Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы





НазваниеПояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы
страница4/11
Дата публикации23.06.2014
Размер1.08 Mb.
ТипПояснительная записка
100-bal.ru > Литература > Пояснительная записка
1   2   3   4   5   6   7   8   9   10   11

Вěренекенсен чěлхепěлвěне палăртмалли виçесем.

4-мěщ класра вěренекенсен çакна тума пултармалла:

итлессипе:

-учитель, класри юлташěсем каланине итлесе ăнланмалла;

-текст вуланине итлесе çак тěллевсене пурнăçламалла: унта мěн каланине ăса хывасси. Текстăн тěп содержанине ăнланасси, кирлě информацие суйласа илесси;

калаçассипе:

-юлташсемпе тата çитěннисемпе ансат шайра, палăртнă тема тăрăх, диалог формипе калçăва хутшанмалла (вăтамран кашни енчен 4-5 предложени);

-программăра панă темасемпе 5-6 предложенирен тăракан калавсем хайламалла;

-итленě текстăн тěп содержанине ăнланса илсе ун пирки харпăр шухăшне каламалла;

-итленě текст пирки панă ыйтусене (камщăн?, мěншěн?, камсăр, мěнсěр?, мěнлерех? т. ыт. те) хуравламалла;

-итленě текст содержанине чăвашла каласа памалла,

-каласапанинпланнетумалла,

-ŷкерчěке сăмахпа сăнласа памалла;

-тěслěхшěн панă текст евěр калав хайламалла;

-текста улăштармалла;

-сăвва илемлě вуламалла, программа тăрăх суйласа илнě 4 сăвва пăхмасăр калама пěлмелле;

çырассипе:

-вуланă текстра ныйтусенехуравламалли вырăнсем тупса çырмалла;

-сăмахсене юри сиктернě сас паллисем лартса, предложенисене сиктернě сăмахсем (падеж, глагол ыйтăвěсене тивěçтерекен грамматика формисенче т. ыт. те)хушса çырмалла; вěреннě аффикссене хушса çырмалла, таблицăра кăтартнă тěслěхсем тăрăх предложенисем йěркелемелле;

- вуланǎ текста тĕпе хурса панǎ ыйтусене хуравламалла:

- учитель ертсе пынипе ÿкечĕке ачасемпе пĕрле тишкернĕ, сÿтсе явнǎ хыççǎн харпǎр хǎй тĕллĕн калав çырмалла (5 -6 предложени),çавна май учитель панǎ тĕп сǎмахсемпе тата планпа усǎ курмалла;

- программǎра пǎхнǎ темǎсемпе 5-6 предложенирен тǎракан калавсем хйламалла;

- вĕреннĕ темǎпа пуçласа панǎ калава 3-4 предложени хушса малалла çырмалла;

- тĕслĕх тǎрǎх харпǎр хǎй тĕллĕн диалогсем çырса хатĕрлемелле ( 4-5 ыйту тата хурав);

- сǎмах вĕççĕн каласа панин планне тумалла;

- вуланин содержанине кĕскен каласа памалла;

- лексика – грамматика хǎнǎхтарǎвĕсем пурнǎçламалла.

Лексика материалĕ

а: авал, акǎш, аса ил, асамат кĕперĕ, асамлǎ, асамçǎ, асǎрха, аслати, аслǎ,аталан, Атǎл, аякра

ǎ: ǎнкаруллǎ, ǎнланмалла, ǎсат, ǎшǎн

в: варала,вǎрç, вǎрçǎ, вǎрттǎн, вǎтам, вĕçкĕн, вĕле, вил, витĕн, вуласа пар, вырт, выçǎ

е: ертсе пыр

ĕ: ĕлкĕр, ĕнен, ĕнентер

и: илтĕн, ĕнен, ĕнентер

й: йǎнǎш, йǎран, йĕпе

к: кам та пулсан, канаш, канлĕ, кансĕрле, кая юл, кǎмǎл, кǎмǎла хуç, кǎнтǎр, кǎпǎшка, кǎтарт, кǎтра, кĕрхи, кĕскел, кĕскет, кĕт, кивĕ, кимĕ, кулян, кĕрен

л: лайǎхлан

м: макǎр, мǎнаçлǎ, мĕскер

н: нǎйкǎш, ниçта та, нÿрĕ

п: палǎк, паллаштар,паллǎ, пǎрах, пǎхмасǎр, пĕччен, пулǎшу, пултаруллǎ, пур çĕрте те, пуçла, пушан, пуянлǎх, пÿрт, пылак, пытан

с: савǎнса кай, самаях, сарал, сарлака, сǎлтав, сǎмах, сǎмахран, сǎна, сĕн, сĕнÿсуй, суйла, суйласа ил, сывлǎш

ç: çаврǎн, çамрǎк, çǎвар, çǎварни, çǎмǎл, çǎрттан, çеçпĕл, çĕнтер, çĕнтерÿ, çерпÿçĕр-шыв, çирĕплет, кала, çисе яр,çит, , çул, çумǎр пĕлĕчĕçурçĕр,çухалса кай, çухат, çывǎх, çывǎхра, çырса ил

т: , тавлаш, талантлǎ, танлаштар, тарǎх,тарǎхса, тарǎхса кай, тасалǎх, тасат, таçта та, тахçанах, тǎрǎх ,тǎрǎш, тǎрса юл, темскер, тепре, тепри, тĕк, тĕксĕм хĕрлĕ, тĕлĕнмелле,тĕлĕнтермĕш, тĕмĕ, тĕрĕ, тĕрĕсле, тĕтре, тĕттĕм, тив, тинĕс, типĕ, тирке, туйǎн, туслаш, тÿрĕ кǎмǎллǎ

у: ула, Улатǎр, ултала, унталла-кунталла, упра, упран, усǎ, усǎкур, усǎллǎ, уçǎ, ушкǎн

х: хак, хакла, хальхи, хамǎрǎн, хǎвар, хǎвǎр, хǎйĕн, хǎмǎрлан,Ю хǎна, зǎраçǎ, хǎраса кай, хǎрат, хĕвел анǎç, хĕвел тухǎç, хĕрел, хир сысни, хуллен, хурав, хур кайǎк, хурлан, хурлантар, хурлǎхлǎ,хывǎн

ч: чав, чаплǎ, чар, чаршав, Чǎваш ен, чǎн-чǎн, чǎштǎртат, чеелен, чĕре,чикĕлен, чиркÿ,читлĕх, чун, чупса çÿре, чуп ту,чух, чухǎн, чуччу

ш: шавла, шǎнкǎртат, шǎпǎр, шǎпчǎк, шǎтǎк, шелле, шултра, шутлан, шухǎшла, шÿт, шÿтле, шыра

ы: ыранхи, ырат

э: эппин

ю: юл, юлашкинчен, юрату, юр пĕрчи, юса, юсаса пĕтер

ч: япǎх, яхǎн

Пуçламăш шкултан вĕренсе тухакансен пĕлÿ шайĕ çакăнтан кая пулмалла мар

Пуçламăш шкулта чăваш чĕлхи вĕреннĕ хыççăн çакăн пек пĕлÿ пулмалла:

-чăвашсен кулленхи хутшăнури пуплев йĕркине (этикетне) пĕлмелле;

-чăваш алфавичĕн мĕнпур сас паллийĕсене, чăваш çырулăхĕн уйрăмлăхĕсене, чăваш сăмахĕсене вуламалли тĕп правилăсене, вĕреннĕ пуплев пайĕсен уйрăмлăхĕсене пĕлмелле.

Итлессипе (итлессин 3 тĕсĕ) :

- вуланă текстăн содержанине туллин ăнланмалла;

- калăпăшĕпе ытла пысăк мар текстсен тĕп содержанине (ÿкерчĕксене пăхса е вĕсемсĕр) ăнланса илмелле;

-итленĕ текстран кирлĕ инфораци суйласа илмелле.

