса хумалла.

хĕрача Эрхип вĕренекен асанне Тамара

Павăл сунарçă Марат кукаçи Ануш (4 слайд)

хĕрача Эрхип

вĕренекен Павăл

асанне Тамара

сунарçă Марат

кукаçи Ануш

Çак икĕ ушкăнри сăмахсем хушшинче мĕнле пĕрпеклĕх? ( Пурте кам? ыйту çине ыйтăнаççĕ, çынна пĕлтереççĕ )

Вĕсен хушшинче мĕнле уйрăмлăх? ( Пĕрремĕш ушкăнрисене пĕчĕк саспаллинчен çырнă, иккĕмĕш ушкăнрисене пысăк саспаллинчен çырнă.)

Ку ĕçре ачасем сăмахсене ушкăнсем çине уйăраççĕ Мĕне кура ушкăнланине каласа хăвараççĕ,

Илемлĕ çырас саманта та çын ячĕсене çырассипе çыхăнтартăм.

Эпир паян çыракан саспаллисем:

1). пысăкки –хупă сасăпа пуçланакан, пĕчĕкки – çав сасăпа пĕтекен арçын ача ячĕсенче. (Павăл, Эрхип) Пп

2). пысăкки – хупă сасăпа пуçланакан хĕрача ятĕнче, пĕчĕкки – çав сасăпа пĕтекен арçын ача ятĕнче.(Тамара, Марат) Тт

Пĕр йĕрке çак саспаллисене ылмаштарса пырса çырасси: Пп, Тт

Унтан предложени çырасси: Павăлпа Тамара панулми татаççĕ.

- Ку предложенире мĕнле сăмахсене пысăк саспаллинчен пуçласа çырнă?

- Мĕншĕн вĕсене пысăк саспаллинчен пуçласа çырнă?

Унтан саспаллисемпе предложенисем çырнă хыççăн çын ячĕсене мĕнле çырмаллине пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Çавăн пек кашни утăма пурнăçланă хыççăн пĕтĕмлетÿ туса пыратпăр.

2-мĕш класăн «Ĕç тетрадĕнчи» 16 – мĕш стр. 2 –мĕш ĕçе пурнăçлатпăр

Чăвашсен паллă çыннисен ячĕпе хушаматне йĕрпе çыхăнтар. Хушаматпа юнашар (тĕслĕхри пек) мĕнле ĕçре палăрнине çыр. (5слайд)

Константин Хусанкай поэт

Андриян Яковлев _______________________

Петĕр Чапаев _______________________

Иван Кузьмина _______________________

Вера Иванов _______________________

Василий Николаев_______________________

Чăвашсен паллă çыннисем çинчен кĕскен каласа хăваратăп. (6-11 слайдсем)

Кашни утăма пурнăçланă хыççăн ачасем экран çинче хурав, пĕтĕмлетÿ кураççĕ. Ачасем вара хăйсем шутланине, пурнăçланине вĕсемпе танлаштарса тĕрĕслеççĕ, тÿрлетеççĕ. Юлашкинчен ачасем учитель ертсе пынипе пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Унтан хуравсенчен, пĕтĕмлетÿсенчен чи кирлисем, пĕлтерĕшлисем экран çине тухаççĕ. Ушкăнпа пĕтĕмлетĕве çирĕплетсе хăвараççĕ.

Урокра анализпа синтез тата индукципе дедукции меслечĕсемпе усă куратăп. Ачасем урокра ушкăнпа та, мăшăрпа та ĕçлеççĕ. Ушкăнпа пурнăçлама çакăн пек ĕçсем кĕртрĕм.

1. Ача çырăвне вулăр. Йăнăшсене тỷрлетĕр. (12 слайд)

Сывă – и, Слава пичче!

Сан пата салтака юра шăллу çыру çырать. Эпĕ иккĕмĕш класра вĕренетĕп.

Пире вера Васильевна федорова вĕрентет. Музыка урокĕсене Георгий абрамович кульев ертсе пырать. Шкул директорĕ – Михаил Арккадьевич Ершов. Эпĕ уроксенче «4» тата «5» çеç илетĕп.

2. Сиктерсе хăварнă сăмахсене çырса хур. (13 слайд)

Тĕнчипе чапа тухнă чăвашсем питĕ нумай. Акă хăш пĕрисен ячĕсем:

__________ Бичурин – китай чĕлхипе литературин тĕпчевçи, Надежда _________ – балерина.

Спортра та чăвашсем паллă вырăн йышăнаççĕ: _________ Ярды велосипедист, Майя __________ парашютистка, _________ Егорова Олимп чемпионки.

Урокăн кашни тапхăрĕ пĕр-пĕринпе çыхăнуллă пулса пырать.

Юлашкинчен ачасем учитель ертсе пынипе пĕтĕмлетỷ тăваççĕ. Унтан пĕтĕмлетỷсенчен чи кирлине экран çинче вулаççĕ, ушкăнпа пĕтĕмлетĕве çирĕплетсе хăвараççĕ.

Вĕрентÿ ĕçĕн гигиенипе санитари нормисене пăхăнса электронлă пособипе урокра 15 минут таран ĕçлеме юрать.
Домашний адрес: Янтиковский район, деревня Тюмерево, улица Калинина, дом №1, кв. 5, дом. тел. 8-835-48-2-07-59, сотовый 89278553447

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconУрок юхăМĔ Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр, ачасем! Ырă кун,...
Хулари чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен семинарĕнче 8Б класра икт- па усă курса панă уçă урокăн анлă планĕ
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательстви пайĕ, 2004
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Пуçламăш классенче вулав пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăталла этемĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, ĕç-хĕл...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconЧăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен...
Чăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен шучӗ 68 сехет. Кунта тӗрӗслев урокӗсем 10 сехет, капла уроксен шучӗ...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconРабочая программа учебного курса родной язык и литература в 7 классе
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconНă реферат Ĕçе чăваш чĕлхипе литературин
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconТăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш...
Еспублика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă «Уçă урок» иккĕмĕш фестиваль (малалла – Фестиваль) Чăваш...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconРеферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconРабочая программа по предмету «Родной язык»
Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М. К. Волков, Л. П. Сергеев, Т. В. Арте­мьева, О. И. Печников, Р. Н. Петрова,...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconУчебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар....
Вулавпа вẽренỹ урлă илемлẽх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси,...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Глаголён пурлё тата =уклё формисем: пулас форми? Глаголён наклонени тата вёхёт формисем? В. семпе кала=ура вырёнлё усё курасси тата...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Чăваш литература урокĕнче Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем темăпа ирттернĕ урок планĕ
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconЧаваш челхи урокесенче вайасемпе уса курасси
Ачана шухашлама верентесси вара- учитель есен теп теллевесенчен пери. Шухашлама, мен кирлине шыраса тупма веренне ача веренуре елкерсе...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Регион стандарчĕ хальлĕхе çук-ха. Çавна шута илсе министерство çак тĕслĕхпе усă курма сĕнет. Ăна Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Патшалăх стандарчĕн...
Пуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
«Центр дополнительного образования для детей «юнитэкс» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики направляет...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск