Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.)





Скачать 358.4 Kb.
НазваниеУчебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.)
страница1/3
Дата публикации11.11.2014
Размер358.4 Kb.
ТипУчебник
100-bal.ru > Литература > Учебник
  1   2   3
9 класс



1. Ăнлантару çырăвě


- Вулавпа вẽренỹ урлă илемлẽх ăнкарăвне, тěрěслěх туйăмне аталантарасси, илемлě сăнарпа сăнарлăх пěлěвне туйма, хаклама хăнăхтарасси, çыхăнуллă шухăшлава тарăнлатса пырасси

- чăваш халăх сăмахлăхẽпе çыруллă сăмахлăх хайлавẽсен чи паха тẽслẽхсемпе паллаштарасси

- хайлавсенче пурнăç пулмěсем мěнле палăрнине хаклама хăнăхтарасси

- ачасене ỹнерсен тата смах ỹнерěн пулăмěсене тěрěс ăнланма, ăша хывма вěрентесси

Вĕренÿ тĕллевĕсем:

  • сапăрлăх

  • пĕлÿ

аталантару

Илемлě хайлавпа паллаштарнă май ачасен кăмăл-туйăмне аталантармалла, халăх этикипе халăх педагогики çине таянса вěсен ăс-тăнěнчи сăпайлăха, çураçулăха упраса хăвармалла;

- ачасене вулама, вуланине ăнланма сăнарсене хак пама, жанрсене, литература теорийĕн ансат ыйтăвĕсене пĕлме, вĕсем пурнăçа мĕнлерех çутатнине чухлама хăнăхтарса çитермелле;

- илемлĕ хайлавăн тишкерĕвĕпе çыхăннă ăнлавсемпе паллаштармалла; хайлав теми, литература геройĕ; унăн характерĕ (ĕçĕсем, хăйне мĕнле тытни, сăн-сăпачĕ, пуплевĕ, шухăш.-кăмăлĕ); автор характеристики, илемлĕ пайрăмсем, сюжет (хайлаври ĕç-пуç, сёнланнă çынсем, пейзаж, интерьер); пуплеве илемлетекен мелсем; пафос (хавха); прозăллă тата сăвăллă пуплев



Вĕрентÿ предмечĕн

(курсĕн) задачисем

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 9 класс ачисем тĕрлĕ шайри пĕлÿллĕ. Ик. ялтан çÿреççĕ. Чăваш литературипе сехет шучĕ базисла плана пăхăнса тăрать. Пурĕ- 51 сехет. Эрнере – 1,5 сехет. Эпĕ суйласа илнĕ концепци аяларах панă документсенче палăрать:

- стандарт: Федеральный компонент государственного стандарта общего образования. Ч. Среднее (полное) общее образование / Министерство образования и науки Российской Федерации. – М.:2004

Государственные образовательные стандарты начального общего: основного общего: среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике. Национально-региональный компонент.- Чебоксары:2007.

- программа Чăваш литератури программи: чăваш шкулĕн 5-11класĕсем валли. З.С.Антонова, Н.Г.ГИванова,В.П.Никитин (Станьял).- Шупашкар. 2003

- учебник: Никитин В.П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури - 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.)



Вĕрентÿ материалĕнче

вĕренÿ учрежденийĕн уйрăмлăхне, вĕренекенсен контингентне шута илнĕ концепци

Ĕç мелěсем (формăсем) тěрлěрен:

пěтěм класпа

ушкăнпа

пěчěк е пысăк ушкăнпа

уйрăммăн

харпăр хăй тěллěн

иккěн


Вĕрентÿ формисем

- репродуктивлă меслет;

- творчествăллă вулав меслечě;

- шырав-тěпчев (эвристика) меслечě;

- вăйă;

- ача пултарулăхěн шайне пěлсе вěрентмелли технологи;- модуль ;

- ИКТпа ěçлесси;

- ИНСЕРТ;

-проект


В.рент\ технологий.сем

Шухăшсене йěркелесе çырни; илемлě вулав; текста тишкерни; цитатăллă тата анлă план туни; рольсемпе вулани тата выляни; ăнлантаруллă вулав; харăссăн калани е вулани; пěчченшерěн е пěрин хыççăн тепри вулани; вуланă текста тěрлě сăпатран каласа пани; çыхăнуллă текстсене ăнланса итлени; çурма сасăпа вулани; пěр-пěрин вулавне итлесе çитменлěхсене палăртни; йăнăшсене тỹрлетни; тỹрě пуплевлě предложенисене кирлě пек вулани; сăмахлă ỹкерчěк туни; текста малалла тăсни; калава инсценировкăласа лартни; кěске изложени çырни; панă ыйтăвăн хуравне тупни; тавлашăва хутшăнни; илемлě текста пěтěмěшле тишкерни… Литература: ăслăлăх тата публицистика хайлавĕсене тĕрĕс те хăвăрт вулани. Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслени.