Вулассипе (вулавăн 3 тĕсĕ):

-вĕреннĕ чĕлхе материалĕпе йĕркеленĕ текстсене вуланă май хупă сасăсене каламалли правилăсене тытса пымалла, тивĕçлĕ интонаципе каламалла, вуланă текстран кирлĕ информации суйласа илмелле;

- вуланă май текста туллин ăнланмалла. Вĕреннĕ чĕлхе материалĕпе йĕркеленĕ пысăках мар текстсен тĕп содержанине ăнланмалла, кирлĕ чухне словарьпе усă курма пĕлмелле.

Калаçассипе:

Диалога хутшăнасси:

-калаçура юлташран ыйтса пĕлнĕ май ыйту сăмахĕсемпе тата –и, -ши татăксемпе усă курмалла(Ку кам?, Ку мĕн?, Ку кушак-и?, мĕнле? «какой?, как?», ăçта? «где?, куда?», миçе?, хăçан?, мĕншĕн?, мĕн тăвать?, мĕн тăваççĕ?, мĕн турĕ?, мĕн турĕç?, ăçта-ши? т.ыт.те);

-диалог тăрăх е вуланă, итленĕ текст тăрăх инсценировка хатĕрлемеле;

-панă тĕслĕх майлă диалог хайламалла.

Пĕччен калаçасси (монолог);

-харпăр хăй çинчен тата хăйĕн кил-йышĕ, юлташĕ çинчен, пурăнакан хваттерĕ, хăйсен шкулĕ, урамĕ, хули çинчен, тăван республика çинчен, юратнă чĕр чун çинчен каласа памалла (вĕреннĕ темăсен шайĕнче). Çавна май сасăсене, сăмахсене, вĕсен майлашăвĕсене тата предложенисене каламалли нормăсене тытса пымалла (5-6 предложенирен кая мар);

-панă тĕслĕх тăрăх пĕр-пĕр япала е ÿкерчĕк çинчен кĕскен каласа памалла (çут çанталăка, чĕр чуна, çынна сăнлани);

-сăмах вĕççĕн каласа пама тĕп сăмахсемпе, ыйтуллă предложенисемпе е текстран илнĕ пуплевсемпе усă курса план хатĕрлемелле, кирлĕ вырăнсене текстран çырса илме пĕлмелле;

-текст е вуланă- илтнĕ информаци пирки харпăр шухăшне пĕлмелле.

Çырассипе:

-чăваш сас паллийĕсене тĕрĕс çырмалла;

-текста çырса илнĕ май контекста шута илсе, сиктерсе хăварнă сăмахсене тупса çырмалла;

-панă тĕслĕх тăрăх, ачасене ăс çемми шайра, вĕреннĕ сăмахсемпе усă курса юлташ патне çыру çырмалла, çавна май уроксенче вĕреннĕ орфографипе пунктуаци правилисене пурнăçласа пымалла, кирлĕ чухне словарьпе усă курмалла;

-вуланă текста тĕпе хурса ун тăрăх панă ыйтусене хуравламалла;

-ÿкерчĕке учитель ертсе пынипе пĕтĕм йышпа тишкернĕ хыççăн харпăр хăй тĕллĕн 5-6 предлолженирен тăракан калав çырмалла, çавна май учитель панă тĕп сăмахсемпе тата планпа усă курмалла;

Программăра пăхнă темăсем тăрăх 5-6 предложенирен тăракан калав хайламалла.

Çулталăкра – 70 сехет.

I чĕрĕкре – 18 сехет.

II чĕрĕкре – 14 сехет

III чĕрĕкре – 20 сехет

IV чĕрĕкре – 18 сехет
Ачасем 4-мӗш класс пӗтернӗ тӗле ҫакӑн пек хӑнӑхусем туянмалла:


  • Вӗреннӗ орфограммӑсенчен тӑракан 55-60 сӑмахлӑ текста йӑнӑшсӑр, таса та илемлӗ ҫырса илме, диктант ҫырма;

  • Пӗр йышши членлӑ предложенире (вӗреннӗ тӗслӗхсем) чарӑну паллисем лартма;

  • Сӑмахӑн сасӑпа саспалли тытӑмне тишкерсе, тымарӗпе аффиксӗсене тупма;

  • Япала ячӗсен, сӑпат ылмашӗсен падежӗпе хисепне, глаголсен хисепне, сӑпачӗпе вӑхӑтне палӑртма;

  • Предложенин ансат синтаксис тытӑмне чухлама: вӑл тӗллевпе интонаци тӗлӗшӗнчен мӗнлине калама, унӑн тӗп членӗсемпе кӗҫӗн членӗсене тупма, ыйтусем тӑрӑх вӗсен ҫыхӑнӑвне тата пӗр йышши членсене асӑрхама;

  • Харпӑр хӑй тӗллӗн тунӑ планпа усӑ курса 80-90 сӑмахлӑ текст тӑрӑх изложении ҫырма, пурнӑҫра пулни-иртни, экскурсире курни, с нани ӑинчен ҫыхҫнуллӑ пӑчӗк калав йӗркелеме ( сочинени ҫырма);

  • Хутшӑну культурин правилисемпе килӗшӳллӗн вӑхӑтра тав тума, каҫару ыйтма, саламлама, вашават сӑмах хушма, япала ыйтса илме, чӗнӗве палӑртма.



Ӗҫ программи ҫак вӗренӳ кӗнекисемпе усӑ курать..
Г. В. Абрамова. Чăваш чěлхи. 4 класс. Учебник – Чебоксары: Книжное издательство. 2009г

Г. В. Абрамова. Чăваш чěлхи. 4 класс. Рабочие тетради. – Чебоксары: Книжное издательство.

Г.В. Абрамова. Методические указания к учебнику чувашского языка для 4 класса русской школы.– Чебоксары: Издательский центр Чувашского республиканского института образования


Вӗренекенсен ҫыхӑннуллӑ пуплевне, ҫыру хӑнӑхӗвӗсене, чӗлхене тишкерме пӗлнине хакласси.
«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренекен ача программӑри материала ӑнланса, туллин, тӗрӗс пӗлнине кӑтартать, хӑй каланине тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе парать; сӑмахсемпе предложенисене хӑй тӗллӗн тата тӗрӗс тишкерет, вӗрентӳҫӗ сӗннӗ текстра халиччен вӗреннӑ грамматика пулӑмӗсене, сӑмахӗсене мӗнле ҫырмаллине, предложенири чарӑну паллисен сӑлтавне тӗрӗс ӑнлантарать: йӗркипе, ҫыхӑнуллӑ каласа хуравлать, пуплев йӑнӑшӗсем пачах тумасть е 1 йӑнӑшран ытла пулсан.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: правилӑсене ҫирӗплетме илнӗ тӗслӗхсенче 1-2 йӑнӑш тӑвать, вӗсене хӑех е вӗрентӳҫӗ пулӑшнипе ҫӑмӑллӑнах тӳрлетет; каласа панӑ чух 1-2 пӗчӗк йӑнӑш тӑвать пулсан.

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренекен материала пӗтӗмӗшле ӑнланать, анчах туллин хуравлаймасть, вӗрентӳҫӗ пулӑшнипе ҫеҫ каласа пама пултарать; текста тишкернӗ чух уйрӑм йӑнӑшсем тӑвать, вӗсене вӗрентӳҫӗ ыйтусем панипе ҫеҫ тӳрлетет; правилӑсене харкам тӗллӗн тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе параймасть, ку ӗҫе вӗрентӳҫӗ хушма ыйтусем парсан ҫеҫ пурнӑҫлайтарать; ҫыхӑнуллӑ каласа параймасть, калас панӑ чух темиҫе йӑнӑш тӑвать пулсан.