Илемлĕ литература хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсене, вăл шутра пăхмасăр калама вĕреннĕ текстсене, тĕрĕс интонаципе уçăмлă вулани.

Сăмахсара çĕнĕ сăмахсем çырса пыни.

Эпика хайлавĕсене е вĕсен сыпăкĕсен содержанине (çавăн пекех çут çанталăка, кил-çурта сăнланине, геройсен портретне) туллин, кĕскен е суйласа илсе каласа е çырса пани (изложени);

Вĕреннĕ хайлав çинчен мĕн шухăшланине каласа пани.

Литература геройĕ çинчен панă ыйтусене хуравлани.

Пысăках мар эпика хайлавĕ е унăн сыпăкĕн, çавăн пекех вĕренÿ кĕнекинчи пĕр-пĕр текстăн планне туни.

Сăмах вĕççĕн ÿкерни. Калав çырни. Юптару тăрăх инсценировка хатĕрлени. Стена хаçатне заметка, хаçат-журнала корреспонденци çырни.

Илемлĕ литература хайлавĕсене, çав шутра драма хайлавĕсене те, рольсемпе вулани.


Тĕрĕслев формисемпе хаклав тĕрĕслев мелĕсем

Çак вĕренÿпе методика комплекчĕ пирĕн республикăра пĕр вариантлă анчах, çавăнпа ăна суйласа илнĕ. Вал ачасене лайăхрах вĕренме хавхалантарать, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Традициллĕ вĕрентÿ мелĕсемпе çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсене пĕрле усă курни вĕрентÿ тĕллевĕсене туллин пурнăçлама май парать.

вĕренÿ программине пурнăçа кĕртме çак методика комплектне мĕншĕн суйласа илнине уçса (ăнлантарса) пани

IX класс пĕтернĕ çĕре ачасен мĕн-мĕн пĕлмелле:

_ класра е килте вуланă хайлавсен тексчĕсене, вĕсенчи темăсемпе тĕп шухăшсене, сăнарсене, ĕçсен йĕркине, хирĕçтăрăва (конфликта);

_ хайлавсен тытăмне, авторăн пултарулiх меслетне, илемлĕх мелĕсене, чĕлхен ытарлă çаврăнăшĕсене, ăсталăх хăй евĕрлĕхне;

_ чăваш литературин аталану йĕркине, тапхăрĕсене;

_ кашни тапхăрти паллă çыравçăсемпе вĕсен хайлавĕсене;

_ реализм меслеч.н тĕп паллисене: жанрсен çыхăнăвне;

_ литература хайлавĕсен жанрĕсене;

_ литература сăмах ăсталăхĕ пулнине, вăл пурнăçа типласа, историн пĕр-пĕр тапхăрĕн паллăрах енĕсене вăйлатса кăтартнине.
Вĕренекенсен пултармалла:

_ илемлĕ литература, ёслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавĕсене тĕрĕс, çăмăл, уçăмлă вулама;

_ çыравçă çырса кăтартнине куç умне ÿкерчĕклĕн кăларса тăратма, ун çинчен сăнарлă каласа пама;

_ класра е килте вуланă хайлавсене вырăн-вырăнăн, туллин е пĕтĕмĕшле кĕскен сюжетласа каласа е çырса пама;

_ хайлавсен ретне:, тĕсне, жанрне уйăрма, уйрăм хайлавăн шухăшпа илемлĕх хăй евĕрлĕхне палăртма;

_ вĕренн. хайлав тăрăх план тума, сăнарсене тата сăнарсен ушкăнĕсене тишкерсе сочинени хатĕрлеме;

_ хайлав çинчен хăй мĕн шухăшланине çыхăнуллă каласа е çырса пама;