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренекен материала пӗтӗмпех е унӑн чи кирлӗ пайне пӗлмест, каласа панӑ тата текстпа ӗҫленӗ чухне пысӑк йӑнӑшсем тӑвать, вӗсене вӗрентӳҫӗ пулӑшнипе те тӳрлетеймест пулсан.

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: : вӗренекен ача материала пачах та пӗлмест пулсан.
Ҫыру ӗҫӗсене хакламалли виҫесем:

«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренкен ачан ӗҫӗ каллииграфи нормисене тивӗҫтерет, ҫырура пӗр-икӗ пысӑках мар ҫитменлӗх пулма пултарать.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренкен ача ҫырӑвӗ виҫесенчен пӗрне тивӗҫтермест , 1-2 пысӑках мар ҫитменлӗх пур.

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренкен ҫырӑвӗ каллиграфи виҫесенчен 1-2-шне тивӗҫтермест, 1-2 пысӑках мар ҫитменлӗх пур.

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренкен ачан ҫырӑвӗ каллиграфи виҫесенчен чылайӑшне тивӗҫтермест.

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: вӗренкен ачан ҫырӑвӗ питӗ тӑрлавсӑр, илемлӗ мар, унта тӳрлетнӗ, таса мар вырӑнсем нумай.
IV класра диктанта ҫак виҫесемпе хакламалла:

«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача орфографипе пунктуаци йӑнӑшсем пачах туман, орфограммӑсене тӳрлетмен, каллиграфи виҫисене пӑхӑнса ҫырнӑ, анчах уйрӑм ҫитменлӗхсем пур пулсан.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ҫыру ӗҫӗнче орфографи йӑнӑшӗсем 2, пунктуаци йӑнӑшӗ 1 ытла мар, е 1 орфографи, 2 пунктуаци йӑнӑшӗ, ӗҫе тирпейлӗ ҫырнӑ, анчах темиҫе ҫӗрте каллиграфи виҫисене тивӗҫтермен, пӗр-пӗр орфограммӑна тӳрлетни пур пулсан.

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: орфографипе пунктуаци йӑнӑшӗсем 6-ран ытла мар, диктантра орфографи йӑнӑшӗсем 3-рен 5-е ҫити, пуктуаци йӑнӑшӗсем 3 таран, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 орфографи, 1 пунктуаци йӑнӑшӗ, ӗҫе тирпейсӗр, каллиграфи виҫисене пӑхӑнса ҫырман тата тӗрлӗ орфограммӑна тӳрлетни 1-2 пулсан.

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра орфографи йӑнӑшӗсем 6, пунктуаци йӑнӑшӗ 3-4-ран ытла, ӗҫе тирпейсӗр, каллиграфи виҫисене пӑхӑнмасӑр ҫырнӑ, 3-5 тӳрлетни пур пулсан.

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ҫыру ӗҫӗнче орфографи йӑнӑшӗсем 8-тан, пунктуаци йӑнӑшӗсем 5-рен ытла, тӳрлетни чылай пулсан
Пуплев тишкерӗвне хакламалли виҫесем:

«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача ӗҫӗ пӗр йӑнӑшсӑр пулсан, вӑл терминсемпе правилӑсене лайӑх пӗлнии тата хӑй пӗлӗвӗпе тӗрлӗ йышши ӗҫсем тунӑ чухне усӑ курма пултарни палӑрсан лартмалла.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача терминсемпе правилӑсене лайӑх пӗлсен, вӗсемпе грамматика тишкеревӗ тунӑ чухне пӗлсе усӑ курсан, сӑмахсемпе предложенисене тишкерес ӗҫӗн ¾ пайне тусан лармалла.

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача вӗреннӗ материала ӑнланни палӑрсан, хӑй пӗлнипе усӑ курса тишкерӗвӗн ҫуррине пурнӑҫласан лартмалла.

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача вӗреннӗ материала начар пӗлсен, вӑл «3» паллӑ илемлӗх хуравламасан е пуплев тишкерӗвӗн ытларахӑш пайне пурнӑҫлаймасан лартмалла.

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: ача пуплев тишерӗвне пачах пурнӑҫламасан лартмалла.
Текста ҫырса илнине хакламалли виҫесем.

«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра 1 йӑнӑш та ҫук пулсан.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра 1 йӑнӑш, 1 тӳрлетни пулсан;

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра 2 йӑнӑш, 1 тӳрлетни пулсан

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра 3-5 йӑнӑш пулсан

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: диктантра 6 йӑнӑшранш ытла пулсан.
Пӗтӗмӗшле илсен, изложенипе сочинение 4 класра ҫапла хакламалла:

«5» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: шухӑшсемпе (содержанипе) пуплеве ҫакӑн пек йӗркеленӗшӗн лартмалла: автор текстне тӗрӗс тата ҫыхӑнуллӑ ҫырса кӑтартнӑ (изложени), шухӑш темӑпа килӗшӳллӗн, ҫыхӑнуллӑн аталанса пырать, факт йӑнӑшӗсем ҫук, сӑмах йышӗ пуян, пуплев тӗлӗшӗнчен текста тӗрӗс те палӑртуллӑ хайланӑ пулсан.

Тӗрӗс ҫырнӑшӑн: орфографипе пунктуаци йӑнӑшӗсем ҫук, 1-2 тӳрлетни пулма пултарать.

«4» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: шухӑшсемпе (содержанипе) пуплеве ҫакӑн пек йӗркеленӗшӗн лартмалла: автор текста ҫителӗклӗ таран туллин ҫырса кӑтартман (изложени), темӑна уҫса панӑ, анчах уйрӑм вырӑнсенче шухӑш ҫыхӑнӑвӗ татӑлса кайни, тӗрӗсех мар ҫырни тата пуплев ҫитменлӗхӗсем пур. Пуплев тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпе 3 йӑнӑшран ытла мар, содержанипе тунӑ йӑнӑшсем 3 таран тунӑ пулсан.

Тӗрӗс ҫырнӑшӑн: 2 орфографии, 1 пунктуаци йӑнӑшӗнчен ытла мар е 1 орфографи, 2 пунктуаци йӑнӑшӗ тунӑ, пӗр- пӗр орфограммӑна тӳрлетни пур пулсан.

«3» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: шухӑшсемпе (содержанипе) пуплеве ҫакӑн пек йӗркеленӗшӗн лартмалла: автор текстӗнчен кӑштах пӑрӑннӑ, темӑпа килӗшӳллӗ тата ҫыхӑнуллӑ ҫырман, 2-3 предложение тӗрӗсех йӗркелеймен, сӑмах йышӗ чухӑн, пуплев тӗлӗшӗнчен ҫитменлӗхсем пур, шухӑш аталанӑвӗнче, текста йӗркелессинче тата пуплевре йӑнӑшсем пӗтӗмпе 5 таран пулсан.

Тӗрӗс ҫырнӑшӑн: 3-5 орфографи йӑнӑшӗ таран, вариантсем: 3 орфографии, 2-3 пунктуаци йӑнӑшӗ, е 4 орфографи, 2 пунктуаци, е 5 орфографи, 1 пунктуаци йӑнӑшӗ тунӑ,тӗрлӗ орфограммӑсене тӳрлетнии 1-2 пулсан.

«2» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: шухӑшсемпе (содержанипе) пуплеве ҫакӑн пек йӗркеленӗшӗн: ӗҫе тема тӑрӑх ҫырман.автор текстӗнчен чылай пӑрӑнса кайнӑ, текста тӗрӗсех мар ӑнланнӑ вырӑнсем пур, йӗркеллӗ, ҫыхӑнуллӑ ҫырман, уйрӑм пайсем хушшинче ҫыхӑнулӑх ҫук, сӑмах йышӗ чухӑн. Текста тата пуплеве йӗркелес енӗпе 6 ҫитменлӗхпе йӑнӑшсем пур пулсан.