_ хайлаври тĕп е хушма темăсемпе çивĕч ыйтусене уйăрма, вĕрентекен панă ыйтусем е план тăрăх ырă е усал сăнарсене, пулăмсемпе ĕçсене танлаштарса хаклама, вĕсене уçса пама;

_ автор шухăшĕ (позицийĕ) тата хайлав пафосĕпе идейи сăнарсемпе геройсем урлă мĕнле уçăлса пынине кăтартма;

_ ĕç йĕрки, хайлав тата сăнарсен тытăмĕ, хирĕçÿ, сăнарлă чĕлхе, илемлĕх пайрăмĕсем (детальсем) хайлав шухăшĕпе илемне мĕнле ÿстернине ăнлантарма, тĕслĕхсемпе çирĕплетме;

_ литература ыйтăвĕпе пĕчĕк доклад, хыпар, реферат тата «Тантăш» хаçат валли статья е тĕрленчĕк çырма;

_ килте вуланă кĕнекене, курнă фильма, спектакле е телекурăма хакласа аннотации, кĕске рецензии, статья çырма, харпăр хăй шухăшне тĕслĕхсемпе ĕнентерсе çирĕплетме;

_ вĕренÿ кĕнекисемпе хрестоматисенчи ăнлантарусемпе, шкул валли кăларнă справочниксемпе, словарьсемпе усă курма
Пăхмасăр калама вĕренмелле:

«Çуралнă çĕршывăмёр» (сăвă)

«Ирхи сăвап» (кĕлĕ)

Н. Шелепи. «Раççей» (сыпăк)

В. Митта. «Çĕршывăм, çĕршывăм…» (сăвă)

И. Тукташ. «Шур Атăлта акăш ярăнать…» (юрă)

А.Алка «Июнĕн 22-мĕшĕ» сăвă

П. Хусанкай.«Натали кĕпе тĕрлет» («Аптраман тавраш» роман сыпăкĕ)

Я. Ухсай. «Атте-анне» (поэма сыпăкĕ) е урăх сăвă
Программа содержанийě:

«+уралнё =.ршывёмёр» (сёвё)?

Кÿртĕм калаçу. Чёваш культурипе литературин аталану тапхăрĕсем. Литература -халăх пурнăçĕн сăнарлă тĕкĕрĕ (1 сех.)
1. Авалхи карт çырăвĕ тата халăх сăмахлăхĕ (2 сех.)

Сартăш вĕрентĕвĕн сăмахлăхĕ: «Турă кĕнекинчи» кĕлĕсем, сăвапсем, сăрмансем. «Шăпа кĕнекинчи» чĕлхесем, ÿкĕтсем, калмаксем.

Несĕлсен карт (руна) çырăвĕ. Чулсемпе пир-авăр çинче упранса юлнă сăмахлăх.

2. Вăтам ĕмĕрсенчи сăмахлăхран (2 сех.)

Вăтам ĕмĕрсенчи культурăпа литература лару-тăрăвĕнчи паллă ятсем, пулăмсем. Атăлçи Пăлхар культури.

Ахмед ибн Фадлан. «Пăлхар патшалăхне çитсе курни» (сыпăксем).

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çĕр-шывĕ, историйĕ, йăли-йĕрки.

М.Ф. Юрьев «Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем» (трагеди сыпăкĕсем).

М. Юрьев драматургăн синкерлĕ шăпи. «Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем» трагедин истори никĕсĕ. Сăнарсен тытăмĕ, пахалăхĕ.

Палас Ахун Юсупĕ «Хăтлă пĕÿ» (сыпăксем). Поэма пĕлтерĕшĕ.
XVII ĕмĕрти литературăран (1 сех.)

XVII ĕмĕрти чăваш сăмахлăхĕ.

Калай Малля сăввисем. Тĕрĕк поэзийĕн пахалăхĕ. «Атте-анне сăмахĕсем» сăвăри кивелмен шухăшсем.
XVIII-XIX ĕмĕрсенчи чăваш сăмахлăхĕ (4 сех.)

XVII ĕмĕрти чăваш сăмахлăхĕн йывăр утăмĕсем.

Охатер Томеев «Вăйпа тĕне ан кĕртчĕр».