Тӗрӗс ҫырнӑшӑн: орфографи йӑнӑшӗсем 6-ран, пунктуаци йӑнӑшӗсем 3-4-ран ытла, 3-5 тӳрлетни пур пулсан.

«1» паллӑ ҫакӑн пек чухне лартмалла: содержанипе пуплеве йӗркеленӗшӗн: автор текстне пачах ҫырса кӑтартман, пуплеве тата текста йӗркелес тӗлӗшпе 7 йӑнӑшран ытларах тунӑ.

Тӗрӗс ҫырнӑшӑн: 8 орфографи, 5 пунктуаци йӑнӑшӗсенчен ытла, 7 ҫӗрте тӳрлетни пур.
1   2   3   4   5   6   7   8   9   10   11

Похожие:

Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПояснительная записка рабочая программа по русскому языку для 8 класса...
Примерной программы (основного) общего образования по русскому языку, программы по русскому языку к учебникам для 5-9 классов (М....
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПояснительная записка рабочая программа по русскому для 8 класса...
Рабочая программа по русскому для 8 класса основной общеобразовательной школы составлена на основе федерального компонента государственного...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для 7 класса основной общеобразовательной...
...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для 5 б класса разработана на...
Морф по русскому языку, авторской концепции Т. А. Ладыженской с учетом требований регионального образовательного стандарта Забайкальского...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для VII класса составлена с использованием...
Рабочей программы по русскому языку для основной школы (Русский язык. Рабочие программы. Предметная линия учебников Т. А. Ладыженской,...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по предмету русский язык
Рабочая программа по русскому языку для 5 класса составлена на основе федерального компонента государственного стандарта основного...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для 7 б класса разработана на...
Морф по русскому языку, авторской концепции М. Т баранов, Т. А. Ладыженская, Н. М. Шанский. «Программа по русскому языку». // Программы...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПрограмма по русскому языку 10 класс пояснительная записка
Рабочая программа составлена на основе Государственного стандарта общего образования (2004), Примерной программы основного образования...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку, 8 «М» класс Пояснительная записка...
Рабочая программа разработана на основе программы основного общего образования по русскому языку под редакцией Разумовской М. М (5-9...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПояснительная записка Планирование по русскому языку составлено на...
Программы по русскому языку к учебнику для 7 класса общеобразовательной школы авторов М. Т. Баранова, Т. А. Ладыженской и др. (Москва,...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для 8 класса основной общеобразовательной...
Рабочая программа по русскому языку для 8 класса основной общеобразовательной школы составлена на основе Государственного стандарта,...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПояснительная записка к рабочей программе по курсу «Русский язык»,9 класс
Государственного стандарта общего образования, Примерной программы по русскому языку и программы по русскому языку для 5 – 9 классов...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому для 8 класса основной общеобразовательной...
Планирование составлено на основе: программы «Русский язык» для общеобразовательных школ 5-9 классы. Авторы: М. Т. Баранов, Т. А....
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа по русскому языку для 8 класса основной общеобразовательной...
Планирование составлено на основе Государственного стандарта и примерной программы основного общего образования по русскому языку...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconПояснительная записка рабочая программа разработана на основе программы...
Рабочая программа разработана на основе программы основного общего образования по русскому языку под редакцией Разумовской М. М (5-9...
Пояснительная записка. Русский язык. 4 класс рабочая программа по русскому языку для 4 класса разработана на основе: -государственного стандарта основной общеобразовательной программы iconРабочая программа. Русский язык 9 класс Пояснительная записка
Примерной программы основного общего образования по русскому языку, Программы по русскому языку к учебному комплексу 5-9 классов...


Школьные материалы


При копировании материала укажите ссылку © 2013
контакты
100-bal.ru
Поиск