О. Томеев пурнĕçĕпе пултарулăхĕ. Паттăрла ĕçĕсем. Кĕрешÿри тĕллевсем.

Н.Я. Бичурин «Байкал» (çул очеркĕ).

Н. Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Тумхахлă çул-йĕрĕ. «Байкал» очеркри калавçă сăнарĕ.

С.М. Михайлов «Юнка» (сăвă), «Хĕрринче выртасшăн мар», «Сунарçăн пуç пулнă-и$» (шÿтсем).

С. Янтуш пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ. Историпе этнографи çырăвĕсем. Халăх сăмахлăхĕпе усă курса çырни. Кулăш пахалăхĕ.

Д.П. Ознобишин «Ÿпкев», «Пĕрин йăл кули улталарĕ мана…» (сăвăсем).

Вырăс çыннисем вак халăх ывăл.-хĕрне пулăшни. А.С. Пушкин, А.А. Фукс, Д. Ознобишин туслăхĕ.

С.П. Чунтеров «Пирĕн йăх» (повеçрен).

Сергей Чунтеровăн «Манăн пурнăç» повеçĕ- малтанхи паха хайлавсенчен пĕри.

Н.И. Ашмарин «Качи çăви» (халап).

Н. Ашмарин - паллă тĕпчевçĕ, чĕлхеçĕ, çыравçă. «Качи çăви» халапри сăнарсем, шухăшсем, ĕçĕсем.
5. XX ĕмĕрти чăваш сăмахлăхĕ (32 сех.)

Малтан калани. XX ĕмĕрĕн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ. аталану тапхăрĕсем. Чăваш ăслăлăхĕн ÿнерĕсемпе сăмахлăхĕн паллăрах ÿсĕмĕсем.
Ĕмĕр пуçламăшĕнчи сăмахлăх

Ик. пăлхавăр кÿнĕ çĕнĕлĕх. 1905-1907 çулсем ÿстернĕ çыравçăсем.

Н.И. Шелепи «Раççей», «Кĕпер хывни».

Н. Шелепи - халăх юрăçи, унăн сăвви-юрринчи халăхла туртăмсем. Халапла сăмахлăхĕн витĕмĕ, илемлĕх мелĕсем.

И.Е. Тăхти «Шерхулла» (калав).

Илле Тăхти ăсталăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ. «Шерхулла» - этнографилле калав. Сăнар тумалли мелсем.

-

XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсем

20-мĕш çулсенче чăваш литератури хăвăрт вăйланса пыни. Паллă ятсемпе паха хайлавсем .

Д.В. Исаев «Рабфак хĕрĕ».

Мĕтри Исаев (Авраль) -чăваш прозин талантлă ăсти. Пултарулăхĕпе пурнăçĕ. «Рабфак хĕрĕ» калавра хускатнă ыйтусен çивĕчлĕхĕ.

Д.П. Юман «Пÿлĕх Йăмри» (калав).

Мĕтри Юман –çыравçă, историк, таврапĕлÿçĕ, кĕрешÿçĕ. «Пÿлĕх Йăмри» калав тытăмĕ, сăнарĕсем, тĕп шухăшĕ.

Г.А. Кореньков «Эс çеç мана йăпатан», «Юрă»: «Хурăн юрри».

Гаврил Кореньков – вĕрентÿçĕ, сăвăç. Пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхĕ.

В.Е. Митта «Тăван чĕлхем», «Çĕршывăм, çĕршывём…», «Анатри юрă».

Василий Митта - чăваш поэзийĕн классикĕ. Пурнăçĕн йывăр çулĕсем. В. Митта лирикин хăвачĕ.
30-мĕш çулсенчи хайлавсем

30-мĕш çулсенчи пурнăçпа ÿнерсен шăпи. Айăпсăр айăпланин синкерĕ. Колхозсем тунё вăхăт палли. Сăвă-юрăри паха тĕслĕхсем.

Н.К. Янкас «Катя» (калав).

Нестер Янкасăн синкерлĕ шăпи. Сăввисемпе калавĕсен ăшпиллĕхĕ, çынлăх туртăмĕ. Юратупа тасалăх ыйтăвĕсене татса пани.

И.С. Тукташ «Шурă кăвакарчăн», «Уйрăлу», «Шур Атăлта акăш ярăнать».

Илле Тукташ -юрă сăмахĕсен ăсти. Пултарулăхĕн тĕп енĕсем. Юрă сăмахĕсен хăйне евĕрлĕхĕ.

А.Т. Петтоки «Тĕнче кĕвви».

Андрей Петтоки пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем. Кĕрешÿри хастарлăхĕ. Поэзири авангардизм.

Литература ăсталăхĕ. Лирика ушкăнĕсемпе жанрĕсем.

Е.В. Еллиев «Чĕн тилхепе» (калав).

Е. Еллиев -паллă вĕрентÿçĕ, прозăпа драматурги ăсти. Пултарулăхĕн тĕп енĕсем. «Чĕн тилхепе» калавăн философиллĕ тĕшши.

Литература ăсталăхĕ. Эпика ретĕнчи жанрсем.

XX ĕмĕр варринчи чăваш сăмахлăхĕ (40-50-мĕш çулсем)

Вăрçă умĕнхи, вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи чăваш сăмахлăхĕн тĕп паллисем. Публицистика, проза, поэзи тата драматурги паттăрлiiх хавхине вăйлатни? Çапăçура пуç хунă çыравçăсем. Фронтра пулнă салтак çыравçăсен еткерĕ.

А.Е. Алга «Июнĕн 22-мĕшĕ», «Бранденбург хапхи умĕнче».

Чăваш халăх сăвăçин Александр Алган пурнăçĕпе пултарулăхĕ. Вăрçă вăхăт.нчи хайлавсен паттăрлăх хавхи.

П.П. Хусанкай «Аптраман тавраш» (сăвăлла роман сыпăкĕ): «Çĕнтерÿ юрри» ярăмри сăвăсем.

Петĕр Хусанкай - чăваш халăх сăвăçи. Нумай енлĕ пултарулăхĕ. Вăрçă хавхипе çырнă хайлавсем.

А.С. Артемьев «Симĕс ылтăн» (повесть)?

Чăваш халăх çыравçин А.С. Артемьевăн çар ыйтăвĕпе çырнă хайлавĕсем. Пултарулăхĕн тĕп енĕсем.

«Симĕс ылтăн» повесть - салтак чăтăмлăхне, çирĕплĕхне, тасалăхне мухтакан хайлав.

А.С. Артемьев. «Юлашки юрă» (повесть).

В.Л. Садай «Летчиксем» (роман).

Литература ăсталăхĕ. Лирикăллă-психологиллĕ повесть.
XX ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш литератури (60-90-мĕш çулсем)

XX ĕмĕр вĕçĕнче сăмахлăх аталанăвĕнче пысăк улшăнусем пулса пыни. Сăмахлăхра çĕнĕ ятсем, çĕнĕ хайлавсем тухни, манăçа юлнисене аса илни.

Я.Г. Ухсай «Мана тутар сăнарлă теççĕ.», «Çумăр», «Кăвак хуппи», «Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ», «Атте-анне» (поэма сыпăкĕсем).

Ухсай Яккăвĕ- чăваш халăх сăвăçи. Нумай енлĕ пултарулăхĕ. Эпикăллă лирика ăсти.

Л.Я. Агаков «Юманлăхра çапла пулнă».

Л. Агаков - чăваш халăх çыравçи. Пултарулăхĕн тĕп енĕсем.

«Юманлăхра çапла пулнă» повесть -шаймăк сăмахлăхĕн ырă тĕслĕхĕ. Сюжет йĕрĕсем, сăнарсем.

Литература ăсталăхĕ. Эпика жанрĕсем, вĕсен тĕсĕсем.

Н.Т. Терентьев «Çил çинчи çеçпĕл» (драма)

Н.Терентьев -чăваш халăх çыравçи, талантлă драматург. Драматургири çĕнĕлĕхĕсем. «Çил çинчи çеçпĕл» драма - ашшĕсемпе ачисен ĕмĕрхи хутшăнăвĕсене уçса паракан хайлав? Л.Н. Родионов «Асамат кĕперĕ»

Литература ăсталăхĕ .Драматурги жанрĕсем тата вĕсен тĕсĕсем, поэтики

Ю.И. Скворцов «Хĕрлĕ мăкăнь» (сыпăксем)

Ю. Скворцов - талантлă прозаик. Пултарулăхĕн паха енĕсем.

В.П. Петров «Çăлăнăç» (повесть).

XX ĕмĕр вĕçĕнчи прозаиксен ĕçĕ-хĕлĕ. В.Петров пултарулăхĕн чăваш литературинчи вырăнĕ.

Хурăнташ халăхсен сăмахлăхĕ

Тăванла пушкăрт, тутар, мари:, удмурт, мăкшă-ирçе, казах тата ытти хурăнташ халăхсен сăмахлăхĕ.
Усă курмалли литература:

Халăх сăмахлăхĕ: Хрестоматии (Г.Юмарт хатĕрленĕ). – Шупашкар, 2003.

Чăваш халăх пултарулăхĕ: Мифсем, легендăсем, халапсем. – Шупашкар, 2003.

Революцичченхи чăваш литератури (1-2-мĕш томсем). – Шупашкар, 1984, 1988.

Чăваш литературин антологийе: Проза. – Шупашкар, 2003.

Чăваш поэзийĕн антологийĕ. – Шупашкар, 1962.

Чăваш совет литературин хрестоматийĕ. – Шупашкар, 1948.

Вĕçленеймен юрăсем: Вăрçăра пуç хунă çыравçăсен хайлавĕсем.- Шупашкар, 1973.
  1   2   3

Добавить документ в свой блог или на сайт

Похожие:

Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconРабочая программа по предмету «Родной язык»
Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М. К. Волков, Л. П. Сергеев, Т. В. Арте­мьева, О. И. Печников, Р. Н. Петрова,...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconНă реферат Ĕçе чăваш чĕлхипе литературин
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconТăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи Чăваш...
Еспублика шайĕнчи Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн 80 çулне халалланă «Уçă урок» иккĕмĕш фестиваль (малалла – Фестиваль) Чăваш...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconРеферат çырнă май çакăн пек тĕллевсем лартма пулать
Чăваш хресченĕсем И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconТематическое планирование по чувашской литературе Классы
Чаваш литератури : 8 класан веренупе вулав кенеки/ В. П. Никитин (Станьял) пухса-сырса
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн редакципе издательстви пайĕ, 2004
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconЧăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен...
Чăваш чӗлхи программине тӗпе хурса 7 класра чăваш чӗлхи урокӗсен шучӗ 68 сехет. Кунта тӗрӗслев урокӗсем 10 сехет, капла уроксен шучӗ...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconУрок юхăМĔ Класа урока йĕркелени. Ырă кун пултăр, ачасем! Ырă кун,...
Хулари чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен семинарĕнче 8Б класра икт- па усă курса панă уçă урокăн анлă планĕ
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconРеферат теми: «Шупашкарăм, савнă Шупашкар»
Чăваш Республики Российăн Европа пайăн варринче Атăл шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Хĕвеланăç енчен республика Чулхула облаçĕпе...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconПрограммёна пурнё=а к ртмелли вёхёт 2014-2015 в рен\ =ул.?
З?С?Антонова: Н?Г?Иванова: А?П?Никитин хат рлен. Чёваш литератури программи? Чёваш шкул н
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconРабочая программа учебного курса родной язык и литература в 7 классе
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви усă курма ирĕк панă программă тăрăх йĕркелесе çырнă
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconПуçламăш классенче чăваш чĕлхи урокĕсенче электронлă пособисемпе усă курасси
Иванова Раиса Александровна, Тёвай район нчи Т. мер шкул нче пу=ламёш класс ачисене в рентекен
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconПрограмма по формированию навыков безопасного поведения на дорогах...
Чăваш литература урокĕнче Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи гуманизм ыйтăвĕсем темăпа ирттернĕ урок планĕ
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconУчебник / Под ред. С. П. Карпова. 4-е издание. М: Изд-во Моск ун-та;...
Рекомендовано Министерством образования Российской Федерации в качестве учебника для студентов высших учебных заведений, обучающихся...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
«Центр дополнительного образования для детей «юнитэкс» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики направляет...
Учебник: Никитин В. П. пухса хатĕрленĕ «Чăваш литератури 9» (Шупашкар. Чăваш кĕнеке изд-ви: 2003.) iconЧăваш Республикин ачасене хушма пĕлÿ паракан автономла учрежденийĕ
Автономное учреждение Чувашской Республики «Центр дополнительного образования для детей «юнитэкс» Министерства образования и молодежной...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